Журналист этики хăрушлăхра-и?

28 Чÿк, 2017

Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мускавра Раççей Журналистсен союзĕн XII съезчĕ иртрĕ. Çĕршывăн мĕн пур регионĕнчен унта 700 яхăн çын, çав шутра ЧР Журналистсен союзĕнчен 10 делегат, хутшăнчĕ.

Малтан организацие ертсе пыракан органсен 2013-2017 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан от-четсене итлерĕç. 1992 çултанпа союз тилхепине тытса пынă Всеволод Богданов юлашки çулсенче пĕрлĕхĕн медиаобществăри витĕмĕ ÿснине, вăл чылай енĕпе çитĕнÿ тунине, унăн пуласлăхĕ шанăç çуратнине палăртрĕ. 1990-2000 çулсенче укçа çитсе пыманран организаци чылай тĕллеве пурнăçлайманнине пытармарĕ.

— РФ Патшалăх Думин депутачĕсен иртнĕ суйлавĕччен союза хыснаран пĕр пус та уйăрман, — терĕ.

Çак сăмахсене Патшалăх Думин Информаци политикипе технологийĕсен тата çыхăну комитечĕн председателĕ Леонид Левин çирĕплетрĕ:

— 2018 çулта Федерацин Пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин 500 ытла млн тенкĕлĕх гранчĕсене парса регионсен МИХĕсене пулăшăпăр. Союза ĕçлеттерме кăна бюджетра 85 млн тенкĕ пăхнă. Кун пекки нихăçан та пулман. Çак укçа организаци ĕçне лайăхрах йĕркелеме тата пичет кăларăмĕсен пахалăхне ÿстерме май парĕ. Хăш-пĕр МИХ ăна журналистсен гонорарне пысăклатмашкăн яма палăртнине пĕлетĕп. Вĕсен ĕç укçине хушни журналист профессийĕн илĕртÿлĕхне ÿстерĕ. <...>

Союзăн тепĕр секретарĕ Тимур Шафир журналистсем хÿтĕлевсĕр пулнăран преступниксем иртнĕ çулсенче чылайăшĕн пурнăçне татни, хĕнесе сусăрлатни çинчен пăшăрханса калаçрĕ, Патшалăх Думин çÿлте асăннă комитетĕнчен журналистсен статусне общество деятелĕсен прависемпе танлаштарас ыйтăва парламентра татса пама ыйтрĕ.

Федерацин пичет тата массăллă коммуникацисен агентствин ертÿçи Михаил Сеславинский федераци хыснинчен укçа уйăрмашкăн кăçал регионсенчи пичет кăларăмĕсемпе 538 килĕшÿ çирĕплетнине, çывăх вăхăтра тата 222 çирĕплетессине пĕлтерчĕ.

Съездра çивĕч лартнă ыйтусенчен пĕрне блогерсен обществăри вырăнĕпе, социаллă сетьсем йĕркелекенсемпе çыхăнтарчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ журналист этики çинчен илтмен. Çавăнпа вĕсем саккунсемпе, этикăпа килĕштерсе ĕçлекен журналистсемпе танлашаймаççĕ. Çапах та вулакансен пĕр пайĕ блогерсемпе социаллă сетьсенех суйлать. Чăн-чăн журналистика ят-сумне ÿстерес тĕллевпе вулакансемпе редакцисен диалогне вăйлатма сĕнчĕç.

Мускав патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн деканĕ Елена Вартанова медиахатĕрсен хăйсене социаллă сетьсенче кăтартмаллине, блогсем, страницăсем, пĕрлĕхсем уçмаллине палăртрĕ. <...> «Çакăнпа пĕрлех журналистикăна шанман çынсен йышĕ хушăнсах пырать, журналист этики — хăрушлăхра», — текен те пулчĕ.

— Паян журналистика — обществăри чи пĕрремĕш «васкавлă пулăшу», — шухăшне уççăн пĕлтерчĕ Мускав университечĕн журфак президенчĕ Ясен Засурский. — Вăл обществăри çивĕч ыйтусене чи малтан çĕклет, сÿтсе явать. Малашне те çапла пуласси пирки иккĕленместĕп. Ку тĕллев пурнăçлантăр тесен журналист чĕри яланах канăçсăрлантăр.

Саха-Якут делегацийĕ ячĕпе Мария Христофорова сăмах илчĕ, союз ертÿçисене регионсенче ачасем валли кăларса тăракан пичет кăларăмĕсен журналисчĕсем валли мастер-классем йĕркелеме ыйтрĕ, Раççей Почтин ертÿлĕхне хаçат-журнала çырăнтармалли хака 50% таран йÿнетме тата çитес çулсенче пĕр шайра тытса тăма чĕнсе каларĕ. Делегатсем сĕнĕве хыттăн алă çупса йышăнчĕç. Шел, почта ячĕпе ыйтăва никам та хуравламарĕ. <...>

В.Богданов хăйне председательтен хăтарма ыйтнă. Унăн заявленине тивĕçтерчĕç. Вăл тата Телерадиохыпарлавăн наци ассоциацийĕн президенчĕ Эдуард Сагалаев çĕнĕ председатель пулма Раççей Журналистсен союзĕн секретарьне, маларах чылай çул телекуравра ĕçленĕ Владимир Соловьева суйлама сĕнчĕç. 680 делегат уншăн сасăларĕ, 7-шĕ тытăнса тăнă, 1 делегат çеç хирĕç пулнă.

Кашни регионти журналистсен организацийĕн ертÿçине, вăл шутра Чăваш Енри Журналистсен союзĕн председательне Валерий Комиссарова союзăн федераци канашне суйларĕç, çавăн пекех пĕрлĕх секретариатне, ертсе пыракан ытти органне çирĕплетрĕç. Тулли верси...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.