Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пултаруллӑ ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламларӗ

28 Раштав, 2020

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри пултаруллă ачасене çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламларĕ. Тĕлпулу «Эткер» центра иртрĕ.

Республикăри шкулсенче пĕлÿ пухакансем çĕршыв шайĕнчи олимпиада-конкурсра пысăк çитĕнÿ тăваççĕ. 2000 ытла чăваш ачин ятне патшалăх информаци ресурсне кĕртнĕ. Вĕсем пурте — тĕрлĕ облаçра палăрнисем. Сăмах май, маттурсем Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Пысăк тăхтав» конкурсра 3 грант çĕнсе илнĕ. Пĕтĕмпе — 1400000 тенкĕлĕх.

— Пултаруллă ачасене мĕн пĕчĕкрен палăртса малалла аталанмашкăн май туса памалла. Çак ĕçе йĕркелесе пырсан темиçе çултан пысăк ăсчахсене курăпăр. Вĕсене хавхалантарса пымалла, — терĕ Олег Алексеевич. Вăл вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыракан ачасене пылак парнесемпе хавлантарчĕ. Шупашкарти 7-мĕш вăтам шкулта вĕренекен Софья Ершова Самуил Маршак çырнă сăвва каласа савăнтарчĕ. Хĕрача — литература конкурсĕсен çĕнтерÿçи. Унсăр пуçне 4-мĕш класра вĕренекенскер экологи мероприятийĕсене хастар хутшăнать.

Сăн ÿкерчĕксем кунта...

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Комментари хушас