«Зарница» — ахаль вăйă мар

20 Утă, 2017

Калашников автоматне сÿтсе пуçтарас енĕпе хĕр ачасем те арçын ачасенчен кая мар вăр-вар. Акă хĕç-пăшала Женя Филиппова 8 çеккунтра салатрĕ, 12 çеккунтра пуçтарчĕ. Хĕр-упраçа çак ăсталăх пурнăçра кирлĕ пулатех тесе шухăшлать Женя. Иртнĕ ытларикун Патăрьелти 1-мĕш шкулĕн фойинче шăлт-шалт тунă сасă янăраса тăчĕ. Унтан командăпа ОЗК /общевойсковой защитный комплект/ тăхăнчĕç. Кайран çумăр çунине пăхмасăрах урамра маршировка ирттерчĕç, стадионта чупрĕç…

Çĕнтерме хатĕрленеççĕ

Зарничниксем каникулта та шкулта. Республикăра «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййинче 1-мĕш вырăна тухнăскерсем Чăваш Ен чысне Раççей шайĕнче хÿтĕлеме хатĕрленеççĕ. «Атăлçи Зарници» кăçал авăн уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче Оренбург облаçĕнче иртет. Унта Па-тăрьелти 1-мĕш шкултан 14 ача кайĕ.

«Хальлĕхе ачасем ытларах хăйсем тĕллĕн тренировка ирттереççĕ. Кашни кун яшсене — 4, хĕрсене 2 çухрăмран кая мар чупççĕ. Вĕсем пурте Патăрьелтен мар: Тикешрен, Еншикрен, Нăрваш Шăхальтен. Кашни ялтах стадион пур. Ишме райцентрти ФСКна çÿреççĕ. Эрнере пĕр хутчен пуçтарăнса контрольнăй хăнăхтарусене тĕрĕслетĕп: ОЗК тăхăннине, автомат сÿтсе пуçтарнине, чăрмавсене епле парăнтарнине, отжимани тунине, турникран уртăннине, пăшалтан пенине, граната ывăтнине…

Паян шкулта пурте çук, хăшĕ-пĕри легерьте канать. Çурла уйăхĕнчен вара тăтăшрах пухăнăпăр, çине тăрса тренировка ирттерĕпĕр», — терĕ Юрий Иванович. Çавăн пекех ачасем «Визитка» пултарулăх конкурсĕ валли номер хатĕрлеççĕ. Республика «Зарницинче» вăл космос темипе çыхăннă пулсан халĕ ăна улăштармалла, наци сĕмĕ кĕртмелле. Кунсăр пуçне историпе теори пĕлĕвне уйрăмшар занятисенче тарăнлатаççĕ. Ку тĕлĕшпе ачасене историк пулăшать.

«Республикăри «Зарницăпа» «Орленок» вăййисенче çĕнтерни — пĕтĕм шкул тÿпи, пурте пĕр тĕллевлĕн ĕçленĕ», — палăртрĕ Юрий Васюткин. Чикĕ хуралçи пулса хĕсметре тăнăскер çар училищинчен вĕренсе тухнă. Унăн шухăшĕпе, Раççейре патриотлăх нихăçан та иксĕлмест. Тăван çĕршывшăн кĕрешме хатĕр çамрăксем яланах пулнă, пур, пулаççĕ те. «Кирек епле ăмăртăва хутшăнмалла чухне эпĕ ачасем умĕнче çакăн пек тĕллев лартатăп: пирĕн çĕнтермеллех, 1-мĕш вырăншăн кĕрешетпĕр тетĕп. Ахальтен хатĕрленетпĕр- им? Çакăн пек кăмăлпа ĕçлетпĕр», — пытармарĕ учитель.

Командир — спорт мастерĕн кандидачĕ

Егор Селиванов — командир, вăл Тикешрен. «Ку тивĕçе мана çулталăк каялла шанчĕç. Командир пулма çăмăл мар. Юлташăмсем хавхалантараççĕ, учительсем пулăшаççĕ. Республикăри «Зарницăна» 4 хĕр ачапа 4 арçын ача кайнăччĕ. Атăлçи вăййинче арçын ачасем ытларах кирлĕ, тепĕр 4-ăн хутшăнчĕç. Эпĕ пĕлтĕр триатлонпа кăсăкланма тытăнтăм, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларăм. Атте мана спорт велосипечĕ туянса пачĕ. Вăл 70 пин тенкĕ тăрсан та укçине шеллемерĕ. Эпĕ кунсерен велосипедпа 35 çухрăма парăнтаратăп. Унсăр пуçне вăрманта 5-6 километр çуран чупатăп. Ирсерен тренерпа пĕрле бассейна ишме килетĕп», — каникул мĕнле иртнипе паллаштарчĕ 10-мĕш класа куçнă Егор. Спортпа çар вăййисемпе кăсăкланнисĕр пуçне вăл килтисене пулăшма та ĕлкĕрет: севок- сухан ани çинче ĕçлет, выльăх валли утă хатĕрлет. «Пирĕн команда мал ĕмĕтлĕ, эпир çĕнтерессе шанатпăр!» — хушса хучĕ командир. Вăл çапла каласан ĕмĕт пурнăçа кĕретех.

9-мĕш класран вĕренсе тухнă Полина Краснова та шкулти çарпа патриот клубне ăнсăртран лекмен. Патăрьел хĕрĕ фитнес аэробикăна 2-мĕш класранпах çÿренĕ, кĕлеткине аван пиçĕхтернĕ. «Зарница» — маншăн ахаль вăйă мар, вăл пирĕн чун хăватне çирĕплетме пулăшать. Эпир командăпа ĕçлеме хăнăхатпăр. Атăлçи тăрăхĕнче тăван республикăмăр ятне хÿтĕлеме тивĕçни — пирĕншĕн пысăк чыс. Çавăнпа намăс курас мар тесе тăрăшсах хатĕрленетпĕр. Ушкăнпа кунсерен шкула, бассейна каятпăр. Республикăри «Зарницăра» ОЗКна эпĕ 57 çеккунтра тăхăнтăм, ку аван кăтарту. Оренбургра хĕрсем валли ОЗК тăхăнассипе ăмăрту çук. Унта эпир чупăпăр, медицинăн пĕрремĕш пулăшăвне пама пĕлнине кăтартăпăр, историпе ыйтусем хуравлăпăр, ишĕпĕр, отжимани тăвăпăр…» — сăмахне вĕçленĕ-вĕçлемен хĕр строя чупрĕ. Шкула афганец ветеран Михаил Харитонов çар тумĕпе килнĕччĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне шкул ĕçне халалланă, 20 çул директор пулнă, халĕ кĕçĕн классене вĕрентет. Михаил Миронович «Атăлçи Зарницине» кайма хатĕрлене-кенсене Патăрьел районĕ, Чăваш Ен ятне сумлăн хÿтĕлеме, çĕнтерÿпе таврăнма чĕнсе каларĕ. Вăл çарта чикĕре тăнă чухне хăйĕн çурăмĕ хыçĕнче тем пысăкăш çĕршыв пулнине, уншăн яваплăха туйнă. Çынсем лăпкă çывăрнă вăхăтра чикĕ хуралçи пĕр самант та тĕлĕрмен-çке.

Чунпа, кĕлеткепе пиçĕхеççĕ

Камсем зарничник пулаяççĕ? Ку ыйтăва Юрий Васюткин çапла хуравларĕ: «Камăн кăмăл пур, вĕсене уроксем хыççăн хăварса тĕрĕслетĕп. Чăн малтан ачан кĕлетки пиçĕхнине пăхатăп. Лайăх чупать, ишет, турникран уртăнать, отжимани тăвать пулсан ыттине вĕрентме пулатех. «Зарницăна» 7-10-мĕш классене илсе каятпăр. Çарпа патриот кулубĕ пурнăç шкулĕпе танах. Ачасем кунта лайăх енне улшăнаççĕ: чунпа, кĕлеткепе пиçĕхеççĕ. Шкултан вĕренсе тухнă çĕре вĕсене, унчченхипе танлаштарсан, паллама çук — чăн-чăн çын пулса тăраççĕ. Шкул хыççăн çарăн аслă училищисене çул тытакан та нумай. Пурнăçне шалти органсемпе, МЧС тытăмĕпе çыхăнтараççĕ». Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.