Упăшкинчен тарса - лавккана

5 Çу, 2015

Хĕл кунĕнче ял урамĕпе сехри хăпнă хĕрарăм чупать. Ун хыççăн - çĕçĕ тытнă арçын. Хăй çиелти тумтирсĕрех, урине те атă тăхăнман. Хĕрарăма вĕлерессипе хăратать...

Çакнашкал ÿкерчĕке пĕр-пĕр триллерта кăна курма пулать тесе шутласа илтĕр-тĕк - йăнăшатăр. Чăнласах çапла пулнă - Тăвай районĕнче. Çав кун 54 çулти Владимир Антонов мăшăрне тапăннă, çĕçĕпе хăратнă. Унпа хут уйăрттармасăрах пурăнакан хĕрарăм урама тухса тарма ĕлкĕрнĕ. Арçын та унран юлман. Çапах мăшăрĕ лавккана чупса çитме ĕлкĕрнĕ. Сутуçă мĕн пулса иртнине хăвăрт тавçăрнă, мĕскĕне лавккана кĕртнĕ те алăка питĕрсе илнĕ.

Антоновăн вара кунашкалли маларах та, кайран та пулнă. Иртнĕ çулхи сентябрьте ÿсĕрскер хĕрарăма хĕненĕ. Тепрехинче мăшăрне ăс памашкăн пиçиххипе усă курнă та - тăхипе çапса пуçне вăйлах амантнă. Кĕскен калас-тăк - хĕрарăм патак тутине астивсех тăнă. Çавна май уголовлă ĕç пуçарни - Владимир хăтланăвĕсен тивĕçлĕ кăтартăвĕ.

Следстви вăхăтĕнче тата судра Антонов айăпне йышăнса ÿкĕнчĕ. Пĕтĕмпех ĕçке пула имĕш. Çавăнпа ĕçме пăрахмашкăн та шантарчĕ, уголовлă ĕçе уйрăм йĕркепе тишкерме /кун пек чух яваплăх çемçерех пулать/ ыйтрĕ. Суд унăн ирĕклĕхне çулталăк та 5 уйăхлăха виçеллĕ тумалли приговор палăртрĕ. Явап тытмалли йĕркене пăсрĕ, суд палăртнă тивĕçсене пурнăçламарĕ-тĕк - ăна колоние ăсатма пултараççĕ.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ.

Рубрика: