Archive - 30 Ака, 2015 - Хресчен сасси

30 Ака, 2015

Çĕр шапи çывăрма памасан

Мана пĕр ыйту канăç памасть. Тĕпсакайне кашни çулах кĕркунне çĕрулми упрама хуратăп, çуркунне кăларатăп. Кĕркунне пĕр çĕр шапи те курмастăп. Çуркунне çулсерен çур витрене яхăн кăларса тăкатăп. Тĕпсакайне уçăлтармалли шăтăксене тимĕр сеткăпа хупланă. Ăçтан тухаççĕ-ши çĕр шаписем? Тата вĕсене мĕнле майпа пĕтерме пулать? Ара, çуркунне юрланипе çывăрма памаççĕ-çке.

Петр Прокопьев. Красноармейски районĕ.

30 Ака, 2015

Алă çуркалансан

Çуркунне час-часах алă çуркаланать. Мĕнпе çыхăннă-ши çакă? Кун пек чухне мĕнле кремпа усă курмалла?

Галина Ландышева. Етĕрне районĕ, Йÿçпан ялĕ.

Ÿт-тир вăйлă типнĕрен алă çуркаланма тытăнать. Çакна çанталăкпа та сăлтавлама пулать. Хĕвел, çил ÿт-тире типĕтет. Ытларах вара сивĕ çанталăк япăх витĕм кÿрет.

Сывлăшри нÿрĕке, температура хăвăрт улшăннине ÿт-тир лайăх туять. Хытă шыв та алла çуркаланма пулăшать. Çавăн пекех ăна супăньпе вĕри шывра тăтăш çуни те.

30 Ака, 2015

Юратнă юрă

Ĕлĕхки юрăсене кăмăллатăп. Ара, эпир вĕсене юрласа ÿснĕ-çке. Халĕ çĕнĕ юрăсене çăмăллăнах тупма пулать, анчах ĕлĕкхисем курăнмаççĕ, вĕсене юрлакансем те сахалрах. «Мĕншĕн-ши эп сана пит юратрăм?» юррăн сăмахĕсене пичетлесе кăлараймăр-ши?

Елена Иванова.

Çĕрпÿ районĕ, Çамрăксен поселокĕ.