«Йĕркеллĕ арçын пулмасан нумай ача çуратăн-и?»

6 Нарăс, 2020

Пиллĕкмĕш ачине кĕтнĕ чухне Валентина Петрова Шупашкара больницăна УЗИ тума çул тытнă. «Çынсем ухмаха тухнă, пиллĕкмĕшне çуратаççĕ», — тухтăрсем çапла каланă хĕрарăма. «Сирĕн валли мар, хамăр вăя шанса çурататпăр», — хуравланă нумай ачаллă амăшĕ.

Ялта та хулари пек

«Хĕр шыраса пиллĕкмĕшне кун çути кăтартрăмăр», — терĕç Канаш районĕнчи Çĕньял ялĕнче пурăнакан Петровсем. Валентинăпа Вячеслав 18 çул каялла çемье çавăрнă. «Эпĕ Канаш хулинче суту-илÿ тытăмĕнче ĕçлеттĕм, вăл — чукун çул вокзалĕнче хуралçăра. Лавккана час-часах кĕретчĕ, çапла паллашрăмăр та», — аса илчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. 28 çулти яш 20-ри пикен кăмăлне хăвăртах çавăрнă, çывăхрах хутшăнма тытăннă. Вĕсем ытларах чухне Канашра тĕл пулнă. Вячеслав хĕр патне, Тăвай районĕнчи Çĕнçырма ялне, пĕрре пырса кайнă. Валентинăна питĕ тĕлĕнтернĕ ку. Çур çул та çÿремен — çураçма пынă. Амăшĕ хĕрĕ ытла ир качча тухнăшăн, хăйĕнчен аслăрах çынпа çемьеленме шухăшланăшăн ÿпкелемен. Пачах тепĕр май, пулас кĕрĕвне питĕ килĕштернĕ. «Çыпăçуллă, тăпăл-тăпăл арçын. Салтака кайса килнĕ тееймĕн, ытла çамрăк. Пурнăç çынни пулни тÿрех сисĕнет», — хакланă вăл Вячеслава. «Хамăн та качча тухас, курманнин часрах курас килнĕ пуль», — шÿтлерĕ иртнине аса илнĕ май кил ăшшин управçи. Туя чăваш йăли-йĕркипе кĕрлеттернĕ.
Çамрăк мăшăр пĕр вăхăт Канаш хулинче хваттер тара тытса пурăннă. Анчах иккĕшĕн те чунĕ яла туртнă, вĕсем Çĕньяла каялла таврăннă. Кăмăла пĕр япала çеç хуçнă: яла илсе çитерекен çул начар. Çынсем кашни кун тенĕ пек шăтăк-путăка саплама тухнă. Анчах ку вăхăтлăха кăна чăтнă. Унтанпа чылай çул иртнĕ пулин те ыйтăва халĕ те татса паман-ха.
Вячеславăн тĕп килĕнче пĕр вăхăт пурăннă хыççăн мăшăр уйрăлса тухма шухăшланă. «Хунямапа хуняçан тантăшĕпе, ăна хăйматлăх теттĕмĕр, Лидия Кирилловнăпа унăн килĕнче пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. Ачисем аякра пурăнаççĕ, вĕсем патне каяс темерĕ. Кинемее 9 çул пăхрăмăр, тăхăр çул каялла пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Валентина пĕрремĕш ачине çуратсан декрет отпускĕнче нумай ларман. Ывăлĕ Саша çулталăк та 2 уйăхра чухне ĕçе тухнă. Пĕчĕк ачине Лидия Кирилловна пăхнă. Вăлах, 70-тен иртнĕ пулсан та, Саша хыççăн çуралнă Максимпа, Артемпа ларнă. Çамрăк амăшĕ пĕр вăхăт страхлакан агентра тăрăшнă. Унтан ăна Çĕньялти клуба вырнаçма сĕннĕ. Унта 2004 çултанпах тăрăшать. Халĕ — декрет отпускĕнче. Ун вырăнне Екатерина Ананьева ĕçлет. Çапах Валентина пушă вăхăт тупăнсанах ăна пулăшма тăрăшать. Халĕ ав пĕрле спектакль лартма хатĕрленеççĕ.
Валентинăн мăшăрĕ Ханты-Манси тăрăхĕнчи Пыть-ях хулинче тăрăшать. Пĕр уйăх ĕçлесе пĕр уйăх канать. Хамăр тăрăхра пысăк шалуллă ĕç çукки ăна Çурçĕре илсе çитернĕ. «Халĕ чылай арçын çавнашкал тăрăшать, мăшăрăн пĕртăванĕсем те урăх регионсене çÿреççĕ», — шухăшне палăртрĕ Валентина Геннадьевна. Вăл пытармарĕ: пĕр уйăх сисĕнмесĕрех иртет, упăшки килте çуккине туйса та ĕлкĕреймест. Пысăк хуçалăхра /Петровсем выльăх нумай усраççĕ/ ĕçĕ пайтах, арçын алли кирлĕ мар-и? Валентина веçех хăех тума хăнăхнă, аслă ывăлĕсем амăшне яланах пулăшаççĕ. Çулла хиртен утă турттарса килмелле-и — ним мар мотоблок хускатса çула тухаççĕ. Килти юсав ĕçĕсене те 5 ача амăшĕ хăех пурнăçлать. Пĕррехинче мăшăрĕ таврăннă çĕре стенана «шĕвĕ обойпа» илемлетнĕ. «Уйрăлса тухнă чухне анне — ĕне, хуняма сурăх пачĕ. Çакăнтан выльăх-чĕрлĕх усрама тытăнтăмăр. Пĕчĕккĕн çурта пысăклатрăмăр, хуралтăсем çĕклерĕмĕр. Иккĕмĕш хута, унта çулла çывăрмалли пулать, хута яман-ха хальлĕхе», — пĕлтерчĕ 38 çулти Валентина.

Хĕр пулнине ĕненмен

Кил хуçи хĕрарăмĕ яланах пысăк çемье çинчен ĕмĕтленнĕ. Пĕчĕк чухне вăл: «Манăн мĕншĕн аппа е пичче çук-ши?» — шухăшланă. Асли пулнăран шăллĕне пăхнă. «Аттепе анне эпĕ кĕçĕн класра чухнех уйрăлчĕç. Анне пире пăхса ÿстерчĕ», — аса илчĕ Валентина Петрова. Тăватă çул каялла вăл çывăх çыннине яланлăхах çухатнă. Галина Григорьева усал шыççа çĕнтереймен. «Аннене яланах хĕр çуратма ĕмĕтленни пирки калаттăм. Вăлах манăн шухăша илтрĕ-тĕр, хĕрача ярса пачĕ пуль», — çапла шухăшлать хĕрарăм. Тăватă ывăл хыççăн тинех нумай çул кĕтнĕ Милена çут тĕнчене килнĕ. Арçын ачасем те лайăх-ха, амăшне урай çуса та пулăшаççĕ. Çапах кашни хĕрарăм хĕр пирки ĕмĕтленет мар-и? Валентина тĕллевне пурнăçланишĕн чунтан хĕпĕртет: «Йĕркеллĕ арçын пулмасан çавăн чухлĕ ача çуратăн-и? Слава эрех ĕçсе çапкаланса çÿремест. Урăх тата мĕн кирлĕ?» Хĕрача çуралассине пĕлсен вĕсем малтанах ĕненмен. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Ирина КОШКИНА.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.