Алăкран шаккать… Йытă

18 Раштав, 2017

Тухăç календарĕпе пурăнма пуçланине сиссе те юлаймарăмăр. Е Качакана кĕтсе илетпĕр, е Сыснана… Кăçал вара акă алăкран Йытă шакканине пĕлтерчĕç. Мĕнех, начар чĕр чун мар. Начар кăна мар, хуçине ун пек парăннă чĕр чуна урăх шыраса та тупаймăн. Кăмăл хуçăк чухне юнашар пырса лăпкăн выртать вăл, тунсăха пĕрле пайлать, кăшт хавасланнине сиссенех хÿрине пăлтăртаттарса выляма ыткăнать. Хуçа сĕтелĕ çинчен пĕр-пĕр шăмă татки çаклансан та унран телейлĕреххи урăх никам та çук тейĕн. Апла пулсан, йытăпа пĕр чĕлхе тупса туслашмалли кăна юлать. <...>

Хăшĕ-пĕри Çĕнĕ çул каникулĕ вăрах тăсăлнăшăн кăмăлсăр. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансемшĕн вара вăл — чухах. Ара, çемьепе хутшăнмашкăн мĕн тери аван вăхăт! Хăть йĕлтĕр сырса чуп, хăть çунашкапа ярăн. ЧР Культура министерстви юмах тĕнчине чĕннине пĕлетĕр-и-ха тата? Республикăра 2016-17 çулсенче «Пĕр район юмахĕ» акци иртнĕччĕ. Пĕлтĕр, калăпăр, Çĕнĕ çул маршручĕ Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсене, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисене илсе çитернĕччĕ. Хăнасем те, вырăнта пурăнакансем те çак хула-районпа çыхăннă нумай çĕнĕлĕхе пĕлчĕç ун чухне. Маршрутран юлмасăр пилĕк района та çитсе курнисем Шупашкарта иртнĕ Çĕнĕ çулхи асам академине хутшăнчĕç, «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче, Лакрей паркĕнче, театрсенче тÿлевсĕр пулмашкăн билетсене тивĕçрĕç. Малтанхи пĕтĕмлетÿсемех çак акцие 300 ытла çын хастар хутшăннине çирĕплетрĕ. <...>  Çĕрпÿ тăрăхĕнче Çĕнĕ çул майĕпенех Сурхурие куçнă.

Акци ăнăçлă иртнине, çынсем килĕштернине кура ăна кăçал та ирттересшĕн. «Чăваш Ен тăрăх — Çĕнĕ çулхи çул çÿреве» 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 3-8-мĕшĕсенче йыхравлаççĕ. Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Муркаш районĕсем, Çĕнĕ Шупашкарпа Улатăр хулисем хăнасене кĕтсе илме хатĕр. Туристсен Çĕнĕ çул карттине илме кăна ан манăр — ăна ЧР Информаципе туризм тата культура центрĕнче раштавăн 18-мĕшĕнче параççĕ. Тÿлевсĕр. <...> Тулли верси...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.