Яваплăхран хăтарнă

2 Ака, 2015

Канашри заводăн тĕп бухгалтерĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарни çинчен хыпар пулнăччĕ. Халь вара Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тĕпчекен иккĕмĕш пайĕ çав ĕçе пĕтерни çинчен пĕлтерчĕç. Мĕншĕн?

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн тĕп бухгалтер хăй ĕçлекен завода хушма хакран илекен налукран «хăтарнă» - 5 млн яхăн тенкĕлĕхех. Контрагентпа финанспа хуçалăх операцийĕсем пурнăçланине ĕнентерекен суя документсене тĕпе хурса налук енĕпе «вычет» çăмăллăхĕпе усă курнă. Пĕлсе тăрсах суя кăтартусене 2012 çулхи тăваттăмĕш кварталти налук декларацине кĕртнĕ.

Уголовлă ĕç пуçарнă хыççăн предприяти тÿлесе çитермен налуксене туллин татнă. Пеняпа штрафсене те тÿленĕ. Пĕтĕмпе хыснана 7,3 млн тенкĕ ытла хывнă. Çавна май следстви РФ УПК 28.1 статйине тĕпе хурса хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе вăл хăй ыйтнипе пĕтернĕ.

Сăмах май, кунашкалли - пирвайхи тĕслĕх мар. Маларах Вăрнар районĕн потребительсен обществин экс-ертÿçине те уголовлă яваплăхран хăтарнăччĕ. Ăна та организаци пĕтĕмпе 2,5 млн ытла тенкĕлĕх налук тÿлессинчен пăрăннă тесе шанмастчĕç. Уголовлă ĕç çуралнă хыççăн Вăрнар райповĕ налук парăмне туллин тÿлесе татнă. Çавăн пекех пеняпа штрафсене те тÿленĕ. Ку тĕслĕхре те организацин хăй вăхăтĕнче хывман налук виçинчен чылай ытларах тăкакланма тивнĕ - 4,7 млн ытла тенкĕ тÿленĕ. Çакăн хыççăн следователь уголовлă ĕçе пĕтермелли йышăну тунă.

Рубрика: