Archive - 29 Юпа, 2014

29 Юпа, 2014

Ĕмĕрлĕхе юлакан ĕçсем

Чăваш Ен ÿнерçисен пĕрлĕхĕ Атăлçи хутлăхĕнче лайăххисен йышĕнче.  Чăваш Республикин Художниксен союзĕ 150 яхăн ÿнерçе пĕрлештерет. Культура çулталăкĕнче вĕсем те ума пысăк тĕллевсем лартрĕç, палăртнă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тесе ăнтăлаççĕ. Çитес çул та сăрă ăстисемшĕн ахальли мар: союза йĕркеленĕренпе 80 çул çитет.

29 Юпа, 2014

Хамăрăн сывлăхшăн кар тăма вĕренĕпĕр-и?

Патшалăх сывă çынсен йышĕ пысăкланасса кĕтет

Чăваш Енĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ кăларнă Указпа килĕшÿллĕн "Сывлăх профильне" хатĕрлĕç. Вăл муниципалитетсен малашнехи аталану стратегийĕн тĕп шăнăрĕ пулĕ темелле. Асăннă концепци халăх сывлăхне çутатса паракан документ кăна мар, унăн хăй тĕпленнĕ вырăнти пурнăçа сăнласа пуласлăхра мĕнлерех йĕркелессине кăтартакан программа та пулма тивĕç.

29 Юпа, 2014

Челябинскран - парнесемпе

Чăваш Ен спортсменĕсем ирĕклĕ мелпе кĕрешес енĕпе "Юность России" физкультурăпа спорт обществин парнисене çĕнсе илессишĕн Челябинскра иртнĕ ăмăртуран медальсемпе таврăннă.

29 Юпа, 2014

"Вĕрентекенпе сăн ÿкерĕнер"

Çак ятпа Елчĕк районĕнчи Кушкă шкулĕнче сăн ÿкерчĕксен конкурсĕ иртнĕ. Учитель кунĕнче пуçарнă кăсăклă мероприятирен пĕр ача та айккинче пăрăнса юлман, пурте юратнă вĕрентекенĕ патне васканă.

29 Юпа, 2014

Айăпланнисен те право пур

Юсанмалли 6-мĕш колонире тĕрĕслевсем ирттернĕ май ЧР юсанмалли учрежденисенче саккунсене пăхăннине сăнаса тăракан Шупашкар прокуратури саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă.

29 Юпа, 2014

Центрта ырă сунса кĕтсе илеççĕ

Кашнин ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшаççĕ

Шупашкар районĕнчи ĕçпе тивĕçтерекен центр Кÿкеçри Шуршăл урамĕнчи 4-мĕш А çуртра вырнаçнă. Çул хĕрринчен курăнсах ларать. Авточарăнуран 30 метрта çеç. Алăкĕнчен çын вĕçĕмсĕр кĕрет-тухать.

29 Юпа, 2014

Вĕренÿ тытăмĕ бюрократи читлĕхĕнчен хăтăлĕ-и?

Хальхи вăхăтра педагог сăнарĕ обществăн ăнлавĕнче еплерех калăпланать? Çакăн çинчен шухăша путатăн та - эпир ача-пăча пулнă вăхăт хыçа юлнине, паянхи ÿкерчĕк ун чухнехинчен пачах урăхлине куратăн. Уççăн калам: пирĕн йăхра учительсен династийĕ темиçе ăруран тăрать - танлаштарма пушшех меллĕ. Асанне каласа панисем - хăлхарах, аннен ĕç-хĕлĕ - асрах, пичче-аппан педагог каçалăкĕ - куç умĕнче. Виçĕ ăрăва çыхăнтараканни - кашниех хăйсенчен мĕн çирĕп ыйтнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшни.

Pages