Аксарин Кулибинĕ

28 Çурла, 2017

“ХХ ĕмĕрте лакейсем çук”, — ача чухне çапла шÿтлеме юрататтăмăр. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аксаринра пурăнакан Вячеслав Васильев вара çакна сăмахпа кăна мар, ĕçпе те хирĕçлет — паян та пур лакей. Сăмахне çирĕплетсе хайхи япалана кăтартать — пушмак хывма пулăшаканскерне вăл, историе лайăх пĕлекенскер, шăпах “Лакей” ят панă. Ĕлĕк пуянсем вараланчăк пушмакне хăйсем хывман иккен, вĕсен урисенчен хайхискерсене шăпах лакейсем — кил-тĕрĕшре пулăшакан тарçăсем — хывса илнĕ. Вячеслав шухăшласа кăларнă япала та — чăн-чăн лакей. Алăпа перĕнмелле те, пĕшкĕнмелле те мар, ура кĕллине кирлĕ вырăна перĕнтерсе çÿлелле туртмалла кăна.

Анчах та пушмака хывиччен малтан тăхăнмалла вĕт-ха. Тăхăнмаллине те, эпир ăна “ложка” теме хăнăхнă-ха, шухăшласа кăларнă вăл: йывăçран ăсталанă вăрăм авăр çыпăçтарса хунă та — пулчĕ те. Каллех — пĕшкенмелле те мар. Хăй çакна йăлтах кахаллăхпа çыхăнтарать те /”çын кахаллансах пырать, йăлтах — ÿркевлисем валли”/, анчах сывлăх та пĕлтерĕшлĕ. Калăпăр, пуçа юн кайнипе аптранисен пĕшкĕнмесен аванрах. Вячеслав Васильев япалисемпе усă курсан пушмак тăхăнма та, хывма та пуçа пачах çĕрелле чикмелле мар. Ача кĕтекен хĕрарăмсен тата? Кĕç-вĕç çуратма патне çитнĕ чух параппан пек карăнса кайнă хырăмпа пĕшкĕнсе пăх-ха! Каллех хайхи япала питех те вырăнлă. Аслă çултисемшĕн е сусăрсемшĕн мĕн тери усăллă тата хайхи “Лакей”!

Аксарин Кулибинĕн пухмачĕнче — патента тивĕçмелли çĕр-çĕр çĕнĕлĕх.

— Çынсем çĕнĕлĕхе тÿрех йышăнмаççĕ, — тет Вячеслав, — вĕсем тĕрлĕ ĕçе самай çăмăллатаççĕ пулин те...

Калăпăр, вăл электроçавана тата меллĕрех йĕркеленĕ. Хыçлă пукан е кресло çинче ларнă чух — çурăм шăмми ан авăнтăр тесе — пилĕке тытса тăмалли шухăшласа кăларнă. Сутлăхри мотоблокпа та тÿрех усă курма пуçламан, ăна та лайăхлатнă. 100 килограмран ытла таякан çак аппаратпа халĕ пĕчĕк ача та, ватти те, сусăр çын та çăмăллăнах ĕçлеме пултарнине çирĕплетет Вячеслав. Сăпса тытмалли, пахчана сиен кÿрекен каюрана, кайăксене хăратмалли, калча куçармалли, пыл хурчĕсене тĕтĕрмелли...

Çĕнĕлĕхсем мĕнле майпа çуралнипе кăсăклансан ахаль лариччен кĕрĕк арки йăваламаллине аса илтерет арçын. Мĕн тăвăн, паян ĕç ыйтăвĕ нумайăшĕшĕн йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Ятарлă пĕлÿ илнĕ инженер электрик пушшех те ахаль ларма юратмасть. Сăмахран, вахта мелĕпе Çурçĕр тăрăхне çÿренĕ чухне унта çырлана çÿресе те ĕлкĕрнĕ-мĕн вăл. Кам пылак çак çимĕçе пухса курнă — пĕлет: пĕрре те çăмăл ĕç мар ку. Пĕрре — шăрăх, тепре — ÿпре кăшласа ярать, çавăнпах питĕ хăвăрт çаврăнкалама тивет. Паллах, çырла çумĕнче çÿп-çап нумай пуçтарăнать. Килте ăна сехечĕ-сехечĕпе тасатма тивет. Вячеслав шухăшласа кăларнă приборпа усă курсан вара çак ĕçе... 5 минутрах пурнăçлама пулать.

Пурнăç ансатлансах пырать — Вячеслав пек рационализаторсем пур чухне. Вăл шухăшласа кăларнă япаласем кашни çыншăн усăллă та, кăсăклă та. Ахальтен мар ВДНХра иртнĕ куравпа паллашма пынисем роботсемпе мар, шăпах “Лакейпа” кăсăкланнă: ара, чăнласах кирлĕ япала-çке. Апла тăк вĕсене халăх патне çитермелле. Тĕрлĕ шайри МИХ çырнă-кăтартнă унăн ăсталăхĕ çинчен: НТВ телеканал, Раççей, регион шайĕнчи хаçат-журнал... Çак япаласене кăларма пуçлас ыйтупа хăй те нумай чупнă ал ăсти. Шел ăнланакан, пулăшас текен ниçта та тупăнман. Малалла вулас...

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.