Ыттисене ырă туни чуна ырă витĕм кÿрет

26 Çурла, 2015

Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнчи Петр Теренина хăйĕнпе пĕр çулхисем çеç мар, ватăсем те, ачасемпе çамрăксем те питĕ хисеплеççĕ, мĕншĕн тесен Петр Аркадьевич ял аталанăвĕшĕн нумай тăрăшать. Чи курăмлă ĕçĕсем - ялта чиркÿ уçас енĕпе нумай вăй хуни, кивĕ шкул çуртĕнче таврапĕлÿ музейне йĕркелени.

Тĕрлĕ енлĕ пултарулăх

Петр Аркадьевич Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкренпех сăрлама, ÿкерме юратнă, çапах хăйĕн чун туртăмĕ çинчен çывăх çыннисене те, учительсене те каламан. Тĕрĕссипе, хăй те Турă панă пултарулăх пурри çинчен хĕсметрен таврăнас умĕн çеç ăнкарса илнĕ. Сăмах май, çĕршыв умĕнчи тивĕçне вăл Чехословакире пурнăçланă. Салтакран килсен тăван кĕтесĕнчи "Слава" колхоза хăйĕн специальноçĕпе - бухгалтера - вырнаçнă: çара кайиччен Тĕрлемесри бухгалтерсене хатĕрлекен курссене пĕтернĕ-çке-ха. Ÿкерме юратнине курсан-ăнлансан ăна тепĕр 3-4 çултан çав хуçалăхрах художник-оформитель пулма сĕннĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна стенд, пĕлтерÿ хăми, агитаци плакачĕ хатĕрлемен-ши вăл? Стена хаçачĕсем кăларнă, фотоэкрансем тунă. Пĕр хушă ялти культура çурчĕ çумĕнчи драма кружокне те çÿренĕ, декорацисем ÿкернĕ. Çав хушăрах чунĕ ыйтнипе çутçанталăка, ял çыннисен пурнăçне сăнарланă. Çуллă сăрăпа, кăмрăкпа ÿкернĕ. Ырă кăмăллăскер çак картинăсене шкула, ача садне, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне, ваттисен çуртне, уйрăм çынсене парнеленĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.