«Ватлăх, ан васка»

29 Юпа, 2019

Çапла ят панă юбилей каçне СССР халăх артисчĕ, Раççей, Чăваш Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçи Валерий Яковлев иртнĕ эрнекун тăван театрĕнче йĕркеленĕскере.

Мероприятие Валерий Николаевич çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Уяв каçне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Михаил Васильевич фойере йĕркеленĕ куравсемпе паллашрĕ, хăнасемпе курнăçрĕ. Акă, сăмахран, Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕн директорĕ Ильфир Якупов пирĕн республика ертÿçине çапла пĕлтерчĕ: «Эпир пĕр-пĕринпе туслă пурăнатпăр, час-часах курнăçатпăр, спектакльсемпе тухса çÿретпĕр. Çавна май республика ертÿлĕхĕ хăйсен театрĕсене пулăшса пынине хамăр курса ĕненетпĕр».
Михаил Игнатьев юбиляра саламланă май çак шухăша палăртрĕ: «Эсир хăвăрăн кун-çулăра тăван театрпа çыхăнтарнă. Сире Чăваш Енре кăна мар, ун тулашĕнче те питĕ лайăх пĕлеççĕ, юратаççĕ, — терĕ. — Халăх Чăваш театрне çÿреме юратать. Кунта çуралнă туйăмсене нимĕнле укçапа та туянма çук. Валерий Николаевич, тавах сире, сирĕн ĕçтешĕрсене. Сирĕн спектакльсем чун-чĕрене ăшă, канлĕх кÿреççĕ, ырра усалтан уйăрма пулăшаççĕ, туслă пурăнма вĕрентеççĕ». Вăл Валерий Яковлева IV степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа на-градăларĕ. Ун пирки нумаях пулмасть Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушу кăларнăччĕ.
Юбиляра саламлакансем татах пулчĕç: ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Шăмăршă районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, ыттисем. Раççей халăх артисчĕ, СССР Патшалăх премийĕсен лауреачĕ, РФ Театр деятелĕсен союзĕн председателĕ Александр Калягин видеосалам янă. Малалла вулас...

Надежда СМИРНОВА. Cap.ru căн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.