Валерий ЯКОВЛЕВ: «Куракан хĕлхемĕ вăй парать»

25 Юпа, 2014

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн пултарулăх ертÿçи, СССР халăх артисчĕ, Раççей тата Чăваш Патшалăх премийĕсен лауреачĕ Валерий Яковлев 75 çул тултарчĕ. Кашни тĕл пулмассерен чĕлхе пуянлăхĕпе, анлă тавра курăмĕпе, чун илемĕпе тыткăнлать вăл. Унпа калаçса тăранма çук. Хальхинче те, ĕçтешĕсем чăтăмсăр кĕтсе тăнине пăхмасăрах, ун çинчен тата ытларах пĕлес килчĕ.

- Валерий Николаевич, çак кунсенче сире тăван тăрăхра ентешсем уйрăммăн саламларĕç. Çуралнă района тăтăш кайса çÿреме май килет-и?

- Шел те, халĕ сайра хутра кăна. Анне пурăннă чухне час-часах çÿреттĕмĕр. Çуралса ÿснĕ кил-çурт пушă ларать. Çапах та ăна Луиза аппа сăнаса-пăхса тăрать. Асăнмалăх пултăр тесе атте - 100, хам 70 çул тултарнă тĕле анкартинче парк йĕркелеме палăртрăмăр. Шăмăршă район ертÿçи Валерий Фадеев тăрăшнипе ял-йышпа, шкул ачисемпе пĕрле 300 ытла йывăç лартрăмăр. Анчах ун чухне шăрăха пула нумайăшĕ вăй илеймесĕрех типрĕ. Кăçал каллех Валерий Петрович пулăшнипе 100 ытла хунав лартса хăвартăмăр.

Пÿрт пушă пулсан та йĕри-тавралăх чĕрĕ. Çавăнпах унта чун туртать. Çимĕкре асăнма каймасăр юлман.

Пăшăрхантараканни татах та пур. Эпĕ Виçпÿрт Шăмăршăри çичĕ класлă шкулта вĕреннĕ. Кайран пирĕн ялта та тăхăр класлă шкул уçрĕç. Юлашки çулсенче ачасем сахалланса юлни директорпа учительсене те, ял-йыша та, мана та кулянтарать.

Хам çуралнă района çителĕклĕ таран пулăшса пырас килет. Шкул, ял библиотекисене 100-шер, 200-шер кĕнеке парнеленĕ.

Пирĕн ялта чиркÿ çуртĕнче клуб уçнăччĕ. Çакăнта чиркÿ çĕнĕрен хута ярас ĕçе те хутшăнтăм. Çылăхăм та пур. Вăрçă хыççăн укçа пулман. Çавăнпах кино е спектакль кăтартасса пĕлсен ачасемпе пĕрле темиçе сехет маларах форточкăран кĕрсе сцена йывăç урайĕ айне выртаттăмăр. Кайран тухнă ĕнтĕ. Çавăнтанпах сцена - алтарьпе танах.

Мускавра вĕреннĕ вăхăтра каникула тăван яла килсен спектакльсем лартаттăм. Учительсене те, колхоз ертÿçисене те хутшăнтарнă. Алтарь вырăнĕнчи сцена çинче юрланă та, ташланă та.

Юбилей каçне кайсан та чиркĕве кĕрсе тухрăм. Çывăх çынсен ячĕпе çурта лартрăм. Пачăшкăпа паллашрăм. Масар çине кĕрсе несĕлсене асăнтăмăр.

- Сирĕн ĕç кунĕ мĕнрен пуçланать?

- Эпĕ театртан аякрах пурăнмастăп. Ĕçе пĕр 3-4 çухрăм çуран утатăп. Артистсем киличчен 1 сехет маларах çитсе тĕрлĕ ĕç пурнăçлассине йăлана кĕртнĕ.

Пĕтĕм пурнăç театрта иртет. Тĕрĕссипе, куллен 13-14-шар сехет ĕçленĕ. Унсăр пуçне общество ĕçне нумай пурнăçланă. Республикăри театрсен ушкăнĕн ертÿçинче 10 çул тăрăшнă, 2 хутчен депутата суйланнă, президиум членĕ пулнă. Çав вăхăтрах 100 ытла концерт йĕркеленĕ. Тĕслĕхрен, йăхташăмăрсем патĕнче литературăпа искусство кунĕсем, республикăра юбилейсем, Акатуй... ирттернĕ. Пысăк йыша явăçтарнă. Аслă Çĕнтерÿ 35 çул çитнине халалланă уяври хорта 9 пин çын юрланăччĕ.

- Эсир "режиссер - кĕтÿç" тетĕр...

- Вырăс театрĕн реформаторĕ Немирович-Данченко çавăн пек каланă: "Режиссер вăл - ăнлантаракан, йĕркелекен, вĕрентекен". Уйăхĕ-уйăхĕпе шухăшласа çÿрени çын куçне курăнмасть. Залра ларакансенчен 80 проценчĕ режиссер кам иккенне, мĕн ĕç тунине пĕлмест те пулĕ тетĕп. Чаршав уçăлсан артистсем, декораци курăнать-çке.

- Театрта çирĕпленнĕ йăла-йĕрке çинчен пĕлес килет.

- Унчченхи йăла-йĕркене тытса пынисĕр пуçне çĕннине кĕртнинче манăн тÿпе те пур пуль тесе шухăшлатăп. Режиссер ĕçĕ пирки каласан, манăн тивĕç - чăваш халăхĕн илемне, чĕлхине упраса хăварасси, унсăр пуçне Европа театрĕн эстетикипе хамăрăн куракана паллаштарасси. Çакă пурнăç çинчен шухăшлама май парать.

Пирĕнччен пултаруллă ăру ĕçленĕ. Максимов-Кошкинский, Ырзем, Ургалкин, Алексеев, Родионов, Шорникова, Долгова... Пурне асăнса та пĕтереймĕн. Вĕсене асра тытманни эпир хамăрăн несĕле маннипе пĕрех. Эпĕ, сăмахран, хамăрăн йăх тымарне 350 çул таранччен пĕлетĕп.

Артистсенчен чылайăшĕ хăйсен юбилейне халăхпа пĕрле паллă тăвасшăнах мар. Ирĕксĕрлесе тенĕ пек уява хатĕрлентернĕ вĕсене. "Сире мар тăк чăваш театрне, куракана кирлĕ çакă", - ăнлантаратăп ĕçтешĕмсене.

Пирĕнтен уйрăлса кайнă артистсен вил тăприсене тирпейлесе тăрассине те театр хăйĕн çине илнĕ. Çакăншăн никам та кăкăр çапмасть.

Эпир пурте театр институтĕнче пĕлÿ илнĕ. "Театр вăл - çемье" идеологипе вĕрентсе кăларнă пире. Кил-йыш туйăмĕ сĕвĕрĕлсен театр пĕтет. Кашнин хăйĕн кăмăлĕ, çапах та эпир пĕр чăмăр пулма тăрăшатпăр. Ку та - пурнăç, ĕç йĕрки.

- Чыс-хисеп çĕнсе илмешкĕн мĕн пулăшнă-ши?

- Каллех кил патне таврăнмалла. Кашни пулăмăн хăйĕн йĕрки-курки пур. Мĕн те пулин сиктерсе хăварсан çемье телейсĕр пулать.

Манăн анне питĕ çепĕç чĕлхеллĕччĕ. Çынна алăк патĕнче тăратман, сĕтел хушшине лартса чей ĕçтермесĕр кăларса яман. Çакна курса вĕренсе пынă. Франци философĕ, çыравçи Жан-Поль Сартр калашле, пултарулăх çынни ачалăхра асра юлнине ĕмĕр тăршшĕпех ăшĕнчен кăлармасть.

Пуян чĕлхеллĕ писательсене вуласа ÿснĕ. Чăвашла таса калаçакансемпе хутшăннă. Театрта та Ухсай, Артемьев, Хусанкай, Уяр, Илпек... чĕлхине упрасшăн.

- Çапах та эсир артист, режиссер ĕçне суйламан тăк хăш çул-йĕрпе утнă пулăттăр?

- Ялта кинопа спектакль курмасăр юлман. 6-мĕш класа çитиччен кирек хăш уявра та туртса кăларсах ташлаттаратчĕç. Кайран, аслă классенче, халăх умне вĕренпе сĕтĕрсе кăларма та май килмен - вăтанма пуçланă. Пур пĕрех çак илем патне пĕчĕкренех туртăннă.

Радио та, çутă та, çул та пулман. Институтра вĕреннĕ чухне Канаша çити тракторпа килеттĕмĕр.

Юлташсемпе пĕрле радиоприемник турăмăр. "Пионерская правда" хаçатран чертеж ыйтса илнĕччĕ. Эпĕ ас тăвасса, юрă-кĕвĕ итлеттĕмĕр. Темле çавăнта "дирижер" сăмах тухрĕ. Вăл кам иккенне пĕлмен. Çапах та дирижер пулма шухăшласа хунă.

Вĕреннĕ чухне шкул хорĕ пурччĕ. Шупашкарти фестивале эпĕ те тăватă арçын ачапа пĕрле хĕсĕнсе килтĕм. Аннене, икĕ аппана пĕлтерсе театр институтне кĕмешкĕн экзамен тытма юлтăм. Ун чухне пĕрремĕш хут рояль курни асра.

Экзамен вăхăтĕнче хулăнрах сасăпа Денисовăн "Тальянкка" юррине шăрантартăм. Лайăх юрланă пулмалла. Ватăрах арçын мана кăчăк туртса чĕнчĕ. "Миçере-ха эс?" - тет. "Вун улттăра", - хуравларăм. Вăл Иоаким Максимов-Кошкинский пулнă-мĕн. Кайран Мускава командировкăна кайсассăн хăна çуртне вырнаçайманран вĕсен килĕнче çĕр каçнăччĕ.

- Паян мĕн хавхалантарать?

- Театр - çак самантра пулса иртекен искусство. Вăл пĕтет тесе 100 çул та каланă. Ун вырăнне кино, Интернет йышăнать имĕш. Халăх пурăнсассăн, унăн чĕлхи упранса юлсассăн театр та пулать.

Залран хăват килнине, çын хĕлхемĕ ăшăтнине туйни вăй парать. Хăй вăхăтĕнче 2-3 уйăх малтан билет илни те пулнă. Спектакле халăх сахал çÿренине те чăтса ирттернĕ.

Сцена ăстисен пултарулăхĕ кураканăн чунне витеретех. Театра сайра килнишĕн ÿкĕннине илтетĕп. Самана чун хавалне аркатнине спектакль урлă сăнлани витĕмлĕ. "Камит кăтартăр-ха", - ыйтакан та пур. Çапах куççуль кăларакан спектакльсен вăйĕ ытларах. Вĕсем чуна ларса юлаççĕ.

Ватă çынсем те телефонпа шăнкăравлаççĕ. "Ĕлĕкхи спектакльсене мĕншĕн телевизорпа кăтартмастăр?" - ÿпкелешеççĕ. Апла тăк артистсен вăййи тата театр вăйĕ çынсене кирлĕ.

- Çитес вăхăтра куракансене мĕнле ĕçсемпе тыткăнлама палăртатăр?

- Вăй çитнĕ таран спектакльсем лартас килет. Сăмса каçăртмасăр каласассăн - вĕсенчен чылайăшĕ тивĕçлĕ шайра пулса тухрĕç. Чăваш драматургĕсем сĕнекен пьесăсене, тĕслĕхрен, авторпа пĕрле улшăнусем кĕртнĕ, унтан тин сцена çине кăларнă.

Кĕçех Константин Иванов çулталăкĕ пуçланĕ. Хăй вăхăтĕнче "Нарспи" спектакль лартнă-ха. Халĕ республикăра икĕ "Нарспи": пĕрне - Оперăпа балет театрĕнче, теприне филармонире кăтартаççĕ. Хăй вăхăтĕнче мана "Нарспи" ларттарас тесе парти обкомне те чĕннĕ. Анчах поэзи шайлă пьеса çуккипе килĕшмен. Унсăр пуçне манăн Нарспипе Сетнере Нина Григорьевăпа Алексей Ургалкина выляттарас килетчĕ. Анчах вĕсем пĕр ăрури çынсем мар. Манăн шухăшпа, Константин Иванов "Нарспие" курнă пулсассăн шăпах Нина Григорьевăна йышăнĕччĕ. Çак сăлтава пула эпир урăх пьеса суйласа илтĕмĕр. "Константин Иванов" ятлă вăл. Ăна Максимов-Кошкинский çырнă. Ку спектакле театрта икĕ хутчен лартнă. Кунти ыйтусем паян та çивĕч.

Марина Карягинăн "Куккуклă сехет", Владислав Николаевăн "Пихампар чунĕ манра" ĕçĕсене куракан патне çитересшĕн.

Михаил Лермонтовăн "Маскарадне" лартма 30 çул ĕмĕтленсе пурăнтăм. Çакăн тавра Геннадий Айхипе те калаçнăччĕ. Анчах манăн Арбенин сăнарĕнче каллех Алексей Ургалкина курас килетчĕ. Вăл ун чухне 60-а çитнĕ - выляма пултараймасть.

Антон Чеховăн пьесисене тĕкĕнеймен. Вăл маншăн - чи юратнă драматург. Тĕлĕнмелле черчен, чĕнтĕр витĕр курăнакан сăнарсене уçма çăмăл мар. Чехова ăнланакан, пĕрешкел шухăшлакан артистсем кирлĕ. Çапах "Чайка" пьесине лартма ĕмĕтленетĕп.

- Эсир 1961 çултанпа театрта ĕçлетĕр. Ертÿçĕ тилхепине 35 çул тытса пыратăр. Вăхăт иртнĕçемĕн ĕçлеме çăмăлланса пынă-и е йывăртарах пулнă-и?

- Йывăртарах пуль. Мĕншĕн тесен ĕлĕкрех вăй нумай пулнă. Çулталăкне çĕнĕ 4 спектакль кăларнă. Çав вăхăтрах концерт программисемпе ĕçленĕ.

Самана, ăру улшăнса пыни сисĕнет. Çамрăксем çăмăл пурнăçпа пурăнасшăн.

Çапах та этем - этемех, унăн чунĕ пур. Маншăн ĕçе куракан хак пани нимрен хаклă. "Мунча кунĕ" спектакль хыççăн хыçалти ретри пĕр хĕрарăм тăнă та: "Эпир те тасалтăмăр", - тесе кăшкăрнă. Çакă - чи çÿллĕ шайри хак.

"Вĕçкĕн Ваççан çиччĕмĕш арăмĕ" спектакльпе Мускава гастроле кайнăччĕ. Нина Григорьева ватăлса çитнĕ амăшне вылятчĕ. "Çитес вăхăтрах анне патне яла каятпăр", - хыпăнса ÿкрĕç Мускаври чăвашсем. Апла тăк театрăн вăйĕ пур.

Кĕçнерни кун Валерий Яковлев 75 çул тултарнине халалласа вăл лартнă спектакльсен фестивалĕ пуçланчĕ. Çавăн чухнех ăна республика ертÿлĕхĕпе ĕçтешĕсем саламларĕç. Куракансем "Праски кинеми мăнукне авлантарать", "Ялта" ĕçсемпе паллашрĕç ĕнтĕ. Çавнашкалах "Укçа чул кастарать", "Вĕçсе иртеççĕ кайăксем", "Хурлăхлă хурама сасси", "Албена юратăвĕ", "Мунча кунĕ" спектакльсем пулĕç.

"Шăпана ÿпкелеместĕп"

Валерий Николаевичпа Нина Михайловна 54 çул пĕрле пурăнаççĕ. Икĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем. Куç тулли мăнукĕсемпе йăпанаççĕ.

"Кил хуçи кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ. Отпускра кăна тинĕс хĕрринче пĕрле канаттăмăр. Ачасем ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхне ăша хывса, ĕçченлĕхне курса ÿсрĕç. Вĕсем хăйсен çулне тупнă ĕнтĕ.

Мăшăрăм ĕçе те, киле те çав тери юратать. Апат тиркемест. Яшка пулсан ăна урăх нимĕн те кирлĕ мар. Килте вăрçăнса курман.

Театрта кăна мана ыттисенчен ытларах та лекет. Унта эпир упăшкапа арăм мар, режиссерпа артист-çке.

Шăпана нимшĕн те ÿпкелеместĕп. Эпĕ пур енĕпе те телейлĕ", - чунне уçать Раççей халăх артистки Нина Яковлева.

Çĕнтерÿ тути

Ертÿçĕ çинчен артистсенчен тĕплĕнрех никам та каласа кăтартаймĕ.

Сергей ИВАНОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ:

- Валерий Николаевич мана Мускава вĕренме ямашкăн суйласа илнĕ. Шăхасанта тĕл пулнăччĕ унпа. Çавăнпах вăл маншăн - атте те, асатте те, унсăр пуçне театрти чи сумлă çын, чи лайăх режиссерсенчен пĕри.

Салтакран килсен Валерий Николаевичпа ĕçлеме çав тери йывăр пек туйăннăччĕ. Унашкал çирĕп ыйтнине урăх ниçта та тĕл пулман-ха та. Кайран спектакльте выляма çăмăл - çакна ăнланса илни пур йывăрлăха та çĕнтерме пулăшрĕ. Вăл тĕплĕ ĕçленине кура кашни сăнар хаклă пулса тухать.

Геннадий МЕДВЕДЕВ, Чăваш халăх артисчĕ:

- Валерий Николаевич - тĕлĕнмелле вăйлă ертÿçĕ. Вăл - 3-4 планпа пурăнакан çын. Малашне мĕн пулассине йăлт курса-пĕлсе тăрать. Театрта вăл пĕлмен ĕç çук. Монтировщик ĕçĕнчен пуçласа костюм çĕлени таранчченех пăхса тăрать. Сĕнÿсем парать.

1990 çулта Раççейри чи лайăх театрсем Орел хулине фестивале пуçтарăннăччĕ. Çав йышра наци театрĕсенчен эпир кăна пулнă. Пурне те хыçа хăварса çĕнтерÿпе таврăнтăмăр. Çавăнтанпа фестивальсен эпопейи пуçланса кайрĕ. Нумай чухне Валерий Николаевичăн спектаклĕсем çĕнтерсе пыраççĕ.

Страницăна Марина ТУМАЛАНОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.