Архив - 8 Окт, 2018

8 Окт, 2018

Чĕрине ачасене халаллать

Вăл хăйне ас тума тытăннăранпах ташлать. Пилĕк çулта чухне илĕртÿллĕ хусканусем тума ăста Таньăна амăшĕ Шупашкарти Ухсай ячĕллĕ Культура керменне çавăтса кайнă. Çĕнĕ кăнтăр районĕнчен тĕп хула варринчи учреждение эрнере темиçе хут кружока çÿресси çăмăлах пулман.

8 Окт, 2018

Питĕрте чăваш чĕлхи клубĕ ĕçлет

Питĕрти йăхташăмăрсен юлташ тупма çав тери ансат. Вĕсен чăваш чĕлхи клубне кăна каймалла. Ăна Йĕпреç районĕнчи Чăрăшкассинче çуралнă Екатерина Данилова ертсе пырать. Вăл аслă шкулти истори факультетĕнче пĕлÿ илнĕ.