Йĕркене пăхăнмастăн - штраф тÿлетĕн!

28 Нарăс, 2017
Пулă та çиейместĕн
«Хыпар» ыйтăвĕсене Раççей Пулă агентствин вăтам Атăл территори управленийĕн республикăри биологи ресурсĕсене патшалăх енчен тĕрĕслекен, сăнаса тăракан тата хÿтĕлекен пайĕн ертÿçи Валерий Петрович ГРИГОРЬЕВ хуравлать.

— Чăваш Ен ыйтнипе Раç­­çей ял хуçалăх минист­рĕ А.Ткачев пĕлтĕр Атăлăн тата Ка­спи тинĕсĕн пулă ху­çа­лă­хĕн пулă тытмалли йĕркине улшăну кĕртнĕ. Çĕнĕлĕхпе пал­лаш­тарăр-ха.

— Эпĕ ертсе пыракан пай тата республикăн патшалăх органĕсем ыйтнипе министерство пĕлтĕр çав правилăсене ятарлă пункт хушрĕ. Унпа килĕшÿллĕн Сăр юханшывне Хура шыв, Выл, Урга юхса тухакан юпăран Сăр тăрăх çÿлерех тата аяларах çур çухрăмри лаптăкра, кашнин кăкĕнчен пуçласа Хура шыв тăрăх Засурье, Выл çинче Кĕçĕн Чураш ялĕсен тата Ургапа республикăн административлă чиккисем патне тăсăлакан сыпăкра çуллен кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса пушăн 15-мĕшĕччен пулă тытмалли мĕнпур йышши хатĕрпе тытма чарнă.

— Мĕншĕн?

— Кăрлач-пуш уйăхĕсенче пăр айĕнче çуллен тенĕ пекех кислород самаях сахалланать. Биоресурссем аптранăран пăр айĕпе вăл ытларах пухăнакан юханшывсене кĕреççĕ. Пирĕн пай ыйтнипе ятарлă институтсем Сăр шывĕнче çулталăк пуçламăшĕнче кислород сахалланса юлнине, унăн юпписенче вăл çителĕклине тĕпчесе çирĕплетрĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.