Усламшăн нефть магистральне те шăтараççĕ

Республика урлă нефть тата газ магистралĕсем темиçе те иртеççĕ. Трубопроводсен çĕр айĕпе мар, çиелтен иртекен уçă сыпăкĕсем пур – вĕсем вăрăсене илĕртни вăрттăнлăх мар. Çапах пысăк пусăмлă магистральсенчен топливо вăрланипе çыхăннă сĕмсĕр тĕслĕхсем Чăваш Енре нумай çул пулман. Темиçе кун каялла вара, чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Куславкка районĕнчи Кунер ялĕ патĕнче такамсем магистрале шăтарса унти нефте юхтарса илме хатĕрленнине тупса палăртнă.

Çакăн çинчен промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов пĕлтерчĕ. Вăл аса илнĕ тăрăх, кунашкалли Чăваш Енре 2007 çулта пулнă. Ун чухне Хусан, Украина тата Канаш çыннисенчен йĕркеленнĕ ушкăн трубопроводран автоцистернăсемпех дизтопливо вăрланă. Вĕсене тупса палăртнă, уголовлă майпа айăпланă. Ку хутĕнче магистрале камсем куç хывнине палăртман-ха – тĕпчев пырать. Бензин е солярка пулнă тăк — такам та хапсăнĕ, ку тĕслĕхре вара нефть вăрлама хатĕрленнĕ /тен, вăрланă та пуль/, çавна май, Андрей Анатольевич шучĕпе, Тутарстан çынни-сем хăтланма пултарнă.
Пĕтĕмĕшле илсен вара республикăри топливо рынокĕнче паян лару-тăру йĕркеллĕ. Çакна Росстандартăн Чăваш Енри инспекцийĕн пуçлăхĕ Надежда Салдакова та çирĕплетрĕ. Инспекци тĕрĕслевсене çине-çинех йĕркелет. Кăçал тата пĕлтĕр АЗСсенче пахалăхсăр бензин-солярка сутнă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларман. Унашкаллисене 2015 çулта нумай тупса палăртнă. Ун чухне çак сферăра çивĕчлĕх пуррине кура Владимир Путин хăй тивĕçлĕ хушусем панă та — тĕрĕслев ĕçне Генпрокуратура та хутшăннă, йĕркене пăсакансене тупса явап тыттарнă. Çав вăхăтрах Надежда Галиановна инспекци халь планпа пăхнă тĕрĕслевсем йĕркелеме пултарайманнине те палăртрĕ. Çынсем çăхавпа килсен кăна АЗСсенче планпа пăхман тĕрĕслевсем йĕркелеме пултараççĕ, саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртманни çакăнпа та çыхăннă-тăр.
Бензин-солярка тĕлĕшпе ыйтусем çукки ытти енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллине пĕлтермест. Автотранспорт валли кирлĕ ытти шĕвек контрафакт пулнине темиçе те тупса палăртнă. Паллă брендсемпех пахалăхсăр суя мотор çăвĕ сутнă тĕслĕхсене тăрă шыв çине кăларнă. Пĕр çын вара ултавлă майпа «тупнă» шĕветнĕ газ сутса полици куçĕ тĕлне пулнă — явап тытĕ.
Ларура çавăн пекех суя тата пахалăхсăр эмел препарачĕсенчен сыхланассипе çыхăннă лару-тăрăва хакларĕç. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, Чăваш Енре медицина препарачĕсен рынокĕнчи укçа çаврăнăшĕ питĕ пысăк — çулталăкра 7-7,5 миллиард тенкĕлĕх. Çавна май медицина препарачĕсем сутассинче саккуна пăсса услам тăвас текенсем те çук мар. Чăн та, Федерацин сывлăх сыхлавĕн сферинчи надзор службин республикăри органĕн ертÿçи Татьяна Аносова каланă тăрăх, республикăра фальсификат шутланакан эмелсем сутнине 2006 çултанпах тупса палăртман. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.