Archive - Кăрлач 2017 - Хыпар

январь 26th

26 Кăрлач, 2017

«Тантăш» № 3 (4520), 26.01.2016

26 Кăрлач, 2017

«Чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай — 110 çул!» викторинăна хутшăннисем

«Хунав» кружок членĕсем, Элĕк районĕ, Юнтапа шкулĕ /ертÿçи — Леонтьева З.И./.

8-мĕш «а» класра вĕренекенсем, Çĕнĕ Шупашкар, 19-мĕш шкул /вĕрентекенĕ — Николаева Г.Л./.

Автономова Диана, 7-мĕш класс, Тăвай районĕ, Тĕмер шкулĕ.

Адюкова Дарья, Шупашкар, 10-мĕш шкул /вĕрентекенĕ — Анисимова Юлия Елисеевна/.

Адюкова Юлия, 10-мĕш «э» класс, Елчĕк районĕ, Елчĕк шкулĕ /вĕрентекенĕ — Каринкина Г.В./.

26 Кăрлач, 2017

Куракан чăваш юррине чăннипех те кăмăллать

Кашни ача ашшĕ-амăшне курса çитĕнет, чылай чухне çывăх çыннисен кăсăкланăвĕ, ăсталăхĕ тĕпренчĕкне куçать. «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», — тесе ахальтен каламан-çке.

26 Кăрлач, 2017

Капăр теттесем курсан...

Агния Барто ятне илтмен çын çук-тăр. Паллă ача-пăча çыравçин сăввисене кĕçĕннисем те, çитĕннисем те юратса вулаççĕ. Ансат чĕлхепе çырнăскерсем тÿрех асра юлаççĕ. Куç умне чĕрĕ ÿкерчĕк тухса тăрать.

26 Кăрлач, 2017

Паттăрлăх çулĕ

Кашни арçын ачан тивĕçĕ — çĕршыва юрăхлă тата кирек мĕнле кăткăс лару-тăрура та тăван çĕре хÿтĕлеме хатĕр салтак пуласси. Алла пăшал тытнипе, çар ыйтăвĕсене сÿтсе явнипе çеç килмест ку туйăм.

26 Кăрлач, 2017

Ах, кунĕсем сивĕ-çке, хырăмра - пушă

Ленинград хулине фашист пусмăрĕнчен хăтарнăранпа январĕн 27-мĕшĕнче 73 çул çитет. Хăрушă вăрçă халăха хĕн-хур кăтартнă. Ачасемшĕн те йывăр кунсем пуçланнă. Урамра тусĕсемпе выляма юратаканскерсем аслисемпе тан йывăр ĕçе пуçăннă. Выçăпа асапланнă. Хĕл сивви пушшех вăйран янă вĕсене. Пÿлĕмсенче те кантăксем пăрпа хупланнă. Картлашка тăрăх çÿлелле хăпарса хваттере лекесси вĕсемшĕн терт пулнă...

январь 25th

25 Кăрлач, 2017

ТЕМПЕРАТУРА ПĔЧĔК

Питĕ пĕчĕк тесе ÿт-пÿ температури 35,5 градуспа танлашсан е 35,5 градусран та пĕчĕкрех пулсан калаççĕ. Сăлтавĕ вара сахал мар.

1. Çыннăн вăрах чир пулсан пĕчĕк температура вăл вĕрĕлнине асăрхаттарать. Тăхтаса тăмалла мар — медицина пулăшăвĕ кирлĕ.

2. Щит евĕрлĕ пар ĕçĕ вăйсăрлансан /гипотиреоз/ та температура чакать.

Pages