Ялхуçалăх паттăрĕсене халалланă

10 Раштав, 2014

Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки» ярăмпа «Работники сельского хозяйства» кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Кăларăм ăслăлăх редакторĕ, ялхуçалăх ăслăлăхĕсен докторĕ А.И.Кузнецов профессор çырнă «Çăкăртан асли çук» умсăмахпа уçăлать.

«Республикăри ялхуçалăхĕнче çĕршер пин уй-хирпе ферма ĕçченĕ вăй хурать, - палăртать вăл. - Нумайăшĕн ĕçри ырă опычĕ халăх хушшинче анлăн сарăлнă. Шел, вĕсен ячĕ-хушамачĕсене пĕр кĕнекене вырнаçтарса пĕтерме май çук ĕнтĕ. Çавăнпа ку кăларăма ялхуçалăх производствин чи паллă ĕçченĕсем çинчен çырнă 32 очерк кĕнĕ...»

Лайăх та илемлĕ кĕнеке, кирлĕ кĕнеке. Тÿрех каламалла, очерксен геройĕсем пурте ялти хресченсен ывăлĕ-хĕрĕ. Очерксенчен çурри ытла колхоз председателĕсем çинчен. Пурте расна вĕсем, хăйне евĕр, хресчен чунне витĕр ăнланаççĕ. Пурин умĕнче те ултавсăр т.рĕ чунлă. «Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз председателĕ А.П.Айдак, сăмахран, питĕ сăпайлă (А.М.Кряжинов. «Шăтрĕç вăрăсем»). Вăл нихçан та кăкăр çинче орден-медаль çакса ç.ремен, наградăсемпе сăн.керчĕк те тутарман, урхамах çинче - тархасшăн.

Муркаш районĕнчи «Знамя труда» колхоз председателĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ Евтихий Андреевич Андреев пурнăçра ялан хăйĕн хресченле тирпейлĕхĕпе палăрса тăнă (В.А.Иванова. «Хăй яваплă»). Вăл кĕлетри п.лмесенчи тырă пахалăхне тĕрĕслеме урари пушмакне хывса çарран кĕнĕ.

Вăрнар тăрăхĕнчи «Правда» колхоз председателĕн И.Ф.Кошкинăн перекетлĕх туйăмĕ пĕтĕм района тĕлĕнтернĕ (М.А.Васильев. «Пултарулăхĕпе çĕнтернĕ»). Вăл çуркунне упранса юлнă улăм урисене çунтарма чарнă. Вĕсене пĕр çĕре пухса купаланă. 1972 çулта улăм урисен шучĕ 40 çитнĕ. Кайран вĕсем фермăсем витĕр тислĕк пулса уй-хире тухнă.

Исак Федорович ăслă-тăнлă сăмах ăсти пулнă. Аллине пĕр хут татки тытмасăр районта докладсемпе отчетсем чăвашла тунă. Мĕн тери илемлĕ каларăшсемпе усă курнă тата!

Çавăн пекех кăларăмра 1932-1937 çулсенче Чăваш АССР çĕр ĕç комиссарĕ пулнă А.В.Васильев, 1950-1956 çулсенче Чăваш АССР ялхуçалăх министрĕнче ĕçленĕ Г.А.Мартынов, 1990 çулсен пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Агропромышленноç комитечĕн председателĕнче вăй хунă В.А. Агафонов çинчен çырнă очерксем пичетленнĕ. Ялхуçалăх производствинче пысăк çитĕн.сем тунă механизаторсем, фермăпа уй-хир ĕçченĕсем çинчен çырнă очерксем те сахал мар. Патшалăх вĕсенчен нумайăшĕн ĕçне пысăка хурса хакланă - Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă.

Паллă та хисеплĕ ятсем хушшинче - Улатăр тăрăхĕнчи А.В.Лçнин, С.А.Шлябин, Патăрьел районĕнчи М.Г.Долгов, Н.В.Каргин, В.А.Никитин, Вăрмар районĕнчи С.Л.Лукин, Вăрнар районĕнчи С.К.Коротков, В.И.Романов, Канаш районĕнчи В.В.Долгов, Йĕпреç енчи А.Г.Шордеев, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи А.Д.Смалайкин, Пăрачкав районĕнчи К.А.Волков, В.М.Чулков, Елчĕк тăрăхĕнчи И.Я.Денисов, В.В.Зайцев, Шăмăршă районĕнчи В.П.Кошкин тата ыттисем.

Чăваш Енри ялхуçалăх производствинче хĕрарăмсен ырми-канми ĕçĕ-хĕлĕ паллă вырăн йышăнать. Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Е.А.Беликова, Елчĕк районĕнчи «Победа» колхоз агрономĕнчен республикăри ялхуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ таран .снĕ Социализмла Ĕç Геройĕ Е.И.Васильева, Канаш районĕнчи «Мотор» колхозри доярка, Социализмла Ĕç Геройĕ В.Д.Дмитриева, Канаш районĕнчи «Путь Ленина» колхозри комплекслă бригада бригадирĕ, Социализмла Ĕç Геройĕ М.З.Зиновьева, Вăрмар районĕнчи Шăплат ялĕнче çуралнă, Кострома облаçĕнчи «Караваево» совхозра дояркăра ĕçлесе Социализмла Ĕç Геройĕн ятне тивĕçнĕ, каярахпа Кострома патшалăх ялхуçалăх академийĕн профессорĕ таран .снĕ К.В.Петрова çинчен çырнă очерксем уйрăмах интереслĕ вуланаççĕ.

Çĕр тăрăх ирĕклĕн утса ç.рекен çын - телейлĕ. Çĕр ырлăхĕшĕн пĕтĕм вăя парса ĕçлекен çын çĕр хут телейлĕрех...

Кăларăма 170 ытла иллюстраципе илемлетнĕ. Кĕнекене В.Н.Алексеев редактор пухса хатĕрленĕ.

Герман Желтухин.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.