Амăшĕ çухалнă пикене ватă çын пăхать

15 Кăрлач, 2018

Шупашкар хулин Калинин район администрацийĕн ачалӑха сыхлакан пайӗн ӗҫченӗсем ашшĕ-амăшсĕр тăрса юлнă пикене тупса палăртнă. Çакскерĕн ашшĕ вилнĕ, амăшĕ ăçти паллă мар, халĕ ăна шыраççĕ. 

Ачасемшĕн яваплă тÿре-шара "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, 15-ри пикене кукамăшĕ пăхать. Ачан пурнăç условийĕпе вырăна çитсе паллашнă специалистсем ватă çын мăнукĕшĕн хытах тăрăшать, мĕн пултарнине йăлтах тăвать тесе пĕтĕмлетнĕ.

Мăнукне пăхассине ватă çын саккун ыйтнă пек хальлĕхе çыртарманнине кура пикен шăпине (ăна кампа пурăнтарассине) çывăх вăхăтра татса парĕç. 

 

Теги: 

Комментари хушас