Йĕтĕн кĕпе шуралать

16 Раштав, 2019

Аваллăха упракан çак çурта çутă та, газ та кĕртмен. Апла пулин те ку вырăн чуна ăшăтать, мĕншĕн тесен вăл йăх-несĕлĕн пурнăçĕпе çыхăннă.

Кăмака яшкипе сăйлаççĕ

Урамра, музей çумĕнче, Михаил Разумовăн йывăç кÿлеписене вырнаçтарнă. Çакă чăваш халăхĕ юрра-ташша ăстине, хăнасене хапăлласа кĕтсе илнине çирĕплетет.
«Çакăнти сывлăш уçă», — теççĕ туристсем хапхаран кĕрсенех. Пÿртре асламăшĕн /кукамăшĕн/ шăрши юлнăн туйăнать вĕсене. Хăшĕ-пĕри çывăх тăванĕсене аса илсе куççульленет», — калаçу пуçарчĕ Етĕрне районĕнчи Тури Ачакри «Чăваш хресчен çурчĕ» музей пуçлăхĕ Людмила Петрова. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине пĕлекенскер çакăнта 2006 çултанпа ĕçлет.
Мускавран, Санкт-Петербургран, пысăк ытти хуларан теплоходпа курма килекенсене турист маршручĕпе Етĕрнерен Тури Ачака илсе килеççĕ. Çак тăрăхри «Созвездие» лагерьте канакан ачасем экспонатсемпе кăмăлтан паллашаççĕ. Республикăри ял-хулара пурăнакансене те илĕртет музей. Ахальтен мар шкул ачисем, студентсем, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем ятарласах çула тухаççĕ.
«Пĕрре Турцирен тĕпчевçĕсем килсе çитрĕç. «Куçаруçă пур-и?» — ыйтмасăр чăтаймарăм. «Пирĕнпе чăвашла калаçмалла», — терĕç. Чăнах, пĕр-пĕрне çăмăллăнах ăнлантăмăр.
Китай хăнисене çĕнĕ хуралтăсен шăрши тыткăнларĕ. Вĕсем çăка пĕренисене шаккаса пăхрĕç, вутă пуленккисене тытса тĕлĕнчĕç», — аса илет Людмила Витальевна. Çавнашкалах Америка, Швейцари, Франци... хăнисем журнала хăпартлантаракан сăмахсем çырса хăварнă.
«Кăмака яшкине ачалăхра кăна çинĕ. Айдак йăхĕ ĕмĕртен ĕмĕре пурăнтăр, вăйлă-хăватлă пултăр», — чуна ирĕке ярса чăвашла шăрçалани те куç тĕлне пулчĕ.
Çаврăнăçуллă Людмила Витальевна инçе çула кĕскетсе килнисене чăваш апат-çимĕçĕпе кĕтсе илет. Кăмака хутса яшка, шаркку, кукăль-çăмах пĕçерет. Çулла лаçра вут чĕртет вăл. Курма килекенсене кăвайт çинче хатĕрленĕ апатпа сăйлать.
Людмила Петрова чăваш çи-пуçĕпе уйрăмах килĕшÿллĕ курăнать. «Музейре наци тумтирĕ тăхăнса сăн ÿкерĕнме чармастпăр», — ăнлантарать аваллăх управçи. Чăваш кĕпипе саркаланма кăмăл тунисем йышлă иккен. Пĕр самантрах ман валли те сăхман, хушпу, мăй çыххипе тенкĕ тупăнчĕ.

Пир тĕртеççĕ

Кунти экспонатсен хушшинче хĕрарăмăн — кантăр, арçыннăн йĕтĕн кĕпине те курма пулать. Çак хатĕрсен уйрăмлăхне пĕлетĕр-и? Людмила Витальевна каланă тăрăх, йĕтĕн пиртен çĕлетни çемçерех пулать, çусан шуралать. Кантăр пиртен вара пурттенкке, шăналăк тунă. Халĕ ĕлĕкхи кĕпесене хĕрарăмсем мунча хыççăн тăхăннине те палăртрĕ вăл. Паллах, çак çи-пуçпа ÿт сывлани, çавна май кĕлетке тарламанни нимрен пĕлтерĕшлĕ.
Сăмах май, музей çуллен экспонатсемпе пуянланать. Шăнкăравсем, кĕпесем, масмак — çынсем хальтерех панă ĕлĕкхи япаласем.
Хресчен килĕнче йывăç пукан çине ларса пăхма май пур. Ăна Юрий Егоров ал ăсти Аркадий Айдака парнеленĕ. «Эсир те Аркадий Павлович пекех ăслă- тăнлă пулăр, ĕмĕтĕрсем пурнăçланччăр», — канма ларакан ачасене пил парать экскурси йĕркелекен хĕрарăм.
Чăваш хресчен çуртĕнчи сăпкана Людмила Витальевнăн мăнукĕ çав тери килĕштерет-мĕн. Пĕчĕкскер шала кĕрсе выртать те тутлă тĕлĕк курса çывăрать. Ĕлĕк унта камăн ачи ыр курнă-ши?
Чÿрече патĕнче ларакан станокпа пир тĕртсе кăтартни ачасемшĕн кăсăклă. Авă çип çумне çип хушăнса пусма пулать. Пир тĕртмелли станока Крым таранчченех илсе кайнă вĕсем. Çапла майпа республикăра аваллăха упранине, çак ăсталăха асра тытнине çирĕплетнĕ. Йăхташăмăрсем те станок умне ларса пăхнă. Ахăртнех, çывăх çыннисем пир тĕртнине куç умне кăларнă.
Кунта пир вырăнĕ те пур. Ку станока маччаран, сакран тытăнтарнă. Пир тĕртнĕ хыççăн ăна пуçтарса хунă. Çавна май тăвăр пÿлĕм пушаннă.
Çак тăрăхра тăм савăт цехĕ ĕçленине музей экспоначĕсем — чÿлмексем — аса илтереççĕ. Вĕсемпе «Ленинская искра» колхоз ĕçченĕсем усă курнă. Тăм хатĕрсене ытти яла та ăсатнă.
Армуççи, кăшкар, чăкăт кăшăлĕ, чĕрес, арча, каска, ал арманĕ, алă пăчки, кисĕп, ямшăк чăматанĕ... Мĕн кăна çук кунта? Çитменнине, кашни хатĕрĕн — хăйĕн историйĕ.
Хуралтăсен тăррине витнĕ улăма çуллен улăшта- раççĕ. Апат-çимĕçе нÿхрепре упраççĕ.
Малтан Чăваш хресчен килĕн Самсун ятлă лаша пулнă. Ут хатĕрĕсене типтерлĕ пуçтарса хунине асăрхарăм. Хальхи вăхăтра лаша вырăнне пахчара, картишĕнче ĕçлеме мотоблок пулăшать.
Музей таврашне пăхса çаврăннă май республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Леонид Якубович телеертÿçĕ лартнă улмуççисем патĕнчен иртрĕмĕр. Çитес çулсенче вĕсем те çимĕç пама пуçлĕç.
Пахчари арман аякранах курăнать. Кĕлте типĕтмелли авăн вырăнĕ те пушă лармасть. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.