Юратупа шанăç - çемье тĕрекĕ

9 Çурла, 2014

Çемье институтне тĕреклетмешкĕн сумлă тÿпе хывнă тата ывăл-хĕрне тивĕçлипе пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Чăваш Енри икĕ çемье кăçал Раççей Федерацийĕн сумлă наградине - "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" ордена, тăваттăшĕ - асăннă орденăн медальне, вун тăваттăшĕ Чăваш Республикин "Юратупа шанăçшăн" орденне тивĕçнĕ.

Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанăç кунĕ ячĕпе пирĕн хутлăхăн ятлă-сумлă çыннисен пысăк ушкăнне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх наградисемпе сумланă.

Чыслава тивĕçнисенчен кашнийĕн - хăйĕн кун-çулĕ, çапах та вĕсене этемлĕхĕн çемьене пĕр чăмăра пухма пултаракан асамлă вăй-хăват - юрату, ырăлăх, пĕр-пĕрне ăнланни, кирек епле самантра та пулăшма хатĕрри - пĕрлештерсе тăрать.

"Çак награда пирĕншĕн - чи хакли"

Антонина Семеновнăпа Владимир Степанович Михайловсем - Çĕрпÿ районĕнчи Аялти Хыркассинче - ялти ятлă та сумлă мăшăр. Халĕ авă республикипех палăрчĕç, Чăваш Ен Пуçлăхĕ вĕсене "Юратупа шанăçшăн" орденпа чысларĕ.

"Çав кун пирĕншĕн уйрăмах хумхануллă иртрĕ, - тет Владимир Степанович. - Тĕрĕссипе, чаплă кун пек самант çын ĕмĕрĕнче сайра пулать. Ытти награда та çук мар-ха, çапах та "Юратупа шанăçшăн" орден пирĕншĕн - чи хакли. Чăваш халăхĕ ячĕпе хамăр хутлăхăмăр Пуçлăхĕ чысларĕ вĕт, епле хумханмăн. Пирĕн çемье чăмăртаннăранпа çур ĕмĕр иртнине халĕ тин туйса илтĕмĕр - кун çинчен патшалăх награди аса илтерчĕ.

Килĕштерсе, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса пурăнатпăр. Юратупа шанăç пур çĕрте те кирлĕ: çемьере те, ĕçре те, пултарулăхра та, вĕренÿре те. Килĕштерсен юрату хăех хĕмленсе вăй илет".

 

Пĕри - сиплевçĕ, тепри - агроном

Антонинăпа Владимирăн ачалăхĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе пĕр килнĕ, çавна май пĕчĕклех ĕç тĕлне пĕлсе çитĕннĕ, арçын калашле, ураран - çăпата, алăран çурла кайман. Пĕр ÿсĕмрисемех вĕсем. Владимирăн ашшĕ Степан Александрович ахăр-самана вăхăтĕнче Патăрьелтен Комсомольски районĕнчи Нĕркеçе çемйипех куçнă, патшалăхăн вăрлăх участокне ертсе пынă. Антонина вара ку ялта çуралнă.

"Шкулта иккĕмĕш класран пĕрле вĕреннĕ. Туслă пулнă, çитĕнсе пынă май юрату вăй илнĕ. Пĕри теприн валлиех çут тĕнчене килнине чĕрепе туйса илсен 1960 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çемье çавăртăмăр. Унтанпа 54 çул иртсе кайнине сиссе те юлмарăмăр", - тет Антонина Семеновна.

Шкул пĕтерсен иккĕшĕ те малалла вĕреннĕ. Хĕр Нĕркеçре йĕркеленĕ курсра медицина сестрин специальноçне илнĕ, унтан Канашри училищĕре - фельдшерăнне.

Анатолий ашшĕ çулĕпех кайнă - Чăваш ял хуçалăх институтĕнче агронома вĕренсе тухнă.

Антонина Семеновна ĕмĕр тăршшĕпех фельдшерта тăрăшнă, çанталăка пăхмасăр, çĕрне-кунне уямасăр чирлĕ çынна пулăшма васканă. Фельдшерпа акушер пункчĕ темиçе ял çыннине медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернине шута илсен, куллен вун-вун çухрăм çуран утма та тивнĕ. Çав вăхăтрах çемье ăшшине упранă. Йĕппи хыççăн çиппи тенĕ пек, упăшкине пĕр вырăнтан теприне - Тăвай районĕнчи Тăрмăшран - Каçал тăрăхне, унтан - Çĕрпÿ ене - куçарнă май арăмĕ унран юлман.

Аялти Хыркассинче тĕпленнĕренпе 48 çул çитрĕ. Тĕрĕссипе, несĕлсен - Владимир Степановичăн аслашшĕн - çуртне таврăннă-ха вĕсем. Арăмĕ Сĕлескерти фельдшер пунктĕнче çынсене сиплеме пикеннĕ, упăшки вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн агрономĕнче ĕçлеме тытăннă. Сăмах май, çемье пуçĕ хăйĕн ашшĕ пекех "Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Анатолий Степанович ывăлĕ те кун-çулне ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăнтарнă: вăл йĕркеленĕ тытăм коммуникаци хывас енĕпе ĕçлет.

 

Кĕрĕк арки йăваламаççĕ

Михайлов-аслисем халĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулин те кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Владимир Степановича ентешĕсем ял старостине суйланă, паян-ĕнер мар, иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнчех. Вăл çине тăнипе Аялти Хыркассине шыв кĕртнĕ, çут çанталăк газĕ илсе çитернĕ, çула асфальт сарнă. Ентешĕсен кулленхи пурнăçĕпе çыхăннă вун-вун ыйтăва татса пама тивет унăн: урамсене тирпей-илем кĕртессинчен пуçласа харпăр хăй хуçалăхĕпе çыхăнни таранах. Тĕрĕссипе, иккĕшĕ те общество пурнăçне пуçаруллă хутшăнаççĕ. Çав вăхăтрах кил-тĕрĕшре те вĕсем туман ĕç çук.

"Ялта пурăнмашкăн халĕ канăç, хăтлăхĕ хуларинчен кая мар. Тен, ытларах та-и? Пусма вĕçĕнчен пахчана тухатăн - ешĕл çимĕç, симĕс сухан алă айĕнче. Çĕр улми, кишĕр, кăшман, купăста - хамăр ÿстерни, улми-çырли те экологи тĕлĕшĕнчен тасаскер", - кăмăллăн калаçать кил хуçи хĕрарăмĕ. Халĕччен выльăх-чĕрлĕх те йышлă усранă вĕсем. Çулсем малалла чупнă май /77çулта вĕт/ çывăх çыннисем хистенипе паян чăх кăна тытаççĕ. Хăйсене нумаях кирлĕ мар паллах. Виçĕ мăнукĕшĕн, вĕсен виçĕ ачишĕн тăрăшаççĕ. Çамрăксем аслашшĕпе асламăшĕ патне тăтăшах çÿреççĕ, кану е каникул кунĕсене Аялти Хыркассинче ирттереççĕ. "Вĕсен сассипе пÿрт янăраса тăрсан чун савăнать", - теççĕ ĕç ветеранĕсем.

 

Пĕр-пĕрне хисеплемелле

Пурнăç сукмакне 54 çул пĕрле такăрлакан Михайловсен шухăшĕпе мĕнре-ха çемье телейĕ, тăнăçлăхĕ?

Вĕсем палăртнă тăрăх - уйрăм çемьере пурăнакансем пĕрне пĕри юратмасан, хисеплемесен патшалăх ку енĕпе тытса пыракан политика витĕмĕ ниме те тăмасть. Шăпах çак пахалăхсем телейпе тăнăçлăх никĕсĕ пулса тăраççĕ те ĕнтĕ. Килте ача-пăчан савăнăçлă сасси янăрасан, ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне сума сусан, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ хисепре пулсан пирĕн общество татах тĕрекленĕ, патшалăхăмăр вăйланĕ, халăх пурнăçĕ лайăхланĕ.

Антонина Семеновна палăртнă тăрăх - пĕр-пĕрне хисеплесен çемьере татулăх, çураçулăх хуçаланĕ, юрату сÿнмĕ. "Мăшăр хушшинче чашăк-кашăк шăнкăртатмасăр пулмасть паллах. Анчах кирек хăçан та упăшкипе арăмĕн пĕр-пĕрне каçарма пĕлмелле, ашшĕ-амăшĕн ятне ямасăр пурăнмалла, ачи-пăчине ырра вĕрентмелле, çакна хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетмелле", - тет вăл. Унăн шухăшне малалла тăсса упăшки çапла пĕлтерет: "Юратăва хăват парса тăмасан вăл сÿнме пултарать. Чи малтанах çыннăн ĕç тĕлне пĕлмелле, çĕр-аннене юратмалла. Çынсене хисеплемелле, йывăрлăх сăлтавне шыраса вĕсене çиленсе çÿремелле мар. Тата хамăра юратмалли çинчен те асра тытмалла. Унсăрăн пирĕн чуна такамах ăшăтĕ".

Итлесе ларнăçемĕн çакна чунпа туйса илетĕн: çирĕп ăспа пурăнакан Михайловсен иксĕлми телейĕ хăйсене кăна мар, çамрăк ăрăва та ăшăтса тăрать, ыттисене хĕмлентерет.

Ку çеç-и? Самана таппипе пыма тăрăшаççĕ вĕсем, тĕнчери, çĕр-шыври лару-тăрупа интересленеççĕ - радио итлеççĕ, телекăларăм пăхаççĕ тата чăваш халăх хаçачĕн кашни номерне тĕплĕн вуласа тухаççĕ. "Хыпара" ĕмĕр тăршшĕпех çырăнса илеççĕ.

Валентина СМИРНОВА.

Çĕрпÿ районĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.