пăтăрмахсем

Республикăри хваттерлĕ пулас ĕмĕтпе укçа хывнă нумай-нумай çынна çурăк валашка умĕнче тăратса хăварнă «Савва» компанисен ушкăнĕ тата унăн тилхепине тытса пынă Никита Колесников пирки Чăваш Ен манма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та «Колесниковпа яланлăхах сывпуллашрăмăр» тесе шутланă, анчах ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ăна каллех аса илме тиврĕ.

Редакцие тин кăна Вăрнар районĕнчи Кивĕ Мĕлĕшрен шăнкăрав килчĕ. «Сире эпир тав тăвасшăн. Эсир пулăшнипе сĕт укçине илтĕмĕр вĕт! Тем пекех курса алă парас килет сире. Питĕ хĕпĕртерĕмĕр.

Чăваш Енри ШĔМ пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирхине полици уйрăмне Тăвай районĕнчи Кармал ялĕнче пурăнакан 51 çулти арçыннăн кил хуçалăхĕнче такам пăшалтан пени пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ.

ЧР Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра тишкернĕ ыйтусем ку хутĕнче самай йышлă пулчĕç - пассажирсене, дачăсен хуçисене, транспортпа илсе çÿрессине йĕркелессинчен пуçласа çураки таранах. Тата — çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче каçхине Шупашкарта пулнă пăтăрмах…

Шупашкарта пурăнакан 32 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Усламçă регистрацилемен эмелсем сутнă тесе шухăшлаççĕ. Кун пирки РФ СКан Чăваш Енри управленийĕн пресс-служби пĕлтерет.

Pages

Subscribe to пăтăрмахсем