Ӳсĕрнĕ хыççăн алă çумалла

14 Нарăс, 2015

Раççейĕпех, çав шутра пирĕн республикăра та, юлашки вăхăтра ОРВИ тата грипп чирĕсемпе аптăракансен йышĕ ӳссех пырать. Вирус инфекцийĕ уйрăмах ачасене, çав йышра тин çуралнисене те, хăвăртах лекме пултарать.

«Грипп тата ОРВИ вирусĕ тĕрлĕрен. Лаборатори тĕрĕслевĕ кăна тĕрĕс пĕтĕмлетӳ тума пулăшать. Тĕслĕхрен, грипп 50 тĕрлĕ вирусне тупса палăртнă», - ăнлантарать республикăри Роспотребнадзорăн тĕп специалисчĕ Александр Баранкин.

«Чир ерсен пепкене пĕччен хăвармалла мар. Ăна стационара вырттарма сĕнсен - ан хирĕçлĕр. ОРВИпе чирлĕ ачана килтех тухтăр сĕнĕвĕсене шута илсе сиплемелле. Ăна шурçырли, лимон, хура хурлăхан морсĕ, хăмла çырли варенийĕпе чей, кĕлетке температурине чакаракан, шăк хăвалакан курăк шывĕ ĕçтермелле» - тет ЧР сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ Лариса Ногтева педиатр.

Енчен те пепке хытах чирлесен /алли-ури ăшăнмасан, ӳчĕ шуралсан, кĕлетке температурине чакаракан препаратсем пулăшмасан/ пĕр тăхтамасăр тухтăра чĕнме сĕнет вăл. Типĕ ӳслĕк аптăратсан, сывлăш пӳлĕнсен те хăвăртрах сывлăх сыхлавçипе çыхăнмалла.

«Грипп вирусĕсем çав тери хăвăрт йышланаççĕ. Кĕске вăхăтрах сывлав çулĕн лăймака сийĕ сиенленет те бактерисем организма хавшатма пуçлаççĕ. Çулсерен грипп вирусĕн çĕнĕ варианчĕсем çынсене шар кăтартаççĕ.

Грипа пула ӳпке шыçма пултарать. Çавăнпах çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлас хăрушлăх пысăк. Хăлха, пыр чирĕсем аптăратма пултараççĕ. Чĕрепе юн тымар, нерв тытăмĕсене те усал витĕм кӳрет вăл», - асăрхаттараççĕ республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем.

Профилактика çинчен пĕр самантлăха та манмалла мар.

«Килтен тухнă чухне сăмсана е оксолин маçĕ, е ятарлă бальзам, е бор вазелинĕ сĕрмелле. Çавна пула вирус сывлав çулне лекичченех вилет.

Лаванда, эрĕм ути, шур чăрăш /пихта/ çăвĕпе йĕпетнĕ тутăр та чир ересрен сыхлать. Вăхăтăн-вăхăтăн çак тутăр шăршине сывласа илмелле. Çав курăк çăвĕсем те микробсене пĕтереççĕ.

Чир сарăлнă вăхăтра пĕлĕшсемпе, юлташсемпе ыталашма, чуптума тăхтамалла. Чирлĕ çынсемпе май пур таран сахалрах хутшăнмалла.

Çавнашкалах антиоксидантсемпе пуян напиток иммунитета çирĕплетет. Ирхине выçăлла апельсин е грейпфрут сĕткенĕ ĕçни усăллă. Каçхине суханлă, ыхраллă салат çимелле.

Кĕлетке температури хăпарсан, ӳслĕк аптăратсан, пыр шыçсан килтен те тухмалла мар. Ӳсĕрнĕ, сунасланă хыççăн алла супăньпе çумалла», - сĕнеççĕ республикăри Роспотребнадзор ĕçченĕсем.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ пулăшнипе эпидеми сезонĕ пуçланиччен грипа хирĕç вакцина хатĕрлеççĕ. Тухтăрсем чир сарăличчен сахалтан та 2-3 эрне маларах прививка тума сĕнеççĕ. 6 уйăхран аслăрах ачасене, шала кайнă чирсемпе нушаланакан аслă ăру çыннисене, медицина ĕçченĕсене, вĕрентекенсене, студентсене, халăхпа ĕçлекенсене уйрăмах вирус хăвăртах ерме пултарать. Çавăнпах вĕсене вакцинăпа усă курма ыйтаççĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.