Юмахри пек - тăхăр пăхаттир!

26 Çурла, 2015

Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ лицейĕ - Пĕлÿ çурчĕ - уçăлнăччĕ. Шел, самана улшăнсах тăни ăна нумаях та ĕçлеме памарĕ. Ача-пăча сахаллансах пынине кура лицее тытса тăма май килмерĕ.

Мĕншĕн аса илтĕм-ха ăна? Вулаканăма паллаштарас çемье шăпах асăннă çурта хирĕç пурăнать. Уткинсем те хăйсен кĕçĕн ывăлĕ Алеша аттестата алла иличчен унтах çÿрессе шаннă-çке. Апла килсе тухман.

Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсенче пурнăçăн хăнăхнă екки пăсăлнипех Уткинсен ывăлĕ хăйсен урамĕнче пĕртен-пĕр ача пулнă. Уншăн тусĕсен вырăнĕнче авланмалли каччăсем пулнă. Çапла килсе тухман пулсан, тен, эпĕ паллаштарас çемье чăваш ялĕнчи ытти нумайăшĕнчен нимĕнпе те уйрăлса тăмĕччĕ. Çак йĕркесене çырма сăлтав та тупăнмĕччĕ-и? Халĕ вара... Июль уйăхĕнче çак килйыша ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Хуларан - яла

Уткинсене паян Патăрьел тăрăхĕнче районĕпех пĕлеççĕ. Каролина Анатольевнăпа Анатолий Арсентьевич капла чапа тухма мĕнле çитĕнÿ тунă-ха? Ырă ят-сум çĕнсе илесси ют ачасене хăйсен çемйине йышăнассипе çыхăннă. Пĕр ача кăна мар, иккĕ те мар, тăхăр /!/ пăхаттир кил ăшши тупнă вĕсем патĕнче. Çавна май пысăках мар Чăваш Ишекĕнчи Уткинсен капмар та илемлĕ пÿрчĕ уйрăм çын уçнă ача çуртнех аса илтерет. Анчах уйрăмлăх пур: кунта кашнин валлиех таса вырăнпа тутлă апатсăр пуçне чун ăшши те çителĕклĕ, кунта пурнăçа йĕркелеме хăнăхтараççĕ, кунта пурин çитĕнĕвĕ-йăнăшĕшĕн тăванла пăшăрханаççĕ.

Редакци машинипе урампа майĕпен пыратпăр. Пĕрисен тĕлĕнче - ют çĕршывра кăларнă груз тиемелли пысăк машина тата... пĕр купа ача! «Çавсемех, урăх никам та мар», - мĕлтлетрĕ шухăш. Çывхарсан шĕвĕрсем вырăсла калаçни хăлхана кĕчĕ. Чăвашла аванах ăнланаççĕ, анчах таса калаçаймасран аванмарланса хăнăхнă йăлапа пĕр-пĕринпе вырăслах хутшăнаççĕ иккен.

- Аннÿ килте-и? - ыйтрăм пĕр шăпăрланĕнчен.

- Килтех. Иртĕр шалалла, - тараватлăн калаçрĕ вăл. Ку пĕртăван Исаевсенчен пĕри - Роман - пулнине каярах пĕлтĕм.

Шавлă та хаваслă ачасен ушкăнĕнче нумай тытăнса тăмасăр кил хуçисемпе паллашма васкарăм.

...Пĕрлешсенех хулара пурăнма тытăннă Каролинăпа Анатолий. Вăрнар районĕн хĕрĕпе Патăрьел тăрăхĕн каччин çемйинче икĕ хĕрпĕрчи кун çути курма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ - мăшăр кил хуçин тăван ялне тĕпленсе пурăнас шутпах таврăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн килĕнче тăватă хĕл каçаççĕ. Унччен малтан çĕр илсе çурт хăпартма пикенеççĕ.

- Мĕн тери йывăрччĕ çав вăхăтра стройка пуçарма. Ĕç укçи вăхăтра парайманни ал-урана çыхлантаратчĕ. Шăла çыртса, пус çумне пус хушса тапаçлантăмăр. Çĕнĕ çурта иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕнче кĕтĕмĕр вара, - аса илет йывăр самантсене Каролина Анатольевна. - Çапла пĕринче турăш умне пытăм та йăлăнтăм: «Кермен пек çурта илем кÿме пĕр ывăл парнелесем мана, Турăçăм!..» Çак сăмахсене пĕтĕм чунтан шанса-ĕненсе каларăм çав. Анне пĕрмаях: «Ыйтма пĕлсен Турă паратех», - тетчĕ те. Çавăн хыççăн пирĕн Алеша çуралчĕ.

Ун чухне çемье паянхи пек пысăк пуласса кил хуçисем хăйсем те тĕлленмен-тĕр. Хĕрĕсем - Натальйăпа Татьяна - пĕрин хыççăн тепри вăтам шкулпа сывпуллашнă хыççăн професси пĕлĕвĕ илме тĕп хулана тухса кайнă. Арçын ачан кампа калаçса-выляса йăпанас - урамĕпе ача çук!

Пĕр тус вырăнне иккĕ пултăр

Ача психологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕс аталантăр тесен унăн хăйĕн пеккисемпе тăтăш хутшăнмалла - çакна Каролина Анатольевна педагог пулнă май питĕ лайăх ăнланать. Çавăнпах Алеша валли юлташ шырамалла тесе шутлать. Унăн шухăшĕпе мăшăрĕ те килĕшет: амăшĕн çуначĕ айĕнчен ирĕксĕртен тухнă телейсĕр ачасем темĕн чухлех, пĕрне хăйсен хÿттине илсен ытлашши пулмастех тенĕ вĕсем.

Ача çуртне пĕрремĕш хут çапла çул тытаççĕ Уткинсем. Учреждени ĕçченĕсем вĕсене пĕр ача мар, иккĕ илме сĕнеççĕ - пĕртăван Тельмансене - Кольăпа Андрея.

Унтанпа, акă, сакăр çул та иртнĕ ĕнтĕ. Çу пуçламăшĕнче Кольăна, вунсаккăр тултарнăскере, салтака ăсатнă. Кăшт маларах - тăван ывăлĕн Алешăн Тăван çĕршыва хÿтĕлеме ят тухнă. Иккĕшне те вырăнти йăлана пăхăнса, тăван-хурăнташа пухса ăсатнă салтака. Яваплă кунсем пуçланиччен иккĕшне те чиркĕве илсе кайса килнĕ. Эпир пырса çитнĕ чухне Уткинсем шăпах çывăх кунсенче Коля патне вăл çар тивĕçне пурнăçламашкăн тупа тунине курма каймашкăн хатĕрленни çинчен каларĕç. Хĕсметри каччă валли кучченеçсемпе салтака кирлĕ вак-тĕвек хатĕрччĕ ĕнтĕ.

- Акă, салтакран таврăнĕ те пурте пĕрле çĕнĕ пÿрт ĕçкине Шупашкара кайăпăр, - терĕ амăшĕ ачисем çине кăмăллăн пăхса.

Çул çитнĕ тăлăх валли патшалăх хваттер уйăрнă та иккен.

Пурнăç тыткăчи

Иккĕленместĕп: Уткинсен хуçалăхĕнче пулакан кашни çын вĕсен капăр çуртне, ун ăш-чикĕнчи хăтлăха, кил картинче чаплă фермерăнни пек лупаса, профессионал пахчаçăсенни евĕр таса та çимĕçпе йăтăнакан йăрансене курса пĕр тĕлĕнет, пĕр ăмсанать. Çуллахи пÿрчĕ /унта хальхи вăхăтра шăпах ĕнтĕ тахçан ача çуртĕнче кунпа çĕре шутланă арçын ачасем хуçаланаççĕ/ мĕнешкел шеп тата! Ăмсанмасăр! Анчах та çакнашкал хăтлăх-пурлăх çичĕ хут тар куллен кăлармасăр пулмасть. Акă, халĕ те, çур ĕмĕр урлă каçса çулĕпе улттăмĕш теçеткене тултарса пырсан та, канлĕх пирки ĕмĕтленмеççĕ çак кил-çурта тытакансем. Ирхине тăваттăччен ура çинче вĕсем çуллахи тапхăрта - унсăрăн пилĕк ĕнене суса кĕтĕве ямашкăн кая юлăн. Мăшăрĕ ĕне сума тытăниччен /Каролина Анатольевнăна хĕрĕсем ятарлă аппарат парнеленĕ/ кил хуçи çĕр каçа пухăннă тислĕке тасатса кăларать. Лайăх çанталăк тăнă чухне пăрусем те, паллах, ешĕл çерем çинче кун каçаççĕ. Вĕсене кайса кăкарасси, каçпаларах ертсе килесси - арçын ачасен ĕçĕ.

- Кулленхи ĕçе - пÿртрине, картишĕнчине - явăçтармашкăн графикпе икĕ дежурнăй палăртатпăр. Пĕри - кухньăра чашăк-тирĕк çуса пуçтарать. Тепри выльăхшăн яваплă: пурте килсе пĕтнĕ-и, кил картинче шыв валашки тулли-и? Ÿпкелешÿ пулма тивĕç мар: ĕçе халь хăнăхса пымасан малашнехи пурнăçра йывăр пулĕ ачасене. Ÿсĕмне кура апат-çимĕç хатĕрлеме вĕрентсе пыратпăр. Акă хальлĕхе виççĕн - яшка, тăваттăн рожки-макарон пĕçерме пĕлеççĕ. Çĕрулмине хам хăçан шуратнине астумастăп - пурнăç шкулĕ çавăнтан пуçланать те ĕнтĕ, - ача çуртĕнче парса çитереймен тимлĕх кунта пуласса систереççĕ Каролина Анатольевна сăмахĕсем.

Ĕç - пурнăç тыткăчи. Çакна Уткинсен ачисем - çемьере çуралса ÿснисем те, кунта хÿтлĕх тупнисем те - лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпах хĕрсе утă хатĕрлемелле е пахча çумламалла чухне компьютер-телевизор умĕнче сехечĕ-сехечĕпе айланакан çук. Хурăн çырли, хура çырла витри-витрипе татни, пахчаçимĕç салачĕ банки-банкипе тĕпсакай тулли хатĕрлени хĕлле хăйсемшĕнех аван-çке. Пушă вăхăтра вара арçын ачасем пулла кайма, велосипедпа ярăнма юратаççĕ.

Таса хутран пуçламашкăн...

Çын чĕлхине чараймăн: Уткинсем пирки кирлĕ-кирлĕ мар сăмах тапратакан тупăнатех. Тăхăр ача таран укçана хапсăнсах йышăннă тесе шутлать хăшĕ-пĕри. Анчах унашкалли хăй мĕншĕн вунтăххăрăшне пăхма илмест-ши? Çĕршывĕпе, республикипе ача çурчĕсене пушатасси пирки вара шавламĕччĕç те...

- Ют ачана çемьене йышăнасси кинора пăхма кăна кăсăк. Ак, çитĕп те пĕр пепке çинчен куçа илеймĕп, çавна хамăн тăвăп текенсем мĕн тери йăнăшаççĕ. Тĕрĕслĕхе мĕн пытармалли: амăшĕн ăшшине туймасăр ÿсекен кашни ачан аталанăвĕ пăсăлнă. Çавăнпа та ача йышăнма шутланă çыннăн пурлăх çителĕклĕхĕнчен ытла çав çивĕч ыйтусемпе кĕрешме хатĕр пулмалла. Хамăннисем çинчен каласан - хăшĕ-пĕрин характеристикинче мĕн кăна çырманччĕ-ши! Вĕсене вуласан шкулти учительсен çÿç-пуçĕ вирелле тăрĕ. Манăн вара çак ачасен пурнăçне тĕпрен улăштарас килет-çке! Таса хутран пуçлантăр вăл пирĕн çемьере. Çак тĕллевпе хăшпĕр хута çурни те пулнă. Хамăн çак хăтланăва тÿрре кăларма эпĕ ăна ырришĕн тăрăшса кăна туни хĕтĕртет, - кĕтмен çĕртен педагог çапла чунне уçрĕ.

Каролина Анатольевна - Ыхраçырми тĕп шкулĕн вырăс чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ. Ачасем шкулта чухне те амăшĕн куçĕ умĕнчех темелле эппин. Кашнин пĕлĕвĕшĕн пăшăрханса-çунса тăракан амăшĕ вĕрентекенсене каласах хунă: «Ашкăнма ан парăр, урокра тăтăш ĕçлеттерĕр». Хăй тытса пыракан предметпа вара усрава илнĕ ачисем вĕренекен классенче хăех пĕлÿ памашкăн тăрăшать. Паллах, ачан дневникре лайăх паллăсем кăна пулччăр тесе мар, май пур таран пĕлĕвне тарăнлатма тĕмсĕлсе.

- Шкул çинчен сăмах тапратрăмăр пулсан çула май хамăрăн коллектив çинчен пĕр-ик сăмах калам-ха. Пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса, пулăшса пыракан, темиçе наци çыннинчен тăракан ушкăн тĕслĕхĕ кирлĕ пулсан Ыхраçырмисене пĕр иккĕленмесĕр илсе кăтартма пулать. Пирĕн директор - Мансур Сайдашев - 30 çула яхăн туртса пырать çăмăл мар лава. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» ята ахальтен тивĕçмен вăл. Усрав ачамсемшĕн те шкулта çакăн пек ăста ертÿçĕ пулни çав тери паха, - тет Каролина Анатольевна.

Сăмах май, тăлăх ачасемшĕн пĕтĕмĕшле мĕншĕн çав тери хыпса çунни вăл литература вĕрентекенĕ пулнипе те çыхăннă. Мĕн чухлĕ хайлав вуланă, вулать, мĕн тĕрлĕ шăпапа кăна паллашмасть чунпа суйланă профессие пула! Владимир Короленко çырнă «Дети Подземелья» кăна мĕне тăрать уншăн - ку хайлава ачасен чунне витермелле вĕрентмешкĕн халĕ хăйĕн пурнăç опычĕ те пулăшать ăна.

Куççуль витĕр - тав сăмахĕ

Кайиччен фото ÿкерес тесе ачасене пĕрле пухăнма ыйтрăм. Пÿрне хуçлатса шутларăм вĕсене - тунмастăп. Пĕр ятли темиçе тата - мĕнле арпашăнмаççĕ килтисем? Кун пек чухне хушма ят самантрах тупăнаканччĕ - Уткинсен те çапла.

- Çапах та мĕнле майпа тăххăра çитертĕр? Куратăп, пĕр канăç та çук вĕт сирĕн, - тетĕп кил хуçисене.

- Икĕ çул каялла çуллахи каникул вăхăтне тесе пилĕк ача илсе килтĕмĕр. Килĕшрĕ пулас вĕсене кунта - каяс килмест терĕç. Каярахпа каникула ыттисем те канма килсен хăйсене кунтах хăварма ыйтрĕç.

- Тăван ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулаççĕ-и ачасем?

- Килсе каяççĕ. Чи кăсăкли - Исаевсем патне 90 çултан иртнĕ мăн асламăшĕ Етĕрнерен таксипе килсе çÿретчĕ. Мĕн чухлĕ кучченеçпе хăналатчĕ уçă чунлăскер. Ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхнине кура ачасене хăйĕн çунатти айне илнĕ ватă çынна опека органĕ официаллă документсем хатĕрлеме ирĕк паман. Куççуль кăларсах аса илетчĕ çавна кинемей. Нумаях пулмасть вилчĕ вăл, пытарма та кайрăмăр. Çуртне мăнукĕсем çине çыртарса хăварнă. Виличчен докуменчĕсене мана шанса пачĕ. Ачасене пăхнишĕн куççуль витĕр тав тăватчĕ пире ялан, - каласа кăтартрĕ Каролина Анатольевна.

...Сăмсана çырла, тин пĕçернĕ чей шăрши кăтăклама тытăнчĕ. Хăйсен ачисемпе çуралнă килĕнче хăналанакан Татьянăпа Наташа пире сĕтел хушшине чĕнчĕç. Кухньăри хăтлă диван çине меллешсе ларсах тин юхтарнă пылпа чей ĕçрĕмĕр. Чейрен те ытла çак киленĕве халиччен туйса курман пăхаттирсемшĕн савăнни пĕтĕм чĕрене тултарчĕ.

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.