«Вăрттăн вырăнта» ярса тытнă

21 Авăн, 2017

18-ти тата 19 çулти каччăсем Шупашкарти пĕр «вăрттăн вырăнтан» тепĕр арçын хурса хăварнă 55 грамм гашиша илнĕ те тепĕр кунхине йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен аллине лекнĕ. Ку кăçалхи çу уйăхĕнче пулнă.

Çамрăксем «вăрттăн вырăна» наркохутăш хурса хăварнă çынпа интернет урлă çыхăннă. Каччăсем хăйсем те Çĕнĕ Шупашкарти пĕр çурт умĕнче 1 грамм наркотик пытарса хăварнă. Çак хулара пурăнаканскерсене шăпах çав самантра ярса тытнă та. Полицейскисем пĕр кач¬чăн хваттерне тĕрĕслесен 54 грамм ытла гашиш тупнă. Çамрăксем ăна сутма хатĕрленнĕ.

Саккун вĕсене пуçран шăлман. Нумаях пулмасть çамрăксем тĕлĕшпе приговор янăранă: Çĕнĕ Шупашкар хулин сучĕ пĕрне — 8, теприне 5 çуллăха кирпĕч шутлама ăсатнă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.