Archive - Çу 2015 - Хресчен сасси

мая 29th

29 Çу, 2015

Чĕпсемшĕн чи лайăх амăшĕ

Чĕплĕх çăмартасене пусса кăларассипе кăркка амине çитекен çук теççĕ. Чи лайăх "амăшĕ" – мĕн вăл. Хăйĕнне кăна мар, хур, чăх, кăвакал чĕпписене те пусса кăларса ÿстерет. Тĕрĕсех калаççĕ-ши?

Дарья МИХАЙЛОВА. Сĕнтĕрвăрри хули.

29 Çу, 2015

Хăлха çакки курăкĕ - хĕвел тухтăрĕ

Кирек ăçта та çитĕнет вăл: пахчара, урамра, çул хĕрринче... Çуркунне тавралăх сарă кавирпе витĕнет тейĕн. Анчах пахчара сарăлса ÿсме тытăнни кил хуçин кăмăлне хуçать кăна. Ял çыннишĕн вăл чи малтан çумкурăк-çке.

мая 27th

27 Çу, 2015

"Хресчен сасси" 39 /2552/ №, 27.05.2015

27 Çу, 2015

Ака-суха вĕçленет – чун савăнать

Çурхи ăшă çанталăк çĕр ĕçченĕсене ака-сухана вăхăтра вĕçлеме пулăшса пырать темелле. Пĕр хушă шăрăх та çиллĕ çанталăк тăни ĕçченсене самаях хăртнăччĕ. Вĕсен кăмăлне ăнланнăн кĕçех ăшă çумăр чашлаттарса çуса кайрĕ, çĕре палăрмаллах нÿретрĕ. Халĕ акă каллех хĕвел ăшшăн пăхать. Хуçалăхсенче юлашки гектарсем çинче тăрăшаççĕ.

Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район, хула ертÿçисемпе видеоконференци ирттернĕ, çивĕч ыйтăва - çураки мĕнле пынине – сÿтсе явнă. Хальхи вăхăтра районсенче лару-тăру мĕнлерех-ха?

27 Çу, 2015

Ÿсĕр водителе шеллесе ырă тăваймăн

Иртнĕ çул ÿсĕр водительсен айăпĕпе 56 çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. 2013 çулпа танлаштарсан ку кăтарту тăватă хут пысăкрах. Кăçалхи тăватă уйăхра ÿсĕр водительсем çул çинче 34 инкек тума ĕлкĕрнĕ, çакна пула 15 çын çут тĕнчепе сывпуллашнă, 49-ăшĕ суранланнă. Çакна палăртнă Чăваш Енри çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн управленийĕн ертÿçи, полици полковникĕ Владимир Романов.

27 Çу, 2015

Амăшĕн ăшшине кĕтсе илеймен

Кушак çури тейĕн

Çут тĕнчене тин килнĕ пепке амăшĕ ачашшăн çупăрласа хăйĕн çунатти айне илессе кĕтни кăлăхах пулнă. Çамрăк хĕрарăм ачи тĕрес-тĕкел çуралнишĕн савăнас вырăнне ун пурнăçне тискеррĕн татнă.

27 Çу, 2015

Хамăрăн тăрăшмалла

Камăн мĕн ыратать, вăл çавăн çинчен калаçать тенĕн çак статьяра "Хресчен сасси" хаçат вулаканĕсемпе пĕрле чуна уçас килет. Тен, хама канăç паман ыйту ыттисемшĕн те кăсăклă пулĕ, пĕр шухăшлисем тупăнĕç.

27 Çу, 2015

Çав çулсен çухалмĕ чапĕ

Куславкка – илемлĕ хула. Ватă Атăл хĕрри. Парксемпе сад пахчисем. Хула çумĕнче - çÿллĕ-çÿллĕ, тĕве курпунĕ евĕр сип-симĕс çеремлĕ, ешĕл каталлă сăрт. Çывăхрах вăрман: юманлăх, хурăнлăх, çĕмĕртлĕх... Пĕтĕм Раççей ăмсанмалла çăтмах вĕт!

Хĕвел ларас умĕн мĕн чухлĕ çамрăк халăх, хĕрупраç хĕвĕшет Атăл хĕрринче, уйрăмах Ирĕклĕ Раççей урамĕнче.

Pages