Вĕсем пуррипе вучах хĕмленет

9 Авăн, 2014

Кашни районтах ыттисенчен мĕнпе те пулин палăрса тăракан ялсем пур. Куславкка районĕнчи хамăрăн Кунер ялĕ мĕнпе мухтанма пултарать-ши тесе шухăшласан тÿрех культура çурчĕ пуçа килчĕ. Совет самани вĕçлениччен хăтласа лартнăскер паян кĕрлесе кăна тăрать тесен те тĕрĕсех. 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе йышăннăран кунта ĕçлекенсем кăçал пушшех пуçаруллă пулни сисĕнет. Календарьти кашни праçник ячĕпех концерт йĕркелеççĕ. Шупашкартан килнĕ артистсене те ку яхăнта час-часах курма май килчĕ. Республикăн тĕп хулине хуçалăхри ĕçсенчен хăпайманран йăпăр-япăрах çитейместпĕр те - хамăр пата килнĕ хăнасене итлеме-курма ерçÿ тупатпăрах.

Ялта культура вучахĕ сÿнменни унăн аталанăвĕшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çакна ăнланса вучаха хĕмлентерессине хăйсен тивĕçĕ пек йышăнаççĕ вырăнти клуб ĕçченĕсем. Любовь Алексеевнăпа Борис Яковлевич Федоровсем тăрăшнипе Кунерте виçĕ çул каялла "Сударушка" пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленчĕ. Паян унăн йышĕнче - юрра-ташша хапăл тăвакан 12 çын. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канура. Акă Анна Львовăпа Ника Родионова 70-тен те иртнĕ. Пушă вăхăтра чун киленĕçĕ кунта тупнăшăн хĕпĕртеççĕ кăна вĕсем.

Ушкăнăн юрри-ташшине кирек хăçан та ял-йыш хапăлласа йышăнать. Вăл кăна та мар: "Сударушка" хăйĕн пултарулăхĕпе кÿршĕ районсене тухса çÿрет, Тутарстанăн хăш-пĕр хутлăхне те çитсе курчĕ. "Татах килĕр, хаваспах кĕтсе илĕпĕр!" - тăтăшах çак сăмахсемпе ăсатаççĕ вĕсене тĕрлĕ кĕтесри куракансем. Ушкăнăн тав хучĕсен пухмачĕ хулăнлансах пырать.

Чунтан парăнса ĕçленин çимĕçĕ кăна çапла ăнăçлă пулаять. Маттурлăхĕшĕн Федоровсене тав сăмахĕ калас килет. Пур енĕпе те килĕшÿллĕ мăшăр хăйсем юратакан ĕçпе ыттисене те хĕмлентерме пултарни чăннипех пархатарлă.

Елена БЫРКИНА.

Куславкка районĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.