Archive - 6 Çĕртме, 2014

6 Çĕртме, 2014

Саккассем Чăваш Ен экономикине тĕревлеççĕ

Çĕмĕрлере ĕнер РФ Оборона министерствин çар управленийĕн органĕсен, наука тĕпчев организацийĕсен ертÿçисен, промышленноç предприятийĕсен представителĕсен хĕç-пăшалпа çар техники кăлармалли контрактсем çине куçмалли пĕрлехи техника политикине палăртас тĕллевлĕ наука-практика конференцийĕ иртнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта ирхине çав форума хутшăнма килнĕ генералсемпе курнăçрĕ.

6 Çĕртме, 2014

«Буревестникра» - улттăмĕш хут

Çĕртмен 4-мĕшĕнче çамрăксем çулталăкĕпех кĕтнĕ форум уçăлчĕ. «Çамрăксен хули - 2014» кăçал улттăмĕш хут ĕçлет. Раççей регионĕсенчен тата Чăваш Енри тĕрлĕ кĕтесрен 1200 яш-хĕр Атăл леш енчи «Буревестник» кану базине пухăнчĕ.

Pages