«Юрма»: çĕнĕ завод хута кайрĕ
Вунă çул каялла Шупашкар районĕнчи панкрута тухнă кайăк-кĕшĕк фабрики вырăнĕнче «Юрма» агрохолдинг» ООО йĕркеленчĕ. Владимир Ермолаев гендиректор ăста та пултаруллă ертсе пынипе вăл çултан-çул аталанса хăйĕн ĕçне-хĕлне Улатăр хулипе Чĕмпĕр облаçĕ таранах сарнă. Виçĕм кун тулли мар яваплă обществăра чăх ашĕ тирпейлекен çĕнĕ завод хута кайрĕ.




Инçетри чăваш ялĕнче, Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Первомайскинче, çуралса ÿснĕ Василий Митта - палеонтологире Çĕр чăмăрĕ çинчи ертсе пыракан тĕп специалистсенчен пĕри. Ку ĕç ăна нумай миллион тенкĕ кÿмен, çавах вăл ăсчах пурнăçĕпе кăмăллă. Мĕншĕн тесен хавхаланса кăсăкланакан ĕçе парăннă.
Республика тулашĕнче пурăнакан ентешсем Чăваш Енĕн Раççей Президенчĕ çумĕнчи Полномочиллĕ представительствинче СССР халăх артисткине Вера Кузьминана 90 çулхи юбилейпе саламларĕç. Уява Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков уçрĕ. «Вера Кузьминична - чăваш культурин чăн-чăн паттăрĕ, театр искусствин ахах-мерченĕ, чăваш хĕрарăмĕн чи çутă сăнарĕ, ырă та çепĕç анне.
Тимĕр вăййипе туслă хĕрсене чылайăшĕ тĕлĕнсе пăхать, вĕсене шеллекенсем те пур. Черченскерсем вара кире пуканне хăюллăнах вылянтараççĕ. «Хыпар» хаçатăн ăмăртăвĕнче те пикесем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç. Пĕлтĕрхи турнирта 15 çултан кĕçĕнрех хĕрсене шутлама алăри пÿрнесем те çитетчĕç. Кăçал вĕсен йышĕ самай пысăкланчĕ, çавăнпа тупăшу та çивĕч иртрĕ.
ПНО пуçарнипе раштавăн 9-мĕшĕнче çуллен Коррупципе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Сăлтавĕ меллĕ те - çак кун умĕн РФ Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн Шупашкарти следстви пайĕн пуçлăхĕпе Константин Кандасовпа курнăçрăмăр - коррупципе çыхăннă ыйтусене çĕклерĕмĕр. 





