Выртан чул айĕнче шыв юхмасть

4 Ака, 2018

Куславкка тăрăхĕнче лайăх ĕçлесе пыракан фермерсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Хурамалти Леонид Жигарев.

Çăтмах вырăнта

Асăннă тăрăх çăтмахра вырнаçнă тейĕн: юнашарах вăрман кашласа ларать, Атăл, Энĕш юхан шывĕсем сарăлса выртаççĕ. Илемлĕ вырăн çынна илĕртет. Ахальтен-им кунта хупăнса ларакан çурт сахал.
— Тăван ене ытараймасăр ялта юлтăм. Эпир çемьере улттăн çитĕннĕ. Пурте ку тăрăхрах тымар янă. Халĕ ялта та хуларинчен кая мар пурăнаççĕ: пÿрте пăрăх тăрăх шыв кĕрет, газ çунать, урамра такăр çул. Ĕç кăна пултăр, — терĕ Леонид Жигарев. — Тăвансем юнашар пулни мана та вăй-хăват парса тăрать.
Леонид Альбертович — нумай ачаллă ашшĕ. Асли, Александр, çар çынни. Хулара пурăнать пулсан та чун-чĕри ялах туртать-мĕн. Ашшĕ ăна тĕп киле хăварасшăн. Хăй кĕçĕн ачисемпе Мушарти икĕ хутлă кермене пурăнма куçнă. Кунтах унăн производство обĕекчĕсем вырнаçнă.
— Дашăпа Максим шкула çÿреççĕ. Йĕкĕрешсем, Людăпа Люба, икĕ çулта çеç-ха, — паллаштарчĕ çемйипе арçын. — Ял тăрăхĕ пысăк. Шел, садик çук. Куславккана илсе çÿреме тивет- ши? Çулĕ çывăх мар, 10 километр ытла. Тахçан юнашарти Елчĕкре те садик пулнă-ха, кайран хупрĕç. Пирĕн тăрăхра вара çамрăк сахал мар.

Патак икĕ вĕçлĕ

Ĕлĕкрех «Волга» совхоз республикăри пуян хуçалăхсенчен пĕри шутланнă. Кунта хăмла, пахча çимĕç çитĕнтернĕ, пулă ĕрчетнĕ.
— Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан «Волгăна» вырнаçрăм. Инженер- механикра ĕçлеме тытăнтăм. Çĕршыври пăтрашу тапхăрĕнче пирĕн совхозран ултă хуçалăх йĕркелерĕç. Мана пĕр вăхăт Мушарти хуçалăха та ертсе пыма тÿр килчĕ. Пĕччен хулă хуçăлать тенĕ. Уйрăлса тухнă организацисем майĕпен хупăнса пĕтрĕç. Миллионер совхоз тĕппипе арканчĕ. Çыхнă шăпăра салатнăн туйăнчĕ.
Ĕçсĕр юлнă хыççăн тĕрлĕ çĕрте вăй хутăм. Унччен çĕр уйăрса паманран хушма, фермер хуçалăхĕсене аталантарма йывăрччĕ. Çемьене, пĕчĕк ачасене пăрахса аякка каяс килмерĕ. Çĕр ыйтăвне татса панă хыççăн 2006 çулта тинех фермер /хресчен/ хуçалăхне йĕркелерĕм. Кредитпа пĕрремĕш трактор туянтăм. Халĕ техника паркĕнче тăватă трактор: Т-150, МТЗсем, ТД-75. Унсăр пуçне груз турттармалли машинăсем, ытти техника та пур. Тăваттăмĕшне кăçал туянтăмăр. Кивĕрех пулин те аван ĕçлет. Нумай пулмасть çĕнĕ культиватор, пĕрĕхтеркĕч илтĕмĕр. Паян вĕсемсĕр алă-урасăр çын пекех. Укçа тĕлĕшпе хĕсĕк пулсан та ял хуçалăх техникине çĕнетмеллех. Шанăç ытларах ун çинче, — терĕ Леонид Жигарев.
Малтанах çĕр улми — 1, купăста 0,1 гектар çинче туса илнĕ. Майĕпен çĕр лаптăкĕ хушăнсах пынă. Çавна май ĕç калăпăшĕ те ÿснĕ. Хальхи вăхăтра 25 гектар çинче купăста, çĕр улми çитĕнтерет. Иртнĕ çул 0,60 гектар хăяр та лартса пăхнă. Панкрута тухнă хуçалăхăн производство обĕектне илсе управ тунă вăл. Халĕ унта 300 тонна ытла купăста упрама пулать.
— Ун пекки татах кирлĕ. Акă управ çукран çĕр улмине кĕркуннех сутрăмăр. Халĕ хакланчĕ вăл, анчах сутлăх хăвараймарăмăр, — сăмахлать фермер. — Вăрлăха бурта хыватпăр. Унта 60-70 тонна кĕрет.
Çĕр çинче ĕçлекенĕн кашни пусĕ çичĕ хут тар тăкса кĕрет. Хăш чухне тăрăшса вăй хунине, тăкакланине çанталăк сая ярать.
— Иртнĕ çул 12 гектар çĕр улми лартнăччĕ. Унăн лаптăкĕ Энĕш юхан шыв хĕрринче вырнаçнă. Çăвĕпех çумăр лÿшкенĕрен ана шыв айне пулчĕ. Çĕр улми — 3, купăста 5 гектар çинче çĕрсе пĕтрĕç. Страхламанран çĕр улмишĕн саплаштармарĕç, купăсташăн субсиди кăштах илтĕм. Çапах ытти лаптăкра гектар пуçне 250 центнер ытла çĕр улми тухрĕ.
П и р ĕ н т ă р ă х р а ç ы р м а - çатраллă, сăртлă вырăн чылай. Тырă сăрт çинче çитĕнет-ха, пахча çимĕç вара пулмасть. Çавăнпа лаптăксем юхан шыв хĕрринче. Çу шăрăх килсен насуспа шăварма та меллĕ. Çумăрлă çанталăк тухăçсăр та хăварать. Патак икĕ вĕçлĕ тенĕ. Кунта та çаплах. Нÿрĕк вырăнта хăяр çитĕнтерме аван. Кăçал унăн лаптăкне 1 гектара çитересшĕн.

Çуракине — тăвансемпе

Пĕлтĕр фермер пахча çимĕçе вырăнта тирпейлессине те йĕркеленĕ. Хăяр, купăста тăварласа сутма тытăннă. Хатĕр продукцие упрама ятарлă вырăн та тунă.  Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.