Виç Мария

16 Пуш, 2020

1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче совет çарĕ тăшмана хирĕç кĕрешсе паттăрлăх кăтартрĕ. Хăрушă çав вăрçăра пирĕн çарсенче арçын салтаксемпе юнашар хĕр-хĕрарăм та çапăçнă. Черчен те çепĕç чунлăскерсен паттăрлăхĕ, хăрушлăхпа çухатусене тÿссе ирттерни нихăçан та асран тухас çук. Вĕсем çĕнтерĕве çывхартнă. Вĕсен ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытар.

Зенитчица

Мария Миронова-Степанова Тутарстанри Алексеевски районĕн Чăваш Майни ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта, Адамри çамрăк коммунистсен шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Сушилкăпа çĕр улми типĕтнĕ, çурлапа тырă вырнă, вăрман каснă. Иваново тăрăхне торф кăларма кайсан ури шăннипе чĕрнисем ÿкнĕ. Ялта чухне пĕррехинче çуркунне Марьепе тусĕсене хулана аш леçме янă. Таврăннă кун хутсене майлаштарнă май вăл юлташĕсенчен тăрса юлнă. Вăл çаврăнса çитнĕ çĕре çырмана шыв тулнă. Хĕр ишсе каçма шухăшланă. Çынсем вĕрен ывăтса парсан хирĕç çыран çинчен ял енне ишсе каçнă.
Çамрăксемпе пĕрле хĕр каçсерен вăййа тухнă. Сасси янăравлă пулнă Марьен. Хулăн икĕ çивĕчĕ 17-ри хĕре илем кÿнĕ.
Вăрçă пуçлансан чăваш хĕрĕшĕн йывăрлăхсене чăтса ирттерес тапхăр пуçланнă. 1943 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче хĕр вăрçа тухса кайнă. Пÿлер районĕн çар комиссарĕ салтаксене Хусана çитиччен ăсатнă. Паром çинче Мария Хырĕшне ялĕн хĕрĕпе паллашнă. Вĕсем вăрçăра та пĕрле пулнă. Çар ĕçне вĕсене Шупашкарта вĕрентнĕ. Телефонист тивĕçĕсене пурнăçлама, тĕл пеме, суран çыхма вĕреннĕ пулас салтак хĕрсем. Марийăна зенит-артиллери полкĕн 1872 чаçне çирĕплетнĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче присяга йышăннă хĕр. Рокоссовский генерал ертсе пыракан Çурçĕр Украина фронтĕнче зенитчица пулса тăшмана хирĕç çапăçнă вăл. Польшăра пысăк кĕперсене нимĕçсенчен сыхланă.
— Тăшмансен самолечĕ çывхарнине курсан персе ÿкереттĕмĕр, парашютисчĕсене пĕрерĕн «шĕкĕлчеттĕмĕр». Нимĕçсен парашют пурçăнĕнчен кофтăсем çĕлеттĕмĕр. Çав çи-пуçа тăхăнса салтаксене концерт лартса параттăмăр, — аса илетчĕ Мария.
Вăрçăра çапăçакан кашни салтака ашшĕ- амăшĕ сывă таврăнасса кĕтет. Ватă ашшĕ Мирун Кĕркурийĕ Марье патне фронта çыру çырса янă: «Кÿршĕ ялти хĕр вăрçăран ача йăтса таврăннă. Хĕрĕм, эсĕ те çапла тусан сана савăнса йышăнăттăмăр — пуçу сывă юлĕ». Мария ашшĕне çапла хуравланă: «Атте-анне, ман çинчен начаррине ан шухăшлăр, çав намăса ĕмĕр чунра уприччен хаяр тăшманпа çапăçса паттăрсен вилĕмĕпе вилетĕп». Вăрçă çулĕсенче те хĕр упраç хăйне тирпейлĕ тытсан чысне никам та тăпăлтарса илеймест текен шухăша çирĕплетнĕ.
Мария Миронова 1945 çулхи çурла уйăхĕнче орден-медаль çакса таврăннă. Мĕн тери тунсăхланă вăл тăван ялшăн! Ача чухне кăмпана, çырлана çÿрени, Çарăмсанра шыва кĕни, çамрăксен вăййи, уявĕ вăрçă хирĕнче те асран тухман. Хаяр тăшманпа Тăван çĕршывăн, тăван ял ирĕклĕхĕшĕн çапăçнă вăл.
Ял вырмана тухнă. Мария та халăхпа пĕрле мирлĕ ĕçе васканă. Ял канашĕнче ĕçленĕ чухне тĕрĕс марлăхпа пайтах кĕрешме тивнĕ унăн. «Эпĕ Гитлертан та хăраман, сирĕнтен хăрамастăп!» — тенĕ вăл услапсене.
1946 çулта Ишельел каччине Николай Степанова качча тухнă Мария. 8 ача — 6 хĕрпе 2 ывăл — çитĕнтернĕ мăшăр. Шел, аслă ывăлĕ Витя 14 çула çитсен колхоз ĕçĕнче сарăмсăр вилнĕ. Тепĕр ывăлĕ Геннадий Афганистан вăрçинче пулнă, унтан таврăнсан Чистайри милици уйрăмĕнче тăрăшнă, подполковник званине тивĕçнĕ.
1980 çулта Канаш ялĕнче пурăннă Степановсем Чистай хулине пурăнма куçнă. Хĕрĕсем Римма, Нина, Людмила, Алевтина, Зоя, Александра амăшне хывнă — ĕçчен, пултаруллă, хастар.
Мария Григорьевна 76-а çитсен, 2001 çулта, çĕре кĕнĕ. Ăна Канаш ялĕн масарне пытарнă.
— Тирпее юратакан ĕçчен çынччĕ. Сусăр мăшăрне те, 8 ачине те типтерлĕ, яка тумпа çÿрететчĕ. Ырă кăмăллă, яланах çынна пулăшма тăрăшакан, çирĕп чун-чĕреллĕ, правур çынччĕ, — аса илет паттăр хунямăшне Мария Степановăна Нина Иосифовна.
Мария Григорьевнăна Рокоссовский генералăн Тав хучĕпе, «Германие çĕнтернĕшĕн» орденпа, II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, юбилей медалĕсемпе чысланă. Чăваш Майни хăйĕн паттăр хĕрне ĕмĕр асра тытать.

Радистка

1941 çулта Германи пирĕн çĕршыва вăрă-хурахла тапăнсан Алексеевски районĕнчи Чăваш Майнинчи пĕр çемьерен икĕ хĕр — Дария /1921 çулта çуралнă/ тата Мария /1923 çулта çуралнă/ Бикуловăсем фронта тухса кайнă. Асли Бикулова- Кошкина снайпер пулса чапа тухнă. Çемьере Дария тесе чĕннĕ ăна. Паспорт илме кайсан пĕве кĕнĕ хĕрĕн документне йăнăшпа Мария тесе çырса хунă. Çапла вăрçăра хĕр Мария ятпа çÿренĕ. Кĕçĕн Мария иккĕре чухне вĕсен амăшĕ чирлесе вилнĕ. Ашшĕ Алексей тепĕр хут авланнă. Вĕсен Люксапа /Александра/ тата Коля, Павел, Лиза çуралнă. Тарьепе Марьене ама çури амăшĕ хăйĕн ачисем пекех пăхнă. Вăрçăччен Тарье Ленинград хулинче ĕçлесе пурăннă. Кĕçĕн Мария Емелькино ялне Николай Мельникова качча тухнă. Вăрçă пуçлансан çамрăк мăшăр, пин-пин совет салтакĕ пекех, Тăван çĕршывшăн çапăçма тухса кайнă. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн Мария çапăçу çулĕпе малалла утнă. Днепр çинче пынă тытăçу çинчен çывăх тăванне Евдокия Бикуловăна çапла каласа панă вăл:
— Питĕ хĕрÿ çапăçу пычĕ. Днепр юн тĕслĕ хĕп-хĕрлĕ пулчĕ. Çавăнта хам сывă юлма пултарнăран тĕлĕнеттĕм. «Киле сывă таврăнатăп-ха эппин», — тесе шухăшлаттăм.
Мария вăрçă çулĕпе Прагăна, Будапешта çитнĕ. Çĕнтерÿ хыççăн çур çултан вăл тăван тăрăха таврăннă. Фронтра пулнă Тимофей Софоновпа çемье çавăрнă. Пилĕк ача ÿстернĕскерсен 11 мăнук çитĕннĕ. Асламăшне, кукамăшне ырăпа аса илеççĕ вĕсем.
Мария Алексеевна Бикулова-Софонова Ÿсельел ялĕнче колхозра вăй хунă. Унăн ячĕ тăтăшах Хисеп хăми çинче пулнă. Аксу ен паллă сăвăçи П.Гаврилов—Меречен ун çинчен «Сăваплă чун» поэма çырнă. 85 çула çитсен вăрçă ветеранĕ пирĕнтен уйрăлса кайнă.
Хăюллă ефрейтор Украина 2-мĕш фронтĕнчи 85-мĕш батальонра сывлăш-çар салтакĕсене сăнаса штаба пĕлтерсе тăнă. Радистра, разведчикра тăрăшнă. Унăн харсăрлăхĕ умĕнче пуç таятпăр.

Снайпер

Блокадăри Ленинградра диктор сасси янăраса кайнă: «Хулана хÿтĕлекенсене Çĕнĕ çулпа саламлатăп! Чапа тухнă стрелоксене Дьяченкăна, Антонова, Мария Кошкинăна хĕрÿллĕ салам!» Çапла, Тăван çĕршыв хăйĕн паттăрĕсене пĕлсе тăнă. Куллен 5-6 фашиста тĕп тăвакан Марийăна тăшмансем те аван пĕлнĕ. Тарăхса çитнĕскерсем унран хăранă та. Тĕл персе нимĕçсене тивертнĕ хĕре орден панине илтнĕскерсем кăшкăрнă: «Машка-Кошкăна пур пĕрех тытатпăр, ÿчĕ çинче çăлтăр касса кăларатпăр!» Юмахри паттăр майлах пулнă çав Мария Бикулова-Кошкина.
Çук, тытайман нимĕçсем ăна. «Нимĕçсем Ленинград хулине мăйкăч хурăм тăхăнтартрĕç. Юнпа пĕвенчĕ хула, нумай тÿсрĕ. Анчах çынсен чĕрисем гранит евĕр çирĕп шанчăкпа тапрĕç. Герой хула таврашĕнче 300 пин нимĕç салтакĕ вилнĕ, çĕр айĕнче — нимĕçсен хули», — тесе çырнă çар журналисчĕ Илья Эренбург. Чăваш Майнинче çуралса ÿснĕ Мария Бикуловăн тÿпи те пысăк çак çĕнтерÿре. 85 тăшмана леш тĕнчене ăсатнă вăл.
Мария, килти пек каласан Таруç, Чăваш Майни ялĕнче 1921 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, унтан Анат Кăтрата шкулĕсенче вĕреннĕ. 14 çулта колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Ÿссе çитсен Ле-нинградра пысăк çуртсем тунă çĕрте штукатур, маляр, столяр ĕçĕнче вăй хунă. Вăрçă пуçлансан хăйĕн ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çар ретне тăнă.
Малтанхи вăхăтра медсестра аманнă салтаксен сывлăхĕшĕн кĕрешнĕ. Ун хыççăн ятарлă шкулта пĕлÿ илнĕскер дивизири пĕрремĕш хĕр снайпер пулса тăнă. Тĕл перес ăсталăха алла илнĕ хĕр йывăрлăхсене парăнман. Чăн та, вăрçă хирĕнче унăн чылай тусĕ ÿксе юлнă. Мария хăй те темиçе хутчен аманнă, контузи те пулнă. Йывăр аманнă хĕре вăрçă хирĕнчен разведрота командирĕ Гаврилов лейтенант йăтса тухнă.
Ентешĕмĕр ятне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăр хĕр-хĕрарăмĕн йышĕнче ылтăн сас паллисемпе çырса хунă. Ăна «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа /1943 ç./, III степень Мухтав орденĕпе /1944 ç./ чысланă.
Бикуловăн мăшăрĕ вăрçă малтанхи кунĕсенчех пуç хунă. Мирлĕ вăхăтра Мария Мефодий Ткаличпа пĕрлешнĕ. Вĕсен ывăлпа хĕр çитĕннĕ. Вăрçă хыççăн Мария Ленинградри Киров ячĕллĕ комбинатра ĕçленĕ. Тăван ялне пĕрре мар килнĕ, анчах орденсене çакман. «Мĕншĕн çакмастăн?» — ыйтнă унран ентешсем. «Вăл орденсене мана çын вĕлернĕшĕн панă», — хуравланă Мария Бикулова-Кошкина. Çынлăх вышкайсăр пысăк туйăмĕ пытаннă çав сăмахсенче.
Паллă художник В.Серов Мария Бикулова-Кошкинăна ÿкернĕ. Çĕлĕклĕ, шурă кĕске кĕрĕклĕ хĕрĕн аллинче — снайпер винтовки. Çав портрет Свердловск хулин музейĕнче упранать. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лидия УГАХИНА, Тутарстан.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.