Юмахри евĕр иртрĕ кун

18 Çу, 2017

Пирĕн Юнкă класĕ Валерий Федоров контр-адмирал ячĕпе хисепленет. Эпĕ унта вĕреннĕрен мăнаçланатăп, вĕренÿре çитĕнÿсем тума ăнтăлатăп.

Нумаях пулмасть «Тантăш» хаçатра эпир Мускава «Стройпа юрă смотрĕ. Çĕнтерÿçĕсен маршĕ» мероприятие кайни çинчен çырнăччĕ. Пире, юнга класĕнче вĕренекенсене, Артем Яковлева, Даниил Ефремова, унта илсе кайнăшăн, хĕрÿ ăмăртура пирĕн шкул кадечĕсем чи маттуррисем пулнăшăн чунтан хĕпĕртерĕмĕр. Валерий Андреевичпа тĕл пулса ăшшăн калаçнине нихăçан та манăçас çук.

Акан 28-мĕшĕнче вара пирĕн кадетсем Шупашкара Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулма çула тухрĕç. Эпир те кадетсенчен юлмарăмăр. Тĕл пулу питĕ кăмăллă иртрĕ. Юлашкинчен Михаил Васильевич пирĕн пата пычĕ те: «Манăн атте те моряк пулнă. Çавăнпа çак хастарсемпе сăн ÿкерĕнесчĕ», — терĕ. Ку пирĕншĕн мĕн тери пысăк чыс! Чăн пурнăç мар, юмахри самант пек туйăнчĕ çак кун.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.