Коррупци кăкланать теме иртерех-ха
ПНО пуçарнипе раштавăн 9-мĕшĕнче çуллен Коррупципе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăвасси йăлана кĕчĕ. Сăлтавĕ меллĕ те - çак кун умĕн РФ Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн Шупашкарти следстви пайĕн пуçлăхĕпе Константин Кандасовпа курнăçрăмăр - коррупципе çыхăннă ыйтусене çĕклерĕмĕр.




Çапла калама пулать-тĕр кадетсен балне курса киленнĕ май. Раштавăн 9-мĕшĕнче Раççейри Çар мухтавĕн кунне халалласа Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче бал ташшисен регионсен хушшинчи «Кадетсен Георгий балĕ» 7-мĕш уçă конкурсĕ иртрĕ. Унта республикăри 20 вĕренÿ заведенийĕнчен - 310 кадет тата Тутарстанри Зеленодольск хулинчен килсе çитнĕ ушкăн хутшăнчĕç.
ЧР Арбитраж сучĕ паян «Савва» компанисен ушкăнĕн экс-ертÿçисен ĕçĕпе çыхăннă ыйтăва пăхса тухать. Атăлçи пир-авăр компанийĕн конкурс управляющийĕ çак предприяти топ-менеджерĕсем пулнă Дмитрий Романцовран, Никита Колесниковран, Владислав Дудинран, Евгений Осокинран тата Дмитрий Портран субсидиарлă яваплăх мелĕпе 4 млрд тенке яхăн шыраса илме ыйтнă.
Иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче Чул хула облаçĕнчи Кстово хулинче Пĕтĕм Раççейри кулăш поэзийĕн «Вырăс кулăшĕ - 2013» VI фестивалĕ иртнĕ. Унта пирĕн Раиса Сарпи поэт та хутшăннă. «Раиса Васильевна кулăшла сăвăсем те çырать-и?» - тĕлĕнсе ыйтаççĕ вулакансем. Ыйтăва уçăмлатма Р.Сарпипе тĕл пултăмăр. Чăнах та, хамăн та питĕ пĕлес килчĕ: мĕнле фестиваль пирки сăмах пырать? Кам йыхравланипе кайнă унта Раиса Васильевна?
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ ятлă-сумлă, пултаруллă ăсчахсемпе пуян. ХХ ĕмĕрĕн хастар ăрăвне пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларас ĕçре çĕр-çĕр профессорпа доцент. Вĕсенчен пĕри - фиологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Иванович Мефодьев доцент.
1971 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн дипломне илсен тăван районти «Звезда» колхозра тĕп инженерта ĕçлеме пуçларăм. Çулталăкран Вăрнар район пикипе Риммăпа /хыçалта, варринче/ çемье çавăртăмăр. Атте-анне килĕнче пĕр çул ытла пурăнтăмăр. Тăватă ачаран асли пулнă май чăвашсен ырă йăлипе уйăрăлса тухма тиврĕ. Самуккасси ялĕ вăл вăхăтра «малашлăхсăррисен» шутĕнчеччĕ.





