Йĕрке пĕрре: паха тата хăвăрт!

Чăваш Ен наци телевиденийĕ 3 çул çак йĕркене тĕпе хурса ĕçлет. «Çĕр хут илтиччен пĕр хут курнине нимĕн те çитмест», - теççĕ халăхра. Ку каларăша наци телевиденийĕн лозунгĕ тесех йышăнмалла.

Паллаштарар-ха «Самант» тусĕсене хамăр каналпа. Каласа памалли нумай - чăн сăмахăн суййи çук. Курни-илтни пирки калакан лозунга асра тытса сăн ÿкерчĕклĕ экскурси ирттерер, курăмлăрах пултăр.

Наци каналне цифра тытăмĕпе ĕçлекен оборудованипе тивĕçтерниех - пысăк кăтарту. Пирĕнни пек çĕнĕ ăрури техника хатĕрсем паян кунччен республикăра урăх никамăн та çук. Техника - фантастикăпа тан! Ансатрах каласан, камерăсем тÿрех флешка çине ÿкереççĕ, 1-2 минутрах материала монтаж компьютерне куçарма май пур. Ятарлă передатчик пулăшнипе çак самантра камера мĕн ÿкернине те тÿрех эфира кăларма нимĕн те мар. Çĕнĕ хыпарсене хăвăрт хатĕрлеме май парать ку.

«Республика» чăвашла тата вырăсла информаци кăларăмĕ кашни кунах тÿрĕ эфира тухать. Кăçалтан çĕнĕ хыпарсене тата хăш-пĕр кăларăмсене çĕн сĕмлетрĕмĕр: илтменнисем валли титрсем кăтартатпăр. Текст чупакан йĕркепе пырать.

Шупашкарта иртекен пĕлтерĕшлĕ мероприятисене килтен тухмасăрах курма май пуррине çынсем хăнăхрĕç ĕнтĕ. «Вĕршĕнсем» пилотаж ушкăнĕн вĕçевĕ, «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль, Олимпиада çулăмĕн эстафети - тата ытти ĕç-пуç Чăваш Ен наци телевиденийĕн тÿрĕ эфирĕнче пулчĕç.

Кулленхи ĕçсемсĕр пуçне Чăваш Ен наци телевиденийĕн ĕçченĕсем патшалăх органĕ­­сен сайтĕнчи видеохыпарсем валли уйрăм сюжетсем тăваççĕ.

Виçĕ çул каялла юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен наци телевиденийĕн пĕрремĕш передачи - «Республика» кăларăм иртрĕ. Кăçал вара юпа уйăхĕнче кăна эфира 43 премьера тухать. Хамăр вăйпа тунă кăларăмсем кунсерен 3 сехет йышăнаççĕ.

Пирĕн каналăн архивĕ республикăри театр­­сен, халăх тетарĕсен спектаклĕсемпе, тĕрлĕ концертсемпе пуянланать. Çакăнпа пĕрлех патшалăх телерадиокомпанийĕн архивĕнчи кăларăмсене, электронлă кинодокументаци архивĕнче упранакан чăвашла куçарнă паллă фильмсене те курма май пур.

Тĕп тĕллев - куракансен йышне ÿстересси. Паян Чăваш Ен наци телевиденине Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Канаш хулисенче, Тĕрлемесре, Сăнав, Кÿкеç, Вăрнар поселокĕсенче кураççĕ. Республикăри ытти пысăк ялсене сигнал илсе çитерес тĕлĕшпе те ĕçсем пыраççĕ. Наци телевиденийĕн кăларăмĕсене Интернетра - «Ростелеком» сечĕн IP-TV формачĕпе тата Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн сай­­­­тĕ­н­­че курма пулать.

Надежда ЯКОВЛЕВА

Надежда ЯКОВЛЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.