Архив - 4 Окт, 2018

4 Окт, 2018

Артист пуласси ачаран паллă

Хăш-пĕр чухне паллă артиста сăнатăн та: «Ача чухне мĕнлерех пулнă-ши вăл?» — текен шухăш çавăрса илет. Çав вăхăтрах сцена çинче пултарулăхпа тĕлĕнтерекен ачана та çулсем иртсен мĕнле пулассине куç умне кăларма тăрăшатăн.

4 Окт, 2018

Вĕрентекен ачи пулма лайăх-и?

Учитель тесенех куç умне çутă сăнар тухать. Мĕн тери ырă вĕсем, пире тăрăшса, ырми-канми пĕлÿ паракансем! Вĕрентекенсен çумĕнче ăшăлăх туятăн, киле кайсан — тунсăхлатăн. Манăн шухăшпа, чи телейлисем — учительсен ачисем. Пурне те ыррине кăна сунакансем ачисене те тĕрĕслĕхпе сăпайлăха вĕрентни паллă. Анчах çак професси çыннин ачи пулма çăмăл-ши?

4 Окт, 2018

Шăллĕне 40 çултан шыраса тупнă

Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Алина Измайлова-Воробьева тăван шăллĕне 40 çул шыранă. Кăçал Çимĕк умĕн масар çине кайса амăшĕн вил тăпри çинчи хĕресе ыталаса куççуль витĕр пулăшу ыйтнă. Питрав кунĕнче шăпа ăна ăнсăртран тăван шăллĕпе тĕл пултарнă.

4 Окт, 2018

Ачасен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăратăп

Эпĕ — Ангелина Сергеева, шкулта вĕрентекенре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветеран. Инфаркт хыççăн ватлăхра лăпкăн пурăнас чухне мăнукăмсемшĕн пăшăрханса çывăрайми пултăм, çавăнпа «Çамрăксен хаçатĕнчен» пулăшу ыйтса çыратăп. 

4 Окт, 2018

Хваттере куçма май пулсан та общежитие суйлаççĕ

Кунта яланах шăв-шав, кулă илтĕнет, пурнăç вĕресе тăрать. Çĕрле те... Студентсен общежитийĕ — иксĕлми хаваслăх тĕнчи. Шăпах çапла асра юлнă та вăл, вăхăтлăха тăван кил пулса тăнăскер. Пÿлĕмре тăваттăн кун кунлаттăмăр та кичемлĕх валли вырăн çукчĕ.