Ыр çын тĕслĕхĕ пурăнма вĕрентет

31 Пуш, 2015
Н.Дедушкин, Ю.Айташ, Пăлхар сăвăçи Красин Химирски, П.Афанасьев. 1984 ç., Шупашкар.

Чăваш тĕнчине нумай-нумай пултаруллă хĕр-ывăл парнеленĕ Тутарстанри Тăхăрьял тăрăхĕнчи Элшелте 100 çул каялла çуралнă Николай Степанович Дедушкин тивĕçлипех тăван халăх историне ырă та çутă ятпа кĕрсе юлчĕ.

Ялти пуçламăш шкул хыççăн вăл Теччĕри тулли мар вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. 1933 çулта Хусанти педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Çав çулах Пăва районĕнчи Кăнна Кушкинче - И.Яковлев, И.Максимов-Кошкинский, А.Алка, А.Казаков, А.Тимбай çуралнă мухтавлă ялта - ачасене вĕрентме тытăннă. Ун хыççăн Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă та çавăнтах тата учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра преподавательте ĕçленĕ. 1940 çулта ăна çара илнĕ. Çирĕм çул тăнă вăл службăра, ахаль салтакран полковника çитнĕ. Кунта та чыслă та яваплă вырăнсенче тăрăшнă - дивизири политпай пуçлăхĕн çумĕ те, фронтри политуправлени инспекторĕ те пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче салтаксемпе офицерсем хушшинче политика воспитанийĕ ĕçне хастаррăн туса пынăшăн Совет правительстви ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе икĕ хутчен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕшпе иккĕмĕш степеньлĕ орденĕсемпе тата медальсемпе наградăланă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.