Archive - 22 Çĕртме, 2017 - Хресчен сасси

22 Çĕртме, 2017

Пурнăçăма ÿпкелеместĕп

Ачалăхăм вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче иртрĕ. Эпĕ 1940 çулта çуралнă май аттене вăрçа илсе кайнине астумастăп. Çара кайма хатĕрленекен салтаксем урам тăрăх пăшал çĕклесе, юрласа стройпа утни асрах-ха.