Трансформер пукан ăсти

22 Пуш, 2018

Артем Николаев — Канаш районĕнчи Шăхасан шкулĕн чи лайăх вĕренекенĕ, нумай енлĕн аталаннă ача. Ку таранччен тĕрлĕ олимпиадăна, мероприятие хутшăнса шкул чысне сахал мар хÿтĕленĕ. Технологи енĕпе тунă çитĕнĕвĕсем уйрăмах пысăк унăн. Унсăр пуçне физика, географи, информатика предмечĕсен олимпиадисенче пысăк кăтартусемпе савăнтарнă. Республика шайĕнчи физика олимпиадинче кăçал пĕрремĕш теçеткене кĕнĕ. Географипе вара призерсен йышне кăшт çеç лекеймен.

Пĕлтĕрччен Артемăн та унта хăйĕн тивĕçĕ пулнă, кăçал çеç 11-мĕш класра вĕреннĕ май вăхăчĕ сахалрах. Пичет министрĕ пулнăскер ÿкерчĕксен конкурсĕ йĕркелеме, «Спутник школы» хаçат кăларма хастар хутшăннă.

— Мĕнлерех мероприятисем иртнине хаçатра çырса пĕлтереççĕ. Çавăнтах вĕрентекен çинчен калакан страница пур. Тĕрлĕрен конкурс та иртет, — ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ Артем. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.