Юман, юман, Юманкка

22 Пуш, 2018

ТĔЛЛЕНŸСЕМ

«Кам эп: тарçă е чура? Хăшĕ тĕрĕсрех: тарçă тени е чура тени?» — çакнашкал ыйту пĕрре кăна мар Çеменĕн ыйхине татса ăна истори, философи, литература, кино тĕнчине илсе кая пуçларĕ. Халиччен вуланă, илтнĕ, курнă самантсене аса илет те вара мĕн çывăрса кайичченех хуравне тупма тăрăшать.
«Чура тесенех Çеменĕн куçĕ умне Авалхи Римри тата Америкăри чурасем тухса тăраççĕ. Вăй питти çынсем, пур йывăр ĕçе те туса тăраканскерсем. Ĕçшĕн вĕсене тÿлемен, вилсе ан выртчăр тесе çитеркеленĕ кăна. Апла чурасемпе танлаштарни вырăнлах мар-тăр, çавах те Çемене тÿлеççĕ, аван тÿлеççĕ.
Чурасеннипе унăн пурнăçĕсене пĕрлештерекенни те пур-ха ĕнтĕ: вăл та вĕсем пекех чĕмсĕр, ăна та кирек хăш вăхăтра та кăларса яма пултараççĕ, вăл та çемйине курмасăр тăванĕсенчен аякра пурăнать... Çапах та ăна хĕнемеççĕ ĕнтĕ. Авалхи Рим чурисем çинчен ÿкернĕ «Спартак» фильма никам та пăхмасăр юлман-тăр, Çеменсем ăна шкулта чухне кăмăллатчĕç. Спартак пек хăюллă та вăйлă пулма ĕмĕтленетчĕç. Спартаксеннипе мĕнле танлаштарăн ĕнтĕ, пач та танлаштарма май çук.
Уйрăмах Çемене Америкăри хура ÿтлĕ чурасене шел, вĕсен ĕмĕрĕ тăршшĕпех выльăх шайĕнче пурăнмалла пулнă-çке: лаша пек ĕçлемелле, пулă пек чĕмсĕр пулмалла.
Çавăнпа та тарçă тесен тĕрĕсрех пулĕ. Тарçăсене ĕлĕк те укçа тÿленĕ /сахал-и, нумай-и — ку урăх ыйту, ĕçленĕшĕн тивĕçлипе тÿлекен хуçасем те пулман мар-тăр/, чурасемпе танлаштарсан вĕсем ирĕклĕрех те, тивĕçĕсем те ытларах. Калăпăр, килĕшмесен пăрахса кайма пултарать, чурашăн çакă нихăçан пулманни. Чура тарма е хуçине вĕлерсе çухалма пултарать, паллах, анчах вăл ăнсăртран мул тупса та хăйĕн ирĕклĕхне туянаймасть. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.