Яшсемпе хĕрсем вăй виçеççĕ

30 Чÿк, 2013

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пирĕн республикăра кире пуканĕ йăтакансен «Коммунизм ялавĕ» /«Хыпар»/ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир ирттерме пуçласан Чăваш Енри пуçламăш професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче вĕренекенсен спартакиадин программине тимĕр вăййине юратакансен ăмăртăвне кĕртрĕç.

Çавăн хыççăн кире пуканĕн спорчĕ хăш-пĕр училищĕре лайăх аталанма пуçларĕ. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче Шупашкарти 8 тата 18-мĕш училищисен студенчĕсем Алексей Темяшкинпа Валерий Ильин республика тата «Раççей çамрăклăхĕ» физкультурăпа спорт обществин чемпионĕ ятне тивĕçрĕç, «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ турнирсенче темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăнчĕç, СССР спорт мастерĕ пулса тăчĕç. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн каялла кире пуканĕ йăтаканĕсен спортне аталантарас тĕлĕшпе Шупашкарти 18-мĕш училищĕн физвоспитани уйрăмĕн ертÿçи, ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ Владимир Ласточкин тата Канашри 17-мĕш училищĕн директорĕ Владимир Понихидкин уйрăмах лайăх ĕçлерĕç.

Юлашки çулсенче республикăри чылай вĕренÿ заведенийĕнче пысăк улшăнусем пулчĕç. Шупашкарти электромеханика техникумĕ, сăмахран, Шупашкарти 1 тата 19-мĕш училищĕсемпе пĕрлешсе колледж ятне тивĕçрĕ. Çавна май республикăри Вĕренÿ тата Спорт министерствисен йышăнăвĕсемпе килĕшÿллĕн кăçалхи вĕренÿ çулĕнче техникумсенче, колледжсемпе училищĕсенче вĕренекенсен республикăри I спартакиадине ирттереççĕ. Пĕтĕм Раççейри XXX турнирĕччен тимĕр вăййине юратакан яшсемпе хĕрсен ăмăртăвне чи малтан йĕркелерĕç.

Ăмăртура çĕре яхăн спортсмен /15 команда/ вăй виçрĕ. Çивĕч кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕн команди тухрĕ, спартакиадăн кубокне çĕнсе илчĕ. Хăйсен виçисенче унта вĕренекен Ирина Степанова, Николай Николаев тата Александр Куданов чи лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Çакна та палăртма кăмăллă, вун сакăр çулти спорт мастерĕн кандидачĕ Николай Николаев /сылтăмри/ 24 килограмлă икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 108 хут тĕртрĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 170 очко пухса турнирăн абсолютлă чемпионĕ ятне тивĕçрĕ.

Хĕрсем пĕр пăтлă /16 кг/ снарядсене çĕклессипе тупăшрĕç. Çивĕч кĕрешÿре çĕнтерÿçĕ команда чысне хÿтĕленĕ Вероника Павлова 93 очко пухрĕ, Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕн студенткин Анна Мышинăн - 94 очко. Аньăпа пĕрле вĕренекен Андрей Шашкин яшсен хушшинче çĕнтерчĕ.

Спартакиадăра çавăн пекех малти вырăнсене Канашри педагогика колледжĕнче, Патăрьелти 7-мĕш училищĕре, Шупашкарти машиностроени техникумĕнче вĕренекенсем йышăнчĕç. Раштав уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче вĕсем Кÿкеç поселокĕнчи «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче иртекен «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри юбилейлă турнирта ăмăртĕç.

Петр Сидоров.

Александр МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.