Archive - 2015 - Чăваш хĕрарăмĕ

июня 11th

11 Çĕртме, 2015

Эпĕ... канатăп

«Мĕн ĕçлетĕр?» - Мускавран шăнкăравлать мăшăрăм. «Ĕне сурăм. Сыснасене апатлантартăм. Чăх-чĕпе витене хупрăм. Халĕ... сана кĕтме пуçларăм», - ăнлантартăм ăна. Арçын ыран килсе çитсенех пурнăç çăмăлланать-ха та. Ун чухне килти пĕтĕм ĕçе хăй çине илет вăл. Эпĕ вара... канатăп.

Тĕпелте такам утнипе вăранса кайрăм. 3 сехет кăна çитет. Упăшка тăнă иккен. Ыйхă килмесен вырăн çинче выртма юратмасть вăл: е пÿртре, е картишĕнче ĕç тупать. Эпĕ татах çывăрса кайнă. Ах, ыйхи мĕнле тутлă. Сăмсана кăтăклакан кукăль шăршипе çеç куçа уçрăм. Мăшăрăм паçăрах чуста çăрнă иккен.

11 Çĕртме, 2015

Ултав çулĕ кукăр - аттестатсăр хăварма та пултарать

Çу кунĕсем çитнĕ май пĕрисен ĕç хушăнать, теприсен, пачах тепĕр май, пушă вăхăт нумайланать. Иккĕмĕшĕсем - шкул ачисем паллах. Анчах вĕсем те вăхăта сая ямаççĕ. Аслисене пулăшаççĕ, хăшĕ-пĕри вăхăтлăх ĕçе те вырнаçать. Ан тив, кĕçĕнреххисем ытларах урамра чупаççĕ. Пултăр - усăсăр мар. Хĕвел çинче, уçă сывлăшра çамрăк кĕлетке çирĕпленет. Ку та паха.

9-мĕшпе 11-мĕш классен вара хĕрÿ тапхăр пырать. Экзаменсем. Республикăри шкулсенче юлашки шăнкрав кăçал 11,2 пин хĕрпе каччăшăн янăрарĕ. Вĕсенчен 6,5 пинĕшĕ вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухать.

июня 6th

6 Çĕртме, 2015

Вера Глаголева - футболла вылякан кукамай

Çăлтăрсен вăрттăнлăхĕпе паллаштарнă май актриса тата режиссер хăй мĕншĕн какай çиме пăрахни тата мăнукĕсене самăрлăх чирĕнчен мĕнле упрани пирки каласа кăтартать.

Виçере тытăнса тăма мĕн пулăшать?

- Вера, эсир кинора хĕрĕх çул ытла. Ĕçĕрсенчен çакă аван курăнать - виçерен нихăçан та тухмастăр...

6 Çĕртме, 2015

Ирĕклĕхре, шур хурăнсен хушшинче...

Çул пĕр енĕпе - вĕçĕ-хĕррисĕр уй, тепĕр енче - çамрăк хырсем, вĕтлĕх, шап-шурă чечеклĕ çĕр çырли уçланкисем... Йĕри-тавра нимĕнле ял та çук. Аслă Кăршка еннелле шăтăк-путăклă, вырăн-вырăн курăк пусса илнĕ çул илсе каять.

6 Çĕртме, 2015

Аслă Слакпуç ялĕнче...

"Иртрĕ çимĕк, иртрĕ туй, иртрĕ туйри савăнăç", - вулатпăр Константин Ивановăн "Нарспи" поэмăри "Çимĕк иртсен" сыпăк пуçламăшĕнче. Çапла, кирек мĕнле аслă уяв та, кирек мĕнле туй-çуй та вăхăчĕ çитсен иртетех.

6 Çĕртме, 2015

Манăçми чечек çыххи

Çĕр çинчи мĕнпур чечекрен темшĕн мана ытларах утмăлтуратпа салтак тÿми килĕшеççĕ. Ача чухне кассипех пуçтарăнса ятарласа хирти ыраш пуссине пуçтарма çÿрекенччĕ вĕсене. Пучаххипе пĕрле татса килнĕ çыхă ытла та хÿхĕм курăнать çав. Ытармалла мар уй-хир чечекĕсем çуллахи вăхăтра кашни пÿлĕмрех чÿхенсе ларатчĕç. Мĕнех, шурă тутăрлă лантăш та, сирень те, астра та хăйне май хитре, анчах та ман чуна çырлахтаракан утмăлтуратпа салтак тÿмине çапах темшĕн çитеймеççĕ пек туйăнать. Урампа утса пынă май çерем çинчи сарă кукшапуç çинчен те куçăма илейместĕп.

мая 31st

31 Çу, 2015

Лайăх пурăнни япăх-им?

Çĕршывăмăр капитализм çулне суйласа пасар экономикине аталантарма пуçланăранпа шыв-шур самай юхса иртрĕ. Пурнăç тĕлĕнмелле улшăнчĕ унтанпа. 90-мĕш çулсене те чăтса ирттертĕмĕр.

Pages