Archive - Чÿк 2014 - Хыпар

ноябрь 13th

13 Чÿк, 2014

ТĂРĂШСАХ ТАСАТМАЛЛА

Организма шлаксенчен тасатассине пыршăлăхран тытăнмалла. Унтан пĕвере черет çитет. Кирек мĕнле меслетпе тасатнă чухне те тĕрĕс апатлансан кăна ăнăçу пулать. Рациона чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла ытларах кĕртмелле. З. Пятковская терапевт сĕнĕвĕсене пичетлетпĕр.

Йĕтĕн вăрри - пыршăлăх валли

13 Чÿк, 2014

ТĔЛĔНМЕЛЛЕ КАВĂН ПЫЛĔ

Кавăн пылĕ пĕвере, пыршăлăха сиплеме пулăшакан питĕ паха бальзам шутланать.

Вăл çемçетекен витĕмпе палăрса тăрать, çавна май унпа вар хытсан ăнăçлă усă кураççĕ. Çавăн пекех хулăн пыршă шыçнипе аптракан çынсене çăмăллăх кÿрет, апат ирĕлессине лайăхлатать. Ăна мĕнле хатĕрлеççĕ-ха?

Кавăн тăррине хупăлча евĕр касса илмелле, вăррипе чĕлкемĕсене кăлармалла та шала сахăр хĕрринченех тултармалла. Касса илнĕ тăррипе хупласа тарăн чашăка лартмалла. Сахăрĕ ирĕличчен, хуппи çемçеличчен тытмалла. Унтан шалти пыла банкăна ярса сивĕтмĕше лартмалла.

ноябрь 11th

11 Чÿк, 2014

Хăратма мар, пире пулăшма килнĕ

Мускавсем Чăваш Енри çулсем çинчи йĕркелĕхе тĕрĕслерĕç.   «Республикăна 15 БМВ автомобильпе Мускавран ПАИ сотрудникĕсем килнĕ, çулсем çинче водительсене тустараççĕ кăна!» Интернет саманинче çак хыпар Чăваш Енре çиçĕмлĕ хăвăртлăхпа сарăлчĕ.

11 Чÿк, 2014

ЧР Пуçлăхĕн Çырăвне хатĕрлеме пуçланă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне яракан Çырăва хатĕрлес енĕпе ĕçлеме пуçланă. Çав документра Правительство, Патшалăх Канашĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, предприятисемпе организацисем малашлăхра мĕнле ĕçлессине палăртĕç.

Çырăва хатĕрленĕ май республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин ытти институчĕн шухăшне шута илеççĕ. Халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме чи малтанах мĕн тумалла? Чăваш Ен Пуçлăхĕн мĕнле темăсене ытларах витĕмлемелле?

11 Чÿк, 2014

Тата 2 вырăнта ача сачĕ уçăлнă

Чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Улатăр районĕнчи Чуварлей тата Канаш районĕнчи Шăхасан салисенче ача сачĕсем уçма хутшăннă. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенче «Вĕренĕве аталантарасси çинчен» патшалăх программипе килĕшÿллĕн федераци, республика тата вырăнти бюджетсен укçи-тенкипе тунă.

11 Чÿк, 2014

Асăрханасси чакнăран кăçал 50 çын путса вилнĕ

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче ачасен сывлăха çирĕплетмелли лагерĕсем валли тасатмалли сооруженисем тăвасси çинчен строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Безруков каласа кăтартнă.

Pages