Ялсен хăтлăхĕшĕн, çынсен ырлăхĕшĕн

30 Ака, 2015

Муркаш районĕнчи Юнкă ял тăрăхĕнче Валерий Фомина пĕлмен çын çуках-тăр. Сакăр ялти кашни ватă-вĕтĕпе тĕлпулса кулленхи пурнăçĕпе, ĕçĕпе, вĕренĕвĕпе паллашнă, пăшăрханăвне чĕри витĕр кăларса пĕрле пайланă, кирлĕ чухне пулăшнă, тепĕр чухне тĕрĕс вĕрентсе хытăрах та каланă пулĕ. Анчах ăна куншăн никам та кÿренмен. Валерий Витальевич ял-йышра ырă ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ. Манпа тĕлпулма хаваспах килĕшрĕ, ял тăрăхĕ 2014 çула пур енĕпе те ăнăçлă вĕçленине палăртрĕ. Хыснана налукран тупăш 1594 пин тенкĕ /ÿсĕм - 15%/ кĕнĕ. Унпа перекетлĕ усă курнă.

- Тĕп тĕллевсенчен пĕри - çынсен пурнăçне лайăхлатасси. Пĕлтĕр 6 заявлени пăхса тухрăмăр, пурне те пурăнмалли вырăна çĕнетекенсен черетне тăратрăмăр, - терĕ В.Фомин. - Çамрăк çемьесенчен - Николай Илугин, çамрăк специалистсенчен Елена Шурнеева социаллă тÿлеве тивĕçрĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.