Archive - 2 Пуш, 2016

2 Пуш, 2016

Миллиардсем - ĕçлеве пулăшма

Раççей Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев ĕнер Шупашкарта Правительство çуртĕнче ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва тата ĕçлеве пулăшмалли мерăсене халалланă канашлу ирттерчĕ.

2 Пуш, 2016

Çулталăка пĕтĕмлетрĕç

Чăваш Республикин Информаци политикин министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен, кĕнеке кăларас ĕç, çыхăнупа телекоммуникаци отраслĕсен аталанăвне пĕтĕмлетрĕç.

2 Пуш, 2016

Ольга Голодец: “Тăрăшуллисене яланах хавхалантаратпăр”

"Маттур!" - çак сăмаха Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Ольга Голодец Шупашкарти "Ачалăх утравĕ" 201-мĕш ача садĕнче пулнă май темиçе хут та каларĕ. Çапла майпа вăл унта вăй хуракансене - тăрăшуллă ĕçшĕн, ачасене вара тавçăрулăхĕшĕн мухтарĕ.

2 Пуш, 2016

Шăварнăран çĕрулми ăнса çитĕнет

Çĕрулмине юлашки çулсенче пысăк лаптăкра тата тухăçлă çитĕнтернĕрен Куславкка районĕ республика туса илекен пĕтĕм продукци калăпăшĕнче курăмлă вырăн йышăннине ырăпа палăртмасăр май çук.

2 Пуш, 2016

Агрохимслужба тухăçа ÿстерме май парать

Агрономсем Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи «Агрохими службин чăваш патшалăх центрĕ» федерацин патшалăх бюджет учрежденине лайăх пĕлеççĕ.

Вăл ял хуçалăх пĕл­терĕшлĕ çĕр тĕлĕшпе мониторинг ирттерет, тăпра пулăхне лайăхлатма аграрисене сĕнÿсем парать, уй-хирĕн электрон карттограммипе паспортне хатĕрлет. Культурăсене азот мĕн чухлĕ кирлине пĕлес тĕллевпе тăпрапа ÿсентăрана тĕпчет, хуçалăх ĕçĕнче, кил-çуртра усă куракан шыв пахалăхне уçăмлатать. Тăпрана радиологипе токсикологи тĕпчевĕ витĕр кăларать. Минерал тата органика удобренийĕсен, хими мелиоранчĕсен, выльăх апачĕн тата ÿсентăранран хатĕрлекен апат-çимĕç пахалăхне палăртать. Çĕр ĕçченĕсене минерал удобренийĕсемпе усă курмалли план, тăпрана акшар /извеç/, фосфор тата кали хывмалли проектпа смета докуменчĕ, культурăсене тухăçлă çитĕнтермелли технологи картти туса парать.

2 Пуш, 2016

Пирĕн халăхăн историйĕ пуян та мухтавлă

Тăван халăх историйĕпе кăсăкланакан, унăн пуласлăхĕшĕн пăшăрханакан икĕ çамрăк - Юрий Михеев тата Юрий Сергеев - чăваш нацийĕн кун-çулне /пирĕн эрăччен III ĕмĕртен пуçласа XIII ĕмĕр çурриччен/ кăтартакан "История великого народа" документлă фильм ÿкернĕ. Пĕри историе çынсене ăнланмалла каласа кăтартма пĕлни тата тепри çав калаçăва экран çине вырнаçтарма пултарни вĕсене çак проекта кун çути кăтартма май панă.

2 Пуш, 2016

Тăван кĕтесре хĕвел те çутăрах, е Аякра вĕренекен çамрăксене кĕтсе илейĕпĕр-и?

Вĕренÿ тытăмне патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене кĕртиччен çĕршывăн чи сумлă заведенийĕсене провинци яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ йышлăнах лекеймен. Чăваш Ен çамрăкĕсене илес пулсан - çулсерен выпускниксен 5 проценчĕ кăна аякри вузсене вĕренме кĕрейнĕ. Юлашки 10 çулта вара ку кăтарту вăтамран 30 процентпа танлашать. Пĕр енчен - хĕпĕртемелли сăлтав-ха çакă: тинех пысăк хуласенчен инçетре те пултаруллă çамрăксем чылаййине кирек кам та ĕненет.

2 Пуш, 2016

Газ çăмăлттайлăха каçармасть

«Çутçанталăк газĕпе усă курнă чухне питĕ тимлĕ те асăрхануллă пулмалла», - теççĕ специалистсем. Юлашки вăхăтра Раççейри хуласенче йăлари газ сирпĕннĕрен пысăк инкексем пулчĕç.

2 Пуш, 2016

Йăнăшасран ан хăрăр!

Шупашкарти механика-технологи техникумĕнче регионсен хушшинчи «Педагогика ăсталăхĕн пусăмĕсем - 2016» професси конкурсĕ уçăлчĕ. Оренбургри, Мари, Чăваш республикисенче вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухакансем, ачасен шкулчченхи учрежденийĕсенче вăй хуракансем /пурĕ 16 çын/ пуш уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче хăйсем суйласа илнĕ професси енĕпе ăсталăхне кăтартĕç.

Pages