Вăйрах, вăйрах сăмах ахахĕ! Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче

22 Раштав, 2015

Наци библиотекинче «Вулакан Чăваш Ен» форум иртрĕ. Ăна Раççейре литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ хупăннине халалланă. Форума Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Ун умĕн Наци библиотекин çĕнĕ корпусĕн лапамĕнче З.М.Таланцевпа 19-мĕш ĕмĕрти ытти мецената хисеп туса асăну композицийĕ уçрĕç.

Çакна палăртса хăвармалла: Таланцевсем вулавăшсене нумай пулăшнă, кĕнеке, хаçат кăларас ĕçе аталантарма нухрат уйăрнă. Хăй вăхăтĕнче «Хыпар» хаçат кăларма та кĕмĕл панă. Тата çакă та паллă: Таланцевсем Етĕрне библиотекине парнеленĕ 7 пин ытла том 1954 çулта Чăваш Республикин тĕп вулавăшне пуянлатнă. Çак произведенисем Наци библиотекин сайра тĕл пулакан тата уйрăмах пĕлтерĕшлĕ кăларăмсен пайĕнче упранаççĕ.

Зиновий Таланцевăн мрамор бюсчĕн авторĕ - Владимир Нагорнов. Ăна Леонид Белов хăйĕн укçипе хатĕрленĕ. Сăмах май, ун вăйĕпе ку таранччен 12 палăк лартнă.

Литература тата Константин Иванов çулталăкĕ патне таврăнса çакна каламалла: асăннă пулăм литературăпа кăсăкланассине, вулав культурине ÿстерессине самай çĕклерĕ. Иккĕленÿ çук: çĕр-çĕр, пин-пин çын классиксен чи лайăх произведенийĕсене алла тытма, халиччен вуламан кĕнекесемпе паллашма вăхăт тупрĕç пулĕ. Çакăн хыççăн Раççей каллех чи нумай вулакан çĕршывсен йышне кĕрессе шанатпăр.

Константин Иванов çулталăкĕ асăннă поэтăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмине тепĕр хут анлăн пропагандăланипе çыхăнчĕ тенĕ пулăттăм. «Нарспие» вулатпăр» проект чăннипех çулталăкри халăх проекчĕ пулса тăчĕ. Вăл чăвашла çеç мар, вырăсла, çавăн пекех тĕнчери халăхсен чĕлхисемпе янăрарĕ.

ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев форумăн пленарлă ларăвне хутшăннисене Литературăпа Культура çулталăкĕсенче пурнăçланă ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Константин Геннадиевич шухăшĕпе килĕшмелле: литература çынсене çыхăнтарать, шухăшлава аталантарать, туйăма вăйлатать...

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чăн-чăн пултаруллă çынсем историре хăйсен ятне, ĕçне хăварнине палăртрĕ. «Чĕлхе, истори, культура, ăс-хакăл пахалăхĕсемпе халăх йăли-йĕркисем этемлĕхĕн никĕсĕсен никĕсĕ пулса тăраççĕ. Çакна республикăра пурăнакансем лайăх ăнланаççĕ. Литература çулталăкĕ наци культурипе йăли-йĕркисене тарăнрах тĕпчеме пулăшĕ. Паянхи çăмăл мар лару-тăрура та культура пахалăхĕсем малти вырăнта», - терĕ. Михаил Васильевич пĕлтернĕ тăрăх - республикăра Литература, Константин Иванов çулталăкне ăнăçлă ирттернĕ: 5600 мероприяти йĕркеленĕ, унта 211 пин ытла çын хутшăннă. Библиотекăсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ 50 яхăн проекта пурнăçа кĕртнĕ. Çитес çулсенче Чăваш Енĕн яллă вырăнĕсенче 50 культура учрежденийĕ тумалла, вĕсенчен виççĕшне çитес çул çĕклеме пуçламалла. Михаил Игнатьев шухăшĕпе - Литература çулталăкĕ вĕçленме пултараймасть. Кĕнеке çынпа яланах юнашар. Вăл Чăваш кĕнеке издательстви ячĕпе те ырă сăмах каларĕ: 2015 çулта издательство социаллă пĕлтерĕшлĕ 129 кĕнеке кăларнă.

Форума республика Пуçлăхĕ пушă алăпа килмен. Çак кун культура тытăмĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Йĕпреç районĕн администрацийĕн архив секторĕн ертÿçи Венера Ласточкина, Муркаш районĕнчи Анаткас ял вулавăшĕн ертÿçи Галина Андреева «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕç.

Библиотека ĕçне аталантарнăшăн тата ачасен хушшинче вулав культурине çĕклес тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсемшĕн Çĕнĕ Шупашкарти Юрий Гагарин ячĕллĕ тĕп библиотекăн пай ертÿçине Ольга Федотовăна тата ачасен писательне Александр Захватова /Мускав/ Тав çырăвĕпе чысларĕ.

ЧР Культура министерстви кăçал Константин Иванова тата унăн пултарулăхне халалласа илемлĕ произведенисен регионсен хушшинчи конкурсне ирттернĕччĕ. Форумра унăн çĕнтерÿçисене те чысларĕç. Конкурсăн виççĕмĕш степень Дипломне тата 10 пин тенкĕ илме тивĕçнине ĕнентерекен сертификата «Ивановпа калаçни» произведенишĕн Александр Егоров предприниматель тивĕçрĕ, иккĕмĕш степень Дипломпа 15 пин тенкĕ илме тивĕçнине ĕнентерекен сертификата «Вĕрентекенпе вĕренекенĕсем» хайлавшăн «РЕСО-Гарантия» АО специалистне Александр Михайлова пачĕç.

Культура çулталăкĕнче ырă йăла - культура учрежденийĕсене автомобиль уççи парнелесси - çуралнăччĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Михаил Игнатьев республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекин директорне Тамара Григорьевăна тата Чăваш патшалăх пукане театрĕн директорне Елизавета Абрамовăна автомобиль уççисем пачĕ.

Литература çулталăкĕ вĕçленчĕ, анчах та кулленех алла кĕнеке тытсан литературăн тĕлĕнмелле тĕнчине уçăпăр. Литература çулталăкне Раççей кино çулталăкĕ ылмаштарĕ, Чăваш Енре 2016 çул Ĕç çынни çулталăкĕпе те палăрĕ.

Форум малалла секцисене пайланса ĕçлерĕ. Çак йĕркесен авторĕ «Аваллăх управçисем тата калем ăстисем: литераторсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ архив докуменчĕсенче» «çавра сĕтеле» хутшăнчĕ.

ЧР патшалăх истори архивĕн директорĕ Галина Ертмакова ертсе пычĕ ăна. Республика тулашĕнчен килсе çитнĕ хăнасем те - Санкт-Петербургри «Альт-Софт» ООО генеральнăй директорĕн çумĕ Татьяна Мерсадыкова, Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕн директорĕн çумĕ Галина Романова, унти пай пуçлăхĕ, пирĕн ентеш Роза Макарова - пулчĕç. Хамăрăннисенчен филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Юрий Артемьев литературовед тата критик, Раиса Сарпи поэтпа Анатолий Кибеч писатель хутшăнчĕç.

Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Роза Макарова Ульяновск облаçĕнчи архивра упранакан, Константин Ивановпа çыхăннă документсен копийĕсене илсе килнĕ. Вĕсенчен пĕри - ентешĕмĕре 1909 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче панă свидетельство. Вăл - Константин Иванов ялсенчи икĕ класлă училищесенче вĕрентме пултарнине ĕнентерекен документ.

Литература çулталăкĕ хупăннине халалланă форума çавăн пекех Мускавран килнĕ хăнасем - ача-пăча çыравçисем Александр Захватов, Сергей Георгиев хутшăнчĕç.

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.