3 пин ытла вкладчике укçа тавăрса панă

25 Чÿк, 2019

Лицензисĕр юлнă Чăвашкредитпромбанк вкладчикĕсене укçа тавăрса парасси мĕнле пынипе Россельхозбанкăн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Ирина Письменская ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлура  паллаштарчĕ.

Тунтикун тĕлне 3 пин ытла вкладчик укçа илнĕ, вĕсене 1,1 миллард тенкĕ ытла тÿленĕ. Малтанхи кунсенче халăх йышлă пулнă, халь вара аплах мар. Çавна май Ирина Николаевна массăллă информаци хатĕрĕсене те тав турĕ. Вĕсем лару-тăрăва тĕплĕ ăнлантарса пани арпашу-шуйхануран сыхланма май панă.

Банкра çынсен, юридици тытăмĕсен шучĕсем 36 пин патнеллех пулин те тавăрса памалли укçан çуррине тÿленĕ ĕнтĕ. Уйрăм çынсене укçа тÿлесси хăвăрт пулать, юридици тытăмĕсемпе вара апла мар — тивĕçлĕ документсене йĕркелемеллине кура кашнинпе пĕр сехетрен кая мар ĕçлемелле, тытăнарах тăма тивет. Çийĕнчен банкăн вăхăтлăх администрацийĕ укçа тÿлемеллисен реестрне çине-çинех улăштарать — çак кунсенче кăна унта пилĕк хут улшăнусем кĕртнĕ ĕнтĕ.

Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Александр Рыбаков хăш-пĕр предпринимателе хайхи реестра кĕртмен тĕслĕхсем пуррине палăртрĕ. Е налук тÿлемен, е тата урăх сăлтав — предпринимательсен списокĕнче çук, çавăнпа банкри реестра та лекмен. Ют çĕршывсемпе ĕçлекен предпринимательсем тĕлĕшпе йывăрлăхсем тухса тăнă. Александр Николаевич тавçăрнă тăрăх, Чăвашкредитпромбанкра валютăпа çыхăннă операцисем тĕлĕшпе çăмăллăхсем пулнă ахăр, çавăнпа илĕртнĕ. Çавна май халь предпринимательсен чикĕ леш енчи ĕçтешĕсене укçана Чăвашкредитпромбанка ан куçарăр тесе асăрхаттарма тивет — ыйтусем сирĕлеççĕ.

Ирина Письменская банк клиенчĕсен тепĕр ушкăнĕ тĕлĕшпе тухса тăнă ыйтăва та çĕклерĕ. Хăшĕсем çак банкра хăйсен шучĕсене те тытнă, унтанах кредит та илнĕ. Унашкаллисене хальлĕхе вкладри е шут çинчи укçана тавăрса памаççĕ. Малтан кредита тÿлесе татмалла, унтан тин вкладри укçана парĕç. Кредита, тен, вкладри укçапа «зачет» мелĕпе саплаштарма май пулĕ — ку ыйтусемпе Россельхозбанк уйрăмĕсене мар, вăхăтлăх администрацие каймалла.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. 

Рубрика: 

Комментари хушас