Archive - Юпа 2014

юпа 2nd

2 Юпа, 2014

МАЛТАН ТАСАТМАЛЛА

Минскра пурăнакан халăх сиплевçи Л. Стальмаков фибромиома, миома, киста, мастопати аптратсан çак рецептсемпе усă курма сĕнет.

Сиплев комплекслă пулмалла, малтан организма тасатнинчен пуçламалла. 5 кун кашни ир вĕресе сивĕннĕ 3 литр шыва 1 апат кашăкĕ пан улми уксусĕ ярса клизма лартмалла.

2 Юпа, 2014

Юбилей ячĕпе сана, шкулăм!

Мăн Этмен шкулĕ - çĕр çулта. Çак сумлă уява паллă тума хăнасем ир-ирех йышлă пуçтарăнчĕç. Вĕренекенсем вĕсене ăш пиллĕн кĕтсе илчĕç. Мăн Этменсем хăнана пăхма пĕлеççĕ - пуçтарăнакансене тÿрех классене вĕри чей ĕçме илсе кайрĕç.

2 Юпа, 2014

Нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр - çĕнтерÿ патне!

Ачана пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркине хăнăхтармалла. Шкулсенчи физкультура вĕрентекенĕсем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ, çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕшĕн хăйсене яваплă туяççĕ. «Ачасем сăмаха мар, хăтланăша ас туса юлаççĕ.

2 Юпа, 2014

Пуканепе выляма пĕчĕк ача мар!

Виççĕмĕш класра вĕренекен Аня Мордова, Диана Кондратьева, Настя Федорова тăхтавсенче яланах пĕрле выляма кăмăллаççĕ. Акă паян шкул картишĕнчи сак çине ларса сăмах çăмхине сÿтме тытăнчĕç.

2 Юпа, 2014

Вилор Чекмак

Çамрăк патриотсем нимрен хăрамасăр тăшмана хирĕç çапăçнă тĕслĕх сахал мар. Вун пилĕк çулти Вилор Чекмак хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр Севастопольти партизан отрядне çăлнă. Чĕре чирне тата ытла çамрăк пулнине пăхмасăрах вăл 1941 çулхи çурла уйăхĕнче партизансемпе вăрмана кайнă.

2 Юпа, 2014

Çĕнĕ чукун çул пулатех

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра "Раççей чукун çулĕ" АУОра Раççейри хăвăртлăхлă тата пысăк хăвăртлăхлă çÿревĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Общество канашĕн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин пĕрремĕш вице-спикерĕ Александр Жуков тата "Раççей чукун çулĕ" АУОн пĕрремĕш вице-президенчĕ Александр Мишарин ертсе пынă канашлăвне хутшăннă. Унта пысăк хăвăртлăхлă "Мускав - Хусан - Екатеринбург" чукун çул магистралĕн "Мускав - Хусан" участокĕн строительствин малашлăхне сÿтсе явнă.

Pages