Archive - 26 Юпа, 2017 - Çамрăксен хаçачĕ

26 Юпа, 2017

«Тимĕр вăййи» — вăйлисем валли

Пăхаттир пек çынсем ĕлĕкех хисепре пулнă. Ун чухне каччăсемпе арçынсем йывăр чул йăтса хул-çурăмне çирĕплетнĕ. Халĕ пирĕн çĕршывра кире пуканĕн спорчĕ анлă сарăлнă. Спортăн çак тĕсĕ халсăррисем валли мар: вăл вăя çеç мар, чун çирĕплĕхне те тĕрĕслет. Юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнир иртрĕ. Унта опытлă спортсменсем, çăмăлах мар çул çине тин çеç тăнисем пуçтарăнчĕç. Чăваш Ене 12 регионти 150-а яхăн пăхаттир çитрĕ.

26 Юпа, 2017

«Тăван атте-анне ăшшине кураймарăмăр»

Шупашкар районĕнчи Шăпачав ялĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Павлов 12 çул тултарсан шăллĕпе Радикпа Канашри ача çуртне лекнĕ. Кайран иккĕшне те пĕр çемье хăйĕн хÿттине илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тăма пулăшнă.

26 Юпа, 2017

Юбка тăхăнса ташличчен нумай иккĕленнĕ

Шупашкарта пурăнакан Евгений Салмин Шотланди пирки чылай каласа кăтартма пултарать. Çак çĕршыв унăн чунне тахçанах тыткăнланă. Клеткăллă килт, сăрнай тата хаваслă ташăсем... Арçынна юлашки уйрăмах кăсăклантарать.