«Улталаннă пайçăсем», лифтсăр çуртсем…

17 Авăн, 2018

Нумай хутлă çуртăн никĕсне те яман-ха — пулас чылай хваттерĕн хуçи пур та ĕнтĕ. Юлашки çулсенче пайçăсен укçи-тенкине явăçтарса нумай ĕç турĕç.
Шел, пурнăçра пĕтĕмпех шухăшласа-палăртса хунă пек кал-кал пымасть. Строительство организацийĕсен тĕлĕшпе те кăлтăк сиксе тухать. Ĕçе шантарнă вăхăтра вĕçлеме тĕрлĕ сăлтав чăрмантарать кăна мар, çынсене шăнман пăр çине лартса яма хăтланакан та тупăнать. «Улталаннă пайçăсем» текен ăнлав та пушă вырăнта çуралман.
Кун пек чухне, паллах, пайçăсем хăйсем те йĕркесĕрлĕх çинчен систереççĕ, яваплă органсем те тĕлĕрсе лармаççĕ — ятарлă тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Акă Ленин район прокуратури те пайçăсем хутшăннипе пыракан строительство ыйтăвĕсене куçран вĕçертмест. Паян хулан ку районĕнче пайçăсен укçи-тенкипе усă курса хăпаракан 8 обћектра ĕçсем палăртнинчен юлса пыраççĕ. Б.Хмельницкий урамĕнче «СУОР» ООО тата Петров урамĕнче «ГУКС» АО хăпартакан çуртсен строительстви кая юлса пырать. Хмельницкий урамĕнчи 5-мĕш çуртра шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ-ха, анчах вĕсем те вăраха кайнă.
Ултав çулĕ çинче тăнă строительство организацийĕсене те вăхăтра палăртаççĕ. Сăмахран, 9-мĕш Пилĕк çуллăх урамĕнчи 22-мĕш çурт строительствине вĕçленĕ май «Гарант» компани пайçăсене 1 тăваткал метр хакĕ 35 пин тенке çитнине шута илсе хуçасен укçа хушса тÿлемеллине палăртнă. Çав вăхăтрах суд çынсем хваттерсемшĕн туллин тÿлесе татнă тесе çирĕплетнĕ.
«Стройтрест-7» вара ĕçе пуçăнма ирĕк илмесĕрех строительство валли лапам хатĕрлеме тытăннă. Çĕрĕ харпăрлăхра-ха — нимĕн те калаймăн, анчах саккун ĕçе урăхла йĕркелеме ыйтать.
«Стандарт» организаци те Ярмăркка урамĕнче çурт хăпартма палăртнă. Пĕр çынпа лешĕ пая кĕни çинчен килĕшÿ те алă пуснă. Хваттерлĕ пулас кăмăлли укçан пĕр пайне — 400 пин тенкĕ — тÿлесе те хунă. Анчах обществăна çурт хăпартма ирĕк паман.
Прокуратура строительство кашни организацийĕпех пайçăсен умĕнчи гражданла тивĕçне туллин те яваплăн пурнăçламалли çинчен килĕшÿ алă пустарать. Ĕçе пахалăхлă та вăхăтра пурнăçлама шантараççĕ ертÿçĕсем. Çапах та саккуна пăснă йĕркесĕрлĕх çук мар.
Прокуратурăн «СУОР» общество тĕлĕшпе ыйту чылай. «Садовый» микрорайонти 19-мĕш позицири çурта пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнчех туса пĕтерме шантарнă килĕшÿре. Строительство ĕçне вара кăçалхи çу уйăхĕчченех тăснă. Анчах та пайçăсене кун пирки пĕлтермен иккен. 17 тата 18-мĕш позицисенчи çуртсенче пурăнма тĕллев лартнă çынсене те килĕшÿри хăш-пĕр услови улшăнасса унта палăртнă пек икĕ уйăх маларах пĕлтермен. Çакă вара потребительсен правине пăсни пулать. Асăрханă çитменлĕхсене сирсе тивĕçлисене явап тыттарнă. Малалла вулас...

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.