Тулăх çимĕç туса илесчĕ

14 Ака, 2016

Ялта пурăнаканăн пахча-анкарти пурин те пур, кашнинех пахчаçă теме пулать. «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçата хулара çырăнса илекенсем те сахалах мар - паллах, пахчаçăсем.

Раççей сад-пахча ĕçченĕсен пĕрлĕхĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ĕç тăвакан директорĕпе Екатерина ТРУШКОВĂПА курса калаçма тÿр килчĕ. Унран пахчаçăсен пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма, пахчаçăсене ытларах мĕн кăсăклантарни çинчен ыйтрăм.

- Сад-пахча ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕ ŸСадоводсен союзĕJ - обществăлла йĕркелÿ. Унта республикăра пурăнакан кашни пахчаçă кĕме пултарать. Пĕрлĕх килти хушма хуçалăхри сад-пахчана тĕрĕс йĕркелесси, улма-çырла, пахчаçимĕç культурисене мĕнле пăхса ÿстерессинчен пуçласа пахчаçăсен прависене хÿтĕлесси, çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă тавлашуллă ыйтусене татса пама пулăшасси таранах ĕçлет. Çĕр лаптăкĕсене мешелессипе те пулăшать. Пирĕн штатра юрист çук, пĕрлĕхе тытса тăма та, çынсене юридици канашĕ пама та партнерсем пулăшаççĕ. Тĕрĕссипе, шăпах çĕр лаптăкĕсемпе çыхăннă кăткăслăхсене уçăмлатмашкăн пулăшма ыйтакансем нумайрах та, - каласа кăтартать ăнтăлуллă çамрăк ертÿçĕ Екатерина Юрьевна.

- Пĕрлĕхе кам тата мĕнле кĕме пултарать?

- Çĕр ĕçне юратакан кашни çынах пĕрлĕхе кĕме ыйтса /заявлени/ çырма пултарать. Пĕрлешĕвĕн членĕ пулма пĕчĕк тÿлев хывнă çын ятарлă номерлĕ член билетне тивĕçет. Пирĕн йышра ялсенчи пахчаçăсем те нумай, тĕрлĕ ыйтупа килеççĕ. Çĕнĕ сорт улма-çырла хунавĕсем шыраса та шăнкăравлаççĕ. Вĕсене республикăри паллă пахчаçăсемпе çыхăнтаратпăр. Пĕрлĕх пахчана йĕркелессипе, пăхассипе час-часах Шупашкарти Наци библиотекинче лекцисем ирттерет. Тĕрлĕ темăна хускататпăр: йывăçсене сыпасси, экологи енчен таса продукци илесси, чир-чĕрпе кĕрешесси т.ыт. Кăсăклантаракан ыйтусене хускатма сĕнетпĕр.

- Сад-пахча лаптăкĕсем юхăнса ларнине час-часах курма пулать.

- 20 çул ытла каярах çĕршывра продовольстви кризисĕ пуçлансан халăха çĕр лаптăкĕсем валеçсе пачĕç. Ялсенче те кашни хуçалăха 80 соткăна е пĕр гектара çитиех çĕр хушса арендăна пачĕç. Хулара та йĕри-таврах дачăсемччĕ. Çынсем тăрăшсах ĕçлетчĕç вĕсенче. Каярах пурнăç улшăнчĕ. Сад-пахчасем юхăнса ларни пăшăрхантарать. Хăшĕ-пĕрин хуçине те тупма çук. Пирĕн республикăра пахчаçăсен пĕрлĕхĕ 744 пулнă. Халĕ хăшпĕр çĕр участокĕсен хуçи кам иккенне çав ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те пĕлмеççĕ. Çĕрсене йĕркене кĕртни кирлех. Вырăнти сад-пахча пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе çав лаптăксен хуçисене тупса çĕре йĕркене кĕртессипе те ĕçлет пĕрлĕх.

- Пахчаçимĕçĕн, улма-çырлан çĕнĕ сорчĕсемпе ăçта паллашма пулать?

- Ăста пахчаçă нумай республикăра. Вĕсем тĕрлĕ ял хуçалăх выставкисенче хăйсен продукцийĕпе паллаштараççĕ. Çĕнĕ сортсем, çĕнĕ технологисем, ăнăçлă паха опытпа Наци библиотекинче иртекен пĕлÿ курсĕсенче паллашма пулать. Унта кирек кам та хутшăнма пултарать. Ятлă-сумлă агрономсен, пахчаçăсен опычĕ килте кирлĕ пуласса шанатăп.

- Екатерина, сирĕн пахча пурах ĕнтĕ...

Çĕрпÿ районĕнче дача пур. Пахча ĕçне чылай çын пекех ака уйăхĕнче пуçлатпăр. Уйăх пуçламăшĕнче йывăçсене тасататпăр, шурататпăр, пахчана тирпейлетпĕр. Çак ĕçе 5-мĕш класра вĕренекен Александрпа Константин ывăлăмсем те хаваспах хутшăнаççĕ. «Ачусене мĕнле ĕçе явăçтаратăн?» - тесе тĕлĕнекенсем те пур. Пĕчĕк вăрттăнлăха уçам: ачасемпе таса çимĕçсен усăлăхĕ, тĕрĕс апатлану, пестицидсен сиенĕ çинчен телепередачăсем пăхатпăр, сÿтсе яватпăр. Хамăр ÿстернĕ улма-çырла, пахчаçимĕç шанчăклă пулнине палăртатпăр. Ачасене шухăшлама вĕрентни те çакă.

Çумкурăкран хăтăлмалли пĕр ансат меслетпе паллаштарас килет. Çумкурăклă лаптăка кĕркунне картунпа хупламалла. Çĕр ăшăнать, çумкурăк тухма пуçлать. Кайран çанталăк сивĕтет те шăнса пĕтет. Нумай чир-чĕртен хăтăлма кĕл сапни пулăшать. Вăл ÿсен-тăраншăн паха удобрени те. Пахчара хими япалисемпе пачах усă курмастпăр. Купăста хуртланасран супăнь шывне валерьянка тумлатса пĕрĕхни аван. Хĕл каçмалăх улма-çырла туса илетпĕр. Нÿхрепре çуркуннечченех аван упранаççĕ кĕрхи сортсем. Çулла пулакан панулмине тураса типĕтетпĕр. Компот, кукăль епле аван пулать типĕтнĕ çимĕçрен.

Пахчасене пĕлсе йĕркелесен кирек кам та тулăх çимĕç туса илме пултаратех. Çуркуннехи ĕçсем пуçланнипе пурне те саламлатăп.

Эльвира ИВАНОВА калаçнă.

l Екатерина Трушкова ывăлĕсемпе.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.